Контент патне куҫ

Мускав ячĕллĕ канал

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мускав ячĕллĕ канал
Шыв юххи
Вăрри Тушино


1-мĕш №-лĕ паром каççи хĕлле

Тĕрмене хупнă çынсем канала тунă çĕртре вăй хураççĕ

Мускав ячĕллĕ канал́ (МЯК) — Мускавпа Атăла çыхăнтарать. Мускавпа Тĕвер облаçĕсем (Раççей), кăштах Мускав, урла юхать. Тăсăлăвĕ —128 км. Канал анлăшĕ (шыв тĕкĕр çийĕпе) — 85 м, тĕпĕпе — 45 м, тарăннăшĕ — 5,5 м [1]

1937 çулти утă, 15 Мускав — Атăл каналĕ ятпа ĕçе янă.

Канал çинчи техника çурт-йĕрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускав ячĕллĕ каналăн тĕп çурт-йĕрĕ, кирек епле пысăк гидротехника комплексĕн пекех, — пĕвесем. Канал çинче пурĕпе 10 пĕве, вĕсенчен çиччĕшне çĕртен, виççĕшне бетонран, тунă. [2]

Çĕр пĕвисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Акулово çĕр пĕви
  2. Иваньково çĕр пĕви
  3. Икша çĕр пĕви
  4. Пестово çĕр пĕви
  5. Пирогов çĕр пĕви
  6. Пялово çĕр пĕви
  7. Химки çĕр пĕви

Бетон пĕвисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Иваньково бетон пĕви
  2. Карамăш бетон пĕви
  3. Перерва бетон пĕви
3-мĕш №-лĕ шлюз камеринчен пăхсан

Канал çинче 11 шлюз: пĕрри — Атăл, пиллĕккĕшĕ — каналăн çурçĕр айăккинче, иккĕшĕ — кăнтăр айăккинче тата виççĕшĕ — Мускав шывĕ çинче. Каналăн пур шлюзне те автоматикăланă. Камерăн ĕçлев габаричĕ — 290х32 метр калăпăшлĕ.

  1. Шлюз 1 (Дубна)
  2. Шлюз 2 (Темпы)
  3. Шлюз 3 (Яхрома)
  4. Шлюз 4 (Турист)
  5. Шлюз 5 (Икша)
  6. Шлюз 6 (Икша)
  7. Шлюз 7 (Тушино) икĕ камерăллă
  8. Шлюз 8 (Тушино) икĕ камерăллă
  9. Шлюз 9 (Мневники)
  10. Шлюз 10 (Нагатино)
  11. Шлюз 11 (Нагатино)

Канала алтнă чухне çичĕ гидроэлектростанци тунă. Тепĕр иккĕшне (Çĕнĕ Тĕвер тата Çĕнĕ Цна) канал тытăмне каярах хушнă.

  1. Акулово ГЭСĕ
  2. Иваньково ГЭСĕ
  3. Карамăш ГЭСĕ
  4. Листвянская ГЭСĕ
  5. Çĕнĕ-Тверецкая ГЭСĕ
  6. Çĕнĕ-Цна ГЭСĕ
  7. Перерва ГЭСĕ
  8. Пирогово ГЭСĕ
  9. Сходня ГЭСĕ

Портсем, вокзалсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускав ячĕллĕ канал йышĕнче çак причалсем:

  • Аксаково (II)
  • Бухта радости (I)
  • Витенёво (III)
  • Водники (III)
  • Горки (I)
  • Дмитров (III)
  • Зелёный мыс (II)
  • Икша (I)
  • Лесное (II)
  • Михалёво (II)
  • Новосельцево (I)
  • Пирогово (I)
  • Рождественно (III)
  • Серебряный бор (III)
  • Солнечная поляна (II)
  • Соревнование (III)
  • Степаньково (III)
  • Тишково (II)
  • Троицкое (II)
  • Ударная (III)
  • Хвойный бор (I)
  • Химки (III)
  • Хлебниково (II)
  • Чёрная речка (II)
  • Чиверево (II)
  • Яхрома (III)
  • Пăрахутсем çӳремеллисен шутне кĕмест. Автоçулсемпе юханшывсемпе тĕл пулнă тĕлте бетон пăрăхĕ евĕр.

