Ларионов Никита Ларионович
Никита Ларионов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ларионов Никита Ларионович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1932, нарăс, 7 |
Çуралнă вырăн: | Кармал ялĕ, Элĕк районĕ Чăваш АССР, РСФСР |
Вилнĕ вăхăт: | 2014, авăн, 22 |
Вилнĕ вырăн: | Элĕк сали, Элĕк районĕ, Чăваш Ен, РФ |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата сăвăçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1975 - 2014 |
Жанр: | повеç, роман, калав, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Ларионов Никита Ларионович (1932 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕ, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Кармал ялĕ — 2014 çулхи авăнăн 22-мĕшĕ, Элĕк сали, Элĕк районĕ Чăваш Ен) — чăваш прозăçи, сăвăçи[1][2][3].
1991 çултанпа Чăваш ÇП пайташĕ. РФ ÇП пайташĕ. ССРП спорт ăсти (1969)[4],[5].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Никита Ларионов 1932 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Кармал ялĕнче çуралнă.
Тенири çиччĕ çул вĕренмелли, Элĕкри вăтам шкулсенче вĕренсе тухнă.
1955 çулта Чăваш педагогика институчĕн студенчĕ пулса историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ пухнă.
Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнчи вăтам шкулта ĕçе тытăннă, унтанах хĕсмете кайнă. Çулталăкран таврăнсан, çав районти Шăхаль вăтам шкулĕнче виçĕ çул ĕçленĕ.
1959 çултанпа — тăван Элĕк енĕнче. Парти райкомĕнче 6 çул пропагандист, Тени шкулĕнче 3 çул аслă пионерсен ертӳçи пулса тăрăшнă.
7 çул хушши Хирлеппуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литературине тата физкультурăна вĕрентнĕ.
1975 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех Элĕкри вăтам шкулĕнче ĕçленĕ.
2014 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче Никита Ларионович çут тĕнчерен уйрăлса кайнă[6].
Спортри çитĕнӳсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Темиçе хутчен те республика чемпионĕ пулнă. 1953 çулта студентсем хушшинчи йĕлтĕрпе чупса Чăваш АССР чемпионĕ ятне тивĕçнĕ.
1969 çулта РСФСР чемпионатĕнче 5-мĕш вырăн йышăнса СССР спорт ăстине тивĕçет.
1990 çулта Будапешт хулинче ветерансен Европа чемпионатĕнче хăвăрт утассипе ăмăртать (55-59 çулсенчисен 5 çм ăмăртăвĕнче — 3 вырăн, 20 çм ăмăртăвĕнче — 3 вырăн).
1991 çулта Будапештри ветерансен хĕллехи 5 çм ăмăртăвĕнче бронза медале çĕнтерсе илет.
1996-мĕш çулта Брюгге хулинче (Бельги) хăвăрт утассипе шоссе çинче иртнĕ командăпа тата пайăр ăмăртса медальсене тивĕçет.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Никита Ларионович калавсене, повеçсене, романсене хаçатсемпе журналсенче пичетленĕ.
Уйрăм тухнă кăларăмсем:
- «Олимп каçалăкĕ» роман, Мускав чăвашла;
- «Йĕпкĕн хĕрлĕ хăю»,
- «Хĕр тупри», Элĕк-Шупашкар, 2001,
- «Ват ăшши», Шупашкар, 2010,
- «Асамлă маç», Шупашкар, 2012.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ
- ^ Учитель. Спортсмен. Писатель
- ^ Вăхăт таппи: çулсем, çынсем, сăнсем. Элӗк ен çырависем инчен Биобиблиографи указателӗ. Элĕк, 2011
- ^ Чувашская энциклопедия, 6-мĕш том
- ^ П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006
- ^ Не стало Никиты Ларионовича Ларионова
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов Элĕк Енĕ. — Элĕк: 1994.
- Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Элĕк районĕнче вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- ССРП çыравçисем
- ССРП сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1932 çулта çуралнисем
- Нарăсăн 7-мĕшĕнче çуралнисем
- 2014 çулта вилнисем
- Авăнăн 22-мĕшĕнче вилнисем
- ССРП спорт ăстисем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ
- Википеди:Суйласа илнĕ статьясем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем