Огарков Николай Васильевич
Никола́й Васи́льевич Ога́рков (юпа, 30 1917 (Молохово ялĕ, Тĕвер облаçĕ.) — кăрлач, 23 1994), Совет Союзĕн Маршалĕ (1977), СССР хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп штабĕн пуçлăхĕ (1977 по 1984).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1938 çултанпа çар хĕсметĕнче. В. В. Куйбышев ячĕллĕ вăрçă-инженери академине ăнăçлă вĕçленĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине Ломжа юханшывĕ çумĕнчи çирĕпрайона тунă çĕрте Анăç форнтĕнчи 17-мĕш стрелок дивизин 1-мĕш стрелок полкĕн полк инженерĕ вырăнĕнче кĕтсе илнĕ.
1941 çулхи авăн уйăхĕ — 1942 çулхи нарăс тапхăрĕнче Карел фронтĕнче инженери управленинче фортификаци енĕпе аслă инженер, кайран 289-мĕш стрелок дивизин полк инженерĕ тата 61-мĕш тинĕс стрелок бригадин бригада инженерĕ. 1942 çулхи раштав уйăхĕ — 32-мĕш çарăн инженери çарĕсен штаб пуçлăхĕн пулăшуçи, 1943 çулхи çурла уйăхĕ — Карели фрончĕн инжениери çарĕсен штабĕн операци уйрăмĕн пуçлăхĕн пулăшуçи. 1944 çулхи çу уйăхĕнче — Карел фронтĕнче, чӳк уйăхĕнче — 2-мĕш Украина, кайран 3-мĕш Украина фронтĕнче 122-мĕш стрелок дивизинче дивизион инженерĕ.
Вăрçă хыççăн 1945 çулхи юпа уйăхĕ — 1946 çулхи кăрлач тапхăрĕнче Карпатçи вăрçă тăрăхĕн çарĕсен инженери çарĕсен штабĕн пулăшуçи тата аслă пулăшуçи, 1947 çулхи нарăс уйăхĕнче — инженери управлени уйрăмĕн пуçлăхĕ.
1948 çулхи авăн уйăхĕнче ăна Инçет Тухăç çарĕсен тĕп çарпуçĕн штаб управленин уйрăмри аслă офицер, 1949 çулхи кăрлач уйăхĕнче уйрăм пуçлăхĕ тăваççĕ, 1953 çулхи çу уйăхĕнче — Инçет Тухăç вăрçă тăрахĕн штабĕн операци управленин операци уйрăмĕн пуçлăхĕ, чӳк уйăхĕнче — операци управленин пуçлăхĕ, штаб пуçлăхĕн çумĕ.
1957 çулта Огаркова генерал-майор хисепне панă та Тĕп штабăн вăрçă академине вĕренме янă. Академие вĕçлесен Германири совет çарĕсен ушкăнĕнчи 20-мĕш гварди мотострелок дивизин командирĕ вырăнне лартнă.
1961 çулхи раштав уйăхĕнче Беларуç вăрçă тăрăхĕн çарĕсен штаб пуçлăхĕ пулса тăрать. 1965—1968 çулсенче — Атăлçи вăрçă тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ.
1974 çулхи пуш уйăхĕ — 1977 çулхи кăрлач уйăхĕ — ССРП хӳтĕлев министрĕн çумĕ, ССРП Паткомиссин председателĕ.
1977 кăрлачăн 8-мĕшĕнче Н. В. Огарков çар генералне СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп штабĕн пуçлăхĕ— СССР хӳтĕлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ — пулма çирĕплетнĕ . 1977 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Маршалĕ хисепе панă.
1983 çулта Н. В. Огарков телекуравпа персе антарнă «Боинг» кăнтăр корей самолёчĕ пирки пĕлтернĕ.
1984 çулта Анăç тĕлĕн çарĕсен тĕп çарпуçĕ вырăнне йышăнма хушнă. 1988—1992 çулсенче СССР Хӳтĕлев министерствин тĕп инспекторĕ пулса вăй хунă. Çав вăхăтрах 1991 çулхи çурла уйăхне çитиччен Пĕтĕм Союзри вăрçă, ĕç тата СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсен ветеранĕсен канашне ертсе пынă. 1992 çулта Раççей Федерацин Хӳтĕлев министерстви çумĕнче канашçи пулма лартнă.
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин парни (1981)
- Совет Союзĕн Паттарĕ (юпа, 28 1977)
- 2 Ленин орденĕ
- Октябрь революци орденĕ
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Суворов орденĕн 1-мĕш степеньлĕ
- 2 Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи орденĕ: 1-мĕш степеньлĕ, 1 — 2-мĕш степеньлĕ
- 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- 17 медаль
- 37 ют çĕр хисепĕсем
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |