Контент патне куҫ

Игнатьев, Ваçлей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ваçлей Игнатьев
Çуралнă вăхăт: 1934 çулхи авăнăн 2-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Каншел ялĕ, Патăрьел районĕ Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2014 çулхи юпан 26-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, тăлмачĕ
Жанр: повеç, роман, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Игнатьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Игнатьев Василий Герасимович, (Ваçлей Игнатьев, 1934 çулхи авăнăн 2-мĕшĕ, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕ2014 çул, юпа, 26, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш çыравçи. СССР ÇП пайташĕ (1967). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1991), Митта Ваçлейĕ парнин лауреачĕ[1].

Первомайски вăтам шкулĕнче тата Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

«Ялав» тата «Тăван Атăл» журнал редакцисенче ĕçленĕ. Чăвăш АССР ÇП проза уйрăмĕн литература ĕçтешĕ тата редактор вырăнĕнче вăй хунă. Çавăн пекех Пĕрлешĕвĕн правлени председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă.

Унсăр пуçне Чăваш кĕнеке издательствинче те ĕçленĕ.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашла вулакан В. Игнатьевăн пултарулăхĕпе 1955 çулта “Ялав“ журнал урлă паллашать: кунта унăн “Пĕчĕк акăшсен ташши“ калавĕ пичетленнĕ. Çавăнтанпа вăл вуннăпиллĕк кĕнеке майлаштарать. Вĕсенчен чи паллисем: “Шăпчăк катинче“, “Ăçта–ши эсĕ, манăн юрату”, “Иккĕмĕш тĕлпулу”, “Канăçсăрсем”, “Каçхи сасăсем”, “Каçхи юр”, “Кăнтăр çеçпĕлĕ“, “Маттур иккен ман аппа”, “Сарри юратăвĕ“. Л. Толстойăн, А. Чеховăн, И. Франко, М.Горькин хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

  • Автор çинчен // Игнатьев, В. Ăçта–ши эсĕ, манăн юрату / В. Игнатьев. – Шупашкар, 1990. – С. 254.
  • Алексеев, О. “Сарри юратăвĕ“ / О. Алексеев // Хыпар. – 1994. – 6 авăн.
  • Eмельянов, А. Пирĕн Ваçлей / А. Eмельянов // Хыпар. – 1994. – 1 авăн.
  • Иванов, И. Калавçă ăсталăхĕ / И. Иванов // Ялав. – 1983. – № 12. – С. 24–26.
  • Калав ăсти // Тăван Атăл. – 1994. – № 8.– С. 27–28.
  • Осипова, E .Юратупа тивĕç / E. Осипова // Ялав. – 1984. –№ 9. – С.28–30.
  • Федоров, Г. Чун пек кирлĕ ăнсăртлăх е пурнăç йĕрки–шавĕ / Г.Федоров // Тăван Атăл.– 1994.– № 8.– С. 8–9.
  • Игнатьев, В. Несколько вопросов к юбиляру / В.Игнатьев ; беседовал М. Иванов // Совет. Чувашия. – 1994. – 1 сент.
  • Теветкел, Н. Адл : стихотворение / Н.Теветкел // Наше слово (Мариинско– Посад. р–н).– 1997.– 12 июля.
  • Федоров, Г. Необходимость случайности или закономерность жизни? / Г.Федоров // Лик Чувашии. – 1994. – № 6.– С. 113–119.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]