Лисков Григорий Григорьевич
Григорий Лисков | |
Çуралнă чухнехи ят | Лисков Григорий Григорьевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1890 е 1895 |
Çуралнă вырăн | Вăтам Улхаш ялĕ, Чĕмпĕр уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш АССР, СССР |
Патшалăх |
РФ ССРП |
Профессисем | композитор, мусăк педагогĕ |
Инструментсем | сĕрме купăс |
Жанрсем | юрă |
Лисков Григорий Григорьевич (15.11.1890 е 1895, Вăтам Улхаш ялĕ, Чĕмпĕр уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) — 24.9.1963, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР) — чăваш мусăкçи, композиторĕ.
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1940) [1] [2]
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Григорий Григорьевич 1890-мĕш çулта е 1895-мĕш çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ уесĕн (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) Вăтам Улхаш ялĕнче çуралнă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнă. Чăваш Енри пĕрремĕш профессионал-мусăкçăсенчен пĕри, Чăваш Енĕн композиторсен пĕрлешĕвне йĕркелекенĕ. 1941 çулта Мускаври Тĕп мусăк-педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.
Хĕрарăмсен педагогика курсĕсенче тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчи икĕ класлă прихут училищинче сĕрме купăс вĕрентӳçи пулса ĕçленĕ. Элĕкри аслă пуçламăш училищинче тата Етĕрне районĕн Мăн Чурашри вĕрентӳçсен семинаринче вăйне хунă.
1931-1935 çулсенче – Шупашкарти мусăк-театр техникумĕнче вĕрентнĕ. Чăваш ăслăх-тĕпчев институтĕнче (халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ) ăслăх ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
1945 çулта Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк училищинче ĕçленĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш халăхĕн юррисене 1913–14 çулсенче пухса майлаштарма пуçланă. 1930–50-мĕш çулсенче Лисков кĕвĕленĕ юрăсене халăх кăмăлне кĕреççĕ. И. Н. Ивник хайланă «Пурăнмашкăн пурнăç тулăх», «Ирхи Атăл» юрăсем чăнах та халăх юррисем пулса тăнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи юрăсенчен уйрăмах «Атьăр, тантăшсем, каятпăр» (тексчĕ М.Г. Ястранăн) палла тухнă. Мусăк инструменчĕсем валли те чылай композици хатĕрленĕ, çав шутра чăваш халăхĕн темисем çине çырнă сюитăсем, театр валли («Чакка» - С. Элкер, «Нарспи» - К. Иванов, «Тутимĕр» - Я. Ухсай, «Пусмăр айĕнче» - С. Элкер) кĕвĕленисем. Фолкльор пуçтарнă, Чăваш Енре, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ăренпур, Чĕмпĕр облаçĕсенче 1300 яхăн юрăпа инструментсен кĕввисене тирпейленĕ. Шкул ачисене валли 4 юрă пухмачне хатĕрлесе кăларнă.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1940).
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Илюхин Ю. А. "Григорий Хирбю", Шупашкар, 1985.
- Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
- Ахрат, И. Чунсене эс юрăпа йăпатрăн / И. Ахрат // Ялав. – 1980. – № 12. – С. 28 ; çавах // Хыпар. – 2000. – 29 чӳк.
- Ахрат, И. «Эпĕ – Вăтам Улхашран» / И. Ахрат // Хресчен сасси. – 2000. – 5 раштав.
- Давыдов-Анатри, В. Асаилӳсем / В. Давыдов-Анатри // Тăван Атăл. – 1992. – № 1. – С. 68. – Содерж.: Лисков юррисем янăраççĕ.
- Давыдов-Анатри, В. Лисков кӗввисем янӑраҫҫӗ / В. Давыдов-Анатри // Хыпар. – 2010. – 1 утӑ. – С. 3. – (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
- Илюхин, Ю. Ватă композитор / Ю. Илюхин// Коммунизм ялавĕ. – 1960. – 29 нояб.
- Илюхин, Ю. Пирвайхисенчен пĕри / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавĕ. – 1990. – 27 нояб.
- Илюхин, Ю. Композитор, педагог / Ю. Илюхин // Ялав. – 1960. – № 12. – С. 30.
- Юман, А. Композитор парнисем : [Григорий Лисков çинчен] / А. Юман // Хыпар. – 2011. – 9 çĕртме. – С. 3. – (Чăваш тĕнчи : хушма кăларăм / кăларăма Татьяна Кротова хатĕрленĕ ; № 5).
- Илюхин, Ю. В числе зачинателей / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1990. – 13 дек.
- Илюхин, Ю. Композитор, фольклорист, педагог / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1980. – 28 нояб.
- Илюхин, Ю. А. Лисков Григорий Григорьевич / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 252.
- Илюхин, Ю. А. Лисков Григорий Григорьевич / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 452-453.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Культурное наследие Чувашии
- ^ Чувашская энциклопедия 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Государственный архив современной истории Чувашской Республики 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- Халăх композиторĕ(ĕçлемен каçă)
- Чăваш энциклопедийĕ
- Патшалӑх истори архивӗ Хирпӳ куравне хатӗрленӗ
- Юные музыканты посетили выставку, посвящённую 105-летию композитора Григория Хирбю
Ку композитор пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Чĕмпĕр уесĕнче çуралнисем
- Чăнлă районĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Википеди:Мусăкçă пирки портретсăр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Композиторсем пирки вĕçлемен статьясем
- Композиторсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш Енĕн композиторĕсем
- 1963 çулта вилнисем
- Авăнăн 24-мĕшĕнче вилнисем