Контент патне куҫ

Рис

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Рис; Тĕкĕ[1] е шур тулă [2](Oryza) — пĕтнек çемйинчи пĕрçуллăхлă тата нумайçуллăхлă курăклă ӳсентăрансен ăратĕнчи кĕрпеллĕ культура.

Çырса палăртни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Рис пĕрчисем

«Рис» сăмах Раççее XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче тин çитет, вăл riсe сăмахран пулать, унчен ăна сарацин пĕрчи е сарацин тырри, каярах ячĕ сорочин вир кĕрпи куçать. Ăрат ячĕ Oryza санскрит сăмахĕнчен (vrihi) пулса тухнă.

Тропик ялхуçалăх культури пулнă май, риса субтропик тата вăтам тăрăхăн ăшă çĕрĕсенче пĕр çуллăхли ака рисне (Oryza sativa) çĕре акаççĕ. Вăл авалхи пат культурисенчен пĕри шутланать. Апат-çимĕç культури шучĕпе риса 7 пин çул каялла Кăнтăр-Тухăç Азире, хальхи Индипе Китайтерриторийĕсенче çитĕнтерме тытăннă. Кавказ-лешьенĕн тата Тĕп Азире риса пирĕн эрăччен II—III ĕмĕрсенче акма пуçланă, Европăра ял хуçалăх культури хисепне рис VIII ĕмĕрте кĕрет, Америкăна — XV —XVI ĕмĕрсенче çитет. Раççее культурă Венгрипе Украина урлă XV ĕмĕрте çитнĕ.

«Ризотто» - рис çими

Тĕнчере риса çитĕнтерсе пухас енĕпе Китайпа Инди малта пулаççĕ.

Ӳстерсе вырса илни (FAOSTAT) 2023 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
пин тоннă.
Çĕршыв198519952005
Китай171 319187 298184 254
Инди95 818115 440129 000
Индонези39 03349 74453 985
Бангладеш22 55626 39940 054
Вьетнам15 87524 96436 341
Тайланд20 26422 01627 000
Мьянма14 31717 95722 000
Филиппинă8 80610 54114 800
Бразили9 02511 22613 141
Япони14 57813 43510 989

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи Тулă, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Ыраш, Урпа.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. http://ru.samah.chv.su/s/1/%D1%82%C4%95%D0%BA%C4%95 тĕкĕ. рисовый тĕкĕ кĕрпи — рисовая крупа, рис
  2. Г. А. Дегтярёв . Чувашская народная агроботаническая терминология. — Чебоксары: 2002. — С. 37.