Кириллова Надежда Мефодьевна
Курӑнакан калӑплав
Кириллова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Надежда Кириллова | |
Çуралнă чухнехи ят: | Кириллова Надежда Мефодьевна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1960, чӳк, 16 |
Çуралнă вырăн: | Чăрăшкасси ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР |
Професси: | XX ĕмĕрти совет, раççей, чăваш актриси |
Гражданлăх: | ССРП → РФ |
Хастар çулсем: | 1995 - х.в. |
Театр: | Чăваш ПАДТ |
Надежда Мефодьевна Кириллова (16.11.1960, Чăрăшкасси ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР çур.) — совет чăваш театр актриси. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2005)[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Надежда Кириллова 1960 çулта чӳкĕн 16-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралнă.
1983 çултанпа Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче ĕçленĕ.
Тăван республикăра иртекен мероприятисене, пултарулăх каçĕсене, конкурссене хастар хутшăнать. Унăн чи мăн ĕçĕ – Тăван чĕлхен кунне халаланă «Поэзи каçĕ».
Республика тулашĕнче чăваш театрĕн сцена ӳнерне пропагандăлать.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рольсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Амалия («Неаполь – город миллионеров», Э. де Филиппо),
- Елена («Женитьба Белугина», А. Островский),
- Агата («Ринальдо идет в бой» Гаринеи и Джованини),
- Ахахпи («Именем твоим», П. Афанасьев),
- Санька («Мать солдата», В. Синичкин),
- Галька, Маруся («Ой, не ходи, Грицю да на вечерницы» М. Старицкого),
- Турпиге, Княгиня («Плач девушки на заре» Н. Сидорова),
- Анюта («Сватовство» Н. Сидорова),
- Маша («Сидорова коза» Н. Сидорова),
- Филумена Пальяруло («Утешитель вдов» Д. Маротта и Б. Рандоне),
- Лиля («Мачеха», Г. Медведев),
- Матрена («Любви все возрасты покорны», А. Большаков),
- Ольга Пухова («Конкурс», А. Галин),
- Ангустиас («Дом Бернарды Альбы», Ф. Гарсия Лорка)
Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кириллова, Н. М. Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ : кун кӗнекисем, ҫырусем, статьясем = Щепкинцы. Первая чувашская студия : дневники, письма, статьи / Надежда Кириллова ; [М. Д. Давлятшин ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2012. – 381 с., [40] л. ил. : ил., портр.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Журавлев, С. Кириллова Надежда Мефодьевна / С. Журавлев // Самант. – 2006. – № 4. – С. 15.
- Кириллова, Н. М. Надежда Кириллова пурнăçĕнчи виçĕ «А»: Анне, Арăм, Актриса / Н. М. Кириллова ; И. Митта калаçнă // Тăван Атăл. – 2006. – № 11. – С. 155-160.
- Кириллова, Н. М. «Япăх çырас килмест, лайăххи вара – пулмасть». Хальлĕхе... / Н. М. Кириллова, Р. Власова çыр. ил. // Çамрăксен хаçачĕ. – 2000. – 24 пуш (№ 12). – С. 12.
- Кириллова, Н. Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ : [автобиогр.] / Н. Кириллова ; С. Журавлев ҫырса илнӗ // Тӑван Атӑл. – 2010. – № 11. – Прил.: с. 1-8. – (Сунтал).
- Кириллова, Н. Хăйне уйрăм тĕнчере / Н. Кириллова ; Е. Атаманова калаçнă // Хресчен сасси. – 2010. – 1 раштав. – С. 6.
- Прокопьева, Р. Мӗнлерех вӗреннӗ-ха Мускавра пулас артистсем? / Р. Прокопьева // Тантӑш. – 2012. – 26 утӑ (№ 30). – С. 9.
- Прокопьева, Р. Театр юратуран пуҫланать / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2012. – 21 утӑ. – С. 3 : фот.
- Яковлев, Ю. Артистка-штурм : [Надежда Кириллова артистка çинчен] / Ю. Яковлев // Хыпар. – 2010. – 16 чӳк. – С. 4.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Шупашкар ҫӑлтӑрӗсем» курав-ӑмӑртура вӑл «Чи лайӑх ҫамрӑк актриса» ята тивӗҫнӗ (1995).
- ЧР ТĔП ирттерекен актерсен харпӑр-хӑйсен ӗҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче 1-мӗш (1998), 3-мӗш (2000) вырӑнсем йышӑннӑ.
- Президент стипендине тивӗҫнӗ (2000).
- Казах-турккӑ-чӑваш халӑхӗсен туслӑхне ҫирӗплетнӗшӗн Казахстан Республики тавтуни (2004).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Паян — Надежда Кириллова артисткӑн юбилейӗ
- Чувашская актриса написала спектакль «Живи и помни» к творческому вечеру