Михайлов, Максим Дормидонтович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Михайлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Максим Михайлов
фото
Тĕп хыпар
Патшалăх Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ, Flag of the Soviet Union.svg ССРП
Профессисем XX ĕмĕрти СССР, Раççей камера юрăçи, опера юрăçи, актёрĕ
Ушкăнсем ГАБТ
Парнесем
Ленин орденĕ — 1951 Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
Шаблон:Мускав 850 çул астăвăм медалĕ
ССРП халăх артисчĕ— 1940 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1937 Сталин парни — 1941 Сталин парни — 1942

Макси́м Дормидо́нтович Миха́йлов (1893 çулта çурла уйăхĕн 13-мĕшĕ (25-мӗшӗ) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Кульцав ялĕ — 1971 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускав) — вырăс совет юрăçи (бас-профундо), киноактёр. Вырăс православи чиркĕвĕн протодиаконĕ.

Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1937)

СССР халăх артисчĕ (1940). Пĕрремĕш степеньлĕ иккĕ Сталин парнин (1941, 1942) лауреачĕ[1]. Çавăн пекех ăна Ленин (1951) тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (1937) орденĕсемпе, медальсемпе чысланă.

1991 çултанпа юрăç ятне ăсра хăвармашкăн унăн ячĕпе фестиваль пуçарса янă. Çак фестивале нумай çĕр-шывсенчен юрăçсем пухăнаççĕ. Михайлов Максим Игоревич, унăн мăнукĕ, аслашшĕ çулĕпе кайнă. Халĕ вăл — Пысăк театрăн солисчĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1893 çулта çурла уйăхĕн 13 (25) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Кульцав ялĕнче çуралнă.

Хăй аса илнĕ тăрăх Максим Михайлов малтан икĕ çул хăйĕн ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Кайран вара икĕ çухрăмра вырнаçнă Кушлавăш ялĕнчи земски шкулне çӳреме пуçланă. Çав шкулта вăл хорта аслисемпе пĕрле юрланă.

Константин Николаевич Поливанов]] вĕрентӳçĕ шкулта Максима итленĕ хыççăн ăна хăйĕнпе пĕрле Бетьки ялне илсе каять. Константин Поливанов каланă сăмахсене «Санăн, Максимка, питĕ сайра тĕл пулакан пултарулăх. Малалла вĕрен, хăвăн басна малалла аталантар та вара паллă юрăçă пулăн. Ӗнен мана, тусăм» тенине Максим яланах аса илнĕ.

Вунçичĕ çул тултарсассăн Максим Хусана çитет. Ӗçе шыраса нумай çӳреме тивнĕ, анчах пристаньре япала йăтакан ĕçне анчах тупнă. Кăшт каярах ăна Сăпас мăнастăрь хорне йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах вăл ирĕклĕ пастор урокĕсене итлеме çӳренĕ.

Пĕрремĕш вокал урокĕсене Максим Хусанти кĕвĕ училищири Ф. А. Ошустович професортан илнĕ. Çак професорпа паллашсан тепĕртакран Хусанти пĕр хаçатра «Многообещающий бас Михайлов» (1913) статья пичетленсе тухать. Ку Максимăн халăх хушшинче юрлани çинчен пĕрремĕш рецензи пулнă. Статьяна çыраканне Максим басĕ питĕ тĕлентернĕ. Максим ун чухне икĕ ари юрланă. Пĕри «Садко» оперăри Гендельпе Варяг хăнин ораторийĕ, тепри — «Соловьем залетным» юрри пулнă.

Пастор курсĕсене пĕтернĕ хыççăн Максим Михайлов малтан дьякон, кайран вара продьякон пулса Ӗпхӳре, Омскра тата Хусанта (Воскреснăй чиркĕвĕ) ĕçленĕ. 1924 çултанпа вара Мускаври Василий Кессарийский храмĕнче продьякон пулса ĕçленĕ.

1929 çулта Макси чиркӳ хĕсметне хăварса радио юрăçне куçнă. Виçĕ çул иртсен унăн ĕмĕчĕ пурнăçланать — вăл Пысăк театăра лекет.

1932-1958 çулсем хушшинче Пысăк Театрĕнче Максим Михайлов сасси янранă. 1933 çулхи кăрлачăн 7 Максим Михайлов пĕрремĕш хут «Садко» оперинчи Варяг хăнин юррине юрланă. Нумайăшĕ палăртнипе юррине вăл лайăх юрланă, пурне те килĕшнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Максим Михайлов ытти юрăçăсем пекех фронта çитсе юрланă, аманнисен чун кăмăлне хăпартнă.

Максим Михайлов нумай çĕре хăйĕн концерчĕсемпе кайса килнĕ. Шупашкарта та, хăй çуралнă ялĕнче те нумай пулнă, хайĕн юррипе савăнтарнă.

1971 çулта пуш уйăхĕн 30 Мускавра вилнĕ.

Юрланă паллă партисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ленин орденӗ(1951)

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденӗ (1937)

Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1937)

СССР халăх артисчĕ (1940)

Пĕрремĕш степеньлĕ Сталин премийӗ (1941, 1942).

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


M Puzzle.png
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок bse2-27 не указан текст