Насос станцисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 182 «Темпы»
  2. 183 «Яхрома»
  3. 184 «Комсомольская»
  4. 185 «Икша-II»
  5. 186 «Икша-I»

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пётр I Мускав-шывне Атăлпа çыхăнтарасшăн çуннă, çакăнпа вăл Мускавăн суту-илӳ тата промăçлăх центрне хăпартасшăн пулнă.[3] Мускав—Атăл канала тăвас ĕмĕт Аслă Петĕрĕн юлашки çулĕсенче (1721—1722) çуралнă.

Виçĕ варианта сĕннĕ:

  1. Мускав-шывран тăвалла Яузăпа Лихоборкăпа, кайран Ĕне Варне, унтан 8 çухрăм çĕр чавса Клязьмăна çитмелле, хыççăн Клязьмăпа Воскресенское чиркӳ ялĕ патне çитсе каллех 1,5 çухрăм çĕр чавса Каменкăна тухмалла. Малалла Каменкăпа анаталла Волгушăпа Яхромапа анаталла Дмитрова пымалла. Проект йышĕнче 128 çухрăм тăршшипе 123 шлюз лартмалла.
  2. Мускав-шывран Истрăна тухмалла, Истрăпа Катыш тăрăх Подора пĕчĕк шыв çине тухмалла. Малалла çĕре чавса 3,5 çухрăм пырса Сестра шывĕпе Рогачёвка пристаньне çитмелле. 228 çухрăма 123 шлюз пулмалла.
  3. Мускав-шывран Яузăпа хăпарса Мытищине çитсе, Работный буерак витĕр Клязьмăна çити 8 çухрăм çĕр чавса, кайран Клязьмăпа [[Уча (юханшыв)|Учана 8 çухрăм çĕр чавса, кайран Уча юхăмĕпе Вязе кĕрсе Дубровка шывне тухмалла, Дубровкăран Быково шурлăхĕпе 3 çухрăм тăсăлса Икшана çитсе, малалла Икшапа анаталла — Яхрома шывне тухса Дмитрова çитмелле. Пурĕпе 41 шлюз 103 çухрăм тăсăлăвне.

Пĕрремĕшпе виççĕмĕш варианчĕсем каналăн хальхи çулĕпе пĕрех пек. Халĕ канал кĕскерех, пурĕпе 7 шлюз. Çав вăхăтри техника хăвачĕ начар пулнипе пысăк çĕр ĕçĕсене тума пултарманнипе проект авторĕсем çăмăлрар çĕр ĕçĕллĕ вариантсене суйланă. Малашне те канала тăвас шухăш патне пĕрре анчах мар таврăннă. 1844 çулта Истрăпа Сестра хушшинче çĕр чавса тунă, малалла ĕç кайман.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

KML каçи  Мускав ячĕллĕ канал Google Maps  KMZ (файл меток KMZ для Google Earth)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ http://y7y.ru/marshrut_176.html 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Гидротехнические сооружения КИМ 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ История застройки Москвы 2007 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Кемеровский М. А. Канал Москва-Волга. — М., 1937.
  • Лопатин П. И. Волга идет в Москву. — М., 1938.
  • Канал Москва — Волга. Справочник — путеводитель. М., 1938.
  • Михайлов А. И. Архитектура канала Москва-Волга. — М., 1939.
  • Волга, Кама, Ока, Дон. Путеводитель. — М., 1955.
  • Соботович И. Д., Соботович Е. П. По каналу имени Москвы. Путеводитель. — М., 1962.
  • Канал имени Москвы. 50 лет эксплуатации. — М., 1987.