Митта Ваçлейĕ
Митта Ваçлейĕ | |
Василий Егорович Митта | |
Çуралнă чухнехи ят: | Митта, Василий Егорович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | Пуш, 5, 1908 |
Çуралнă вырăн: | Аслă Арапуç ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ), Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Çĕртме, 10, 1957 |
Вилнĕ вырăн: | Аслă Арапуç ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвă, куçару ĕçĕ |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Митта Ваçлейĕ (паспортра: Митта Василий Егорович; 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ, Аслă Арапуç ялĕ, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ — 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ, тăван ялĕнчех), — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.)[1]
Пурнăç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă.
Ялти шкула пĕтерсе Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, унта вĕреннĕ чухне литературăпа хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Патăрьел район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă.
Каярахпа Шупашкарта хаçат-журналта, радиора ĕçленĕ.
Вĕрентекен, Шупашкарта район хаçачĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче вăй хунă.
1937 çулта айăпсăр айăпланă. 1954 çулта таса ятне тавăрнă.
1955-1957 – литконсультант, «Тăван Атăл» альманахăн яваплă секретарĕ.
1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче хăй тăван ялĕнче вилнĕ.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă кинорежиссёрăн, Александр Наумович Миттан, чăн хушамачĕ — Рабинович. Ăçтан тупăннă-ха уншăн Митта тени? Ак мĕн аса илет çак çын:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)<Куçару: Çурттăвăм институтĕнче эпĕ Нарся Митта ятлă питĕ кăмăллă хĕрпе пĕрле вĕренеттĕм. Кайран вăл Саша Белоусов ятлă лайăх йĕкĕте качча тухрĕ те Белоусова пулса тăчĕ. Çапла вара Митта хушамат сывлăшра ирĕлсе çухалнă пекех пулчĕ.>
Эппин, паллă кинорежиссёр хăйне валли псевдоним суйласси çак пулăм витĕмĕпе пулни каламасăрах паллă.
Поэтăн тăхăмĕсем[4].
- Нарспи Митта, аслă хĕрĕ. Инженер-хăтлавçă. Мускавра пурăнть. Çавăнтах хăтлавçă пĕлĕвне илнĕ, ĕçленĕ (проектсем тунă). Шупашкарти тĕп стадионăн проекчĕн авторĕ.
- Силпи Митта, вăта хĕрĕ. Инженер-хăтлавçă. Упăшкипе пĕрле Братск, Усть-Илимск ГЭСĕсене тунă. Николай Михайлов, унăн упăшки, Шупашкар ГЭСстройĕн пуçлăхĕ пулнă. Çак мăшăра А. Н. Косыгин та лайăх пĕлнĕ, Мускавра хваттер илме пулăшнă.
- Илемпи Митта, кĕçĕн хĕрĕ. Шупашкарта промавтоматика тытăмĕсен СКБĕнче тăрăшнă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924 çултан пичетленнĕ, Çеçпĕл Мишшин чăваш сăвви реформине малалла тăснă. Хайлавĕсен тĕп теми — тăван çĕр-шыв çĕнелни. 1930-мĕш çулсенчен пуçласа хайлавĕсем публицистика енне туртăнни, Маяковски витĕмне курни палăрать. 1950-мĕш çулсенчи сăввисем философилле. «Тайăр» поэмăра Чăваш поэчĕ Тайăр Тиммкин кун-çулĕ, шăпине çырса кăтартнă. А. Пушкин, М. Горкий, С. Есенин, Л. Кассиль, Н. Островский, А. Кунанбаев, М. Джалиль ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Асăну хăми (Шупашкар)[5]
- К МЕМОРИАЛЬНОЙ ДОСКЕ ВАСИЛИЯ МИТТЫ ВОЗЛОЖИЛИ БУКЕТЫ 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăвашсем. Литература кĕтесĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ МИТТА ВАСИЛИЙ ЕГОРОВИЧ -МИТТА ВАÇЛЕЙĔ 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Александр Митта - Искремас, несущий людям любовь!
- ^ Зайцева, Татьяна. Александр Митта. ("Ностальгия по советскому").
- ^ Васильев, В. Такая знакомая фамилия Митта 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. / В. Васильев // Совет. Чувашия. – 2006. – 17 авг. – С. 6, 15.
- ^ Хыпар: Митта Ваçлейĕн асăну хăми умне чечек хучĕç
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Youtube.com'ра вырнăçтарнă Арсений Тарасов ӳкернĕ "Ваçлей Митта" фильмĕн сыпăкĕ.
- Митта Ваçлейĕн сăввисем
- В Чувашии отмечают вековой юбилей поэта и публициста Василия Митты 2014 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Per aspera ad astra…, или Зăлтăр витĕр зул курнать…, или Дорога через звезду…(Лирический герой
- Василий Егорович Миттана асăнса...
- ВКонтакте
- Паян — сăлтавсăр асапланнă поэт çуралнă кун
- Митта асӑну хӑми умне чечексем хунӑ
- ПОЧЕМУ ЧИНОВНИКИ ЧУВАШИИ СО СТАЛИНСКИХ ВРЕМЕН И ДО СИХ ПОР ПРЕСЛЕДУЮТ МИТТУ? 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Митта Ваçлейĕ
«Çамрăксен хаçачĕн» тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Пăва уесĕнче çуралнисем
- Патăрьел районĕнче çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Çамрăксен хаçачĕн тĕп редакторĕсем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- СССР çыравçисем
- СССР сăвăçисем
- СССР тăлмачĕсем
- 1908 çулта çуралнисем
- Пушăн 5-мĕшĕнче çуралнисем
- 1957 çулта вилнисем
- Çĕртмен 10-мĕшĕнче вилнисем
- Хаçат редакторĕсем