Контент патне куҫ

Самар (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Самар (юханшыв)
Самар хулинчи Самар урлă хывнă кăнтăр кĕпер
Самар хулинчи Самар урлă хывнă кăнтăр кĕпер
Характеристика
Тăршшĕ 594 км
Бассейн  лаптăкĕ  46 500 км²
Шыв системи Атăл Каçпи тинĕсĕ
Шыв тăкакĕ 50 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Тĕп Сăрт
  Вырнаçу Ăренпур облаçĕн Переволоки районĕ
  Координатсем 52°03′25″ с. ш. 54°34′00″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/N
Шыв вăрри Сарăту шыв усравĕ
  Вырнаçу Самара
  Координатсем 53°10′01″ с. ш. 50°03′43″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/N
Вырнаçни
Патшалăх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Регион Самар облаçĕ, Ăренпур облаçĕ
РПШР 11010000912112100006161[1]
Самар (юханшыв) (Раççей)
Точка
Точка
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри

Самар юханшыв, — Атăлăн сулахай юппи, Самар облаçĕ тата Ăренпур облаçĕ тăрăх юхать.

Тăршшĕ 594 км, бассейн лаптăкĕ 46,5 пин. км².

Авалхи ячĕсем: Самур, Ой Су е Хой Су (Пицигани (1367 ç.); фра Мауро (1459 ç.)).

Ячĕ мĕнле пулни пирки халлĕхе пĕр чĕлхе тупман. Темиçе теори пур.

  • Арап ĕлчи секретарĕ Ахмед ибн Фадлан (921 ç.) юханшыва Самур (иран.) «хăнтăр, ăтăр». Вырăс тата тĕрĕк халăхĕсен чĕлхипе ку чĕрчунсем ячĕпе çыхăннă юханшыв ячĕсем нумай (Кондузла, Бобровка, Хăнтăрчă).
  • М.Фасмер тутар., чăваш. «Самар», калмăк. «Самр», чагатай. «Самар» — мишук, кăркăс. «Сардар» — таз, чӳлмек сăмахĕсемпе çыхăнтарă. Тĕрĕк чĕлхисемпе çак сăмахсемпе юханшыв пăрăнăçне, ун чăнкă вырăнне палăртнă тесе шутланă.
  • В. Ф. Барашков монгол челхинчи Самар (мăйăр) самар сăмахпа çыхăнтарнă.
  • И.Никольский иран чĕлхинчи «сам» е «шам» тымарпа е венгăрсен «семар» (пушхир, çеçенхир) тата венгăрсен «ар» (çеçенхирти юханшыв) сăмахĕсенчен хирти юханшыв пулнă тесе шутланă.
  • монголсен «samura, samaura» — пăтрантар, хутăштар сăмахĕсенчен.

Ытти авторсем тата çак вариантсене асăннă:

  • Ной ывăлĕ Сим ячĕпе. Ун айĕнче Атăл тата Самар çыранĕсенчи çĕрсем пулнă имĕш.
  • Самарканд хула ячĕнчен. Ăна Шамар (Самар) ятлă патша никĕсленĕ имĕш.
  • библири Самарирен.
  • арапла «сурра мин раа» — "куракан савăнать". Ĕлеххи Аббасид патшалăхĕн (хальхи Иранта) тĕп хули Самарра, Тигр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнăскер, çавăн пек этимологи никĕслĕ.
  • вырăсла «сама» тата авлхи грек тата авлхи икĕпат чăлхинчи Атăл ячĕнчен («Ра») Атăл пекех тулли шывлă.
  • авалхи вырăс чăлхинчи «самара», «самарка» (вăрăм тумтир) сăмахсенчен.
Самар юханшывĕ Самар хулинче
Самар юханшывĕ Самар хулинче

Пысăк юпписем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Самар айлăмĕ 10-16 ç сарлакăш. Сылтăм çыранĕсем чăнкăрах, сăртсемпе чикĕленеççĕ. Самар шывĕн минерализацийĕ 500-840 мг/л. Шыв гидрокарбонат классне кĕрет, кальци группине. Анчах сульфат ионăн шайĕ пысăкрах.

Самар шывĕнчи минерал шучĕ 503,7 - 839,0 мг/л. Шыв гидро-карбонат класне, кальци ушкăнне, çапах та ытларах сульфат-ионлă (рН = 7,6).

Шыва тĕпрен илсен, нитритсем, фенолсем, нефть продукчĕсем, хлор-органика пестицичĕсем варалаççĕ.

  1. Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.