Лонгьир

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лонгйир

Ло́нгйир (норв. Longyearbyen, е Ло́нгъир, Ло́нгьир е Ло́нгиир, çаплах Ло́нгйирбюен) — тĕнчере чи çурçĕрти пин ытла çын пурăнан вырăн тата Свальбард (архипелаг Шпицберген) Норвеги провинцин администраци центрĕ.

Хула тулашĕнче тĕнчере чи çурçĕр енчие аэропорта пĕрмайхи рейссем вĕçеççĕ. Хулара Свальбардри тĕнче университечĕ пур.

Географи тата климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лонгйир Анăç Шпицберген утравĕнче, хĕлле типсе ларакан Адвент-фьорд юханшывăн иккĕ çыранĕнче вырнаçнă.

Лонгйирте арктика климачĕ, çулталăкри ытларахăш тапхăрĕнче нульрен сивĕрех. Сывлăшăн вăтам температури −6 °C, кăрлачра вăтам температура −14,6 °C, утăри — 6,5 °C. Чи хĕрӳ температурăна (21,3 °C) 1979 çулхи утă уйăхĕнче çырса илнĕ, чи сивĕ температурăна (-46,3 °C) — 1986 çулхи пуш уйăхĕнче палăртнă. Çулталăкри вăтам нӳрĕк пурĕпе 210 мм.

Поляр каçĕ тăваттă уйăха яхăн, юпа вĕçĕнчен нарăсăн варрине çити, пырать, поляр кунĕ — акан варринчен çурлан варрине çити тăсăлать.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулана 1906 çулта кунта çĕр камрăк тăприне тупнă американ усламçă-инженерĕ Джон Манро Лонгйир (акăл. John Munroe Longyear, 1850—1922) никĕсленĕ. 1916 çулта паççулкăна Store Norske норвег компанине сутнă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыпса тухсан 1940 çулта Норвегие оккупацилесен, 1941 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче Лонгйирти мĕнпур 765 çынна Аслă Британие ăсатнă. Хулана тата нумай шахтăна 1943 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Шарнхорст тата иккĕ эсминец персе пĕтернĕ, вăрçă вĕçленсен паççулкăна çĕнĕрен тунă.

МИХ=[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лонгйирте эрнере пĕрре «Svalbardposten» хаçат тухать, ăна 1948 çулхи чӳк уйăхĕнче пичетлеме тытăннă. 2004 çулта хаçата 3271 çын çырăнса илнĕ пулнă, ку Шпицбергенра пурăнан халăх йышĕнчен ытларах пулать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]