Петров Василий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Петров Василий Иванович
Пурнăç тапхăрĕ

12 кăрлач 1917(19170112)

Çуралнă вырăн

Чернолесское ялĕ, Ставрополь Ен

Пăхăнулăх

СССР ялавĕ СССР, Flag of Russia.svg Раççей Раççей Федерацийĕ

Хисеп

Совет Союзĕн Маршалĕ

Васи́лий Ива́нович Петро́в (кăрлач, 15 1917). Совет Союзĕн Маршалĕ пуш, 24 1983, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1982). Халĕ пурăнать.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1917 çулхи кăрлачăн 2(15)-мĕшĕнче Чернолесское салинче (Ставрополь Ен) çуралнă. 1935çулта вăтам шкулта вĕренсе тухнă, 1937 çулта — «2 курса Орджоникидзевского педагогического института».

1939 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче çар хĕсметне, полк шкулĕнче, тăнă. 1941 çулта кĕçен лейтенантсен иккĕ уйăхлă курсĕсенче вĕренсе тухнă, хыççăнах — кавалери взводĕн командирĕ. 1942, раштав — 1943, пуш — автоматчиксен батальонĕн командирĕ, мотострелок бригади штабĕн пуçлăх çумĕ.

[[Одесса|Одессăна], Севастополе тата Кавказа хӳтĕленĕ, Украинăна ирĕке кăларнă, Тăнăварпа Днестр урлă вăрçса каçнă, Румынире тата Венгрире çапăçнă.

1945 çулта М. В. Фрунзе ячĕллĕ вăрçă академин васкавлă курсне, 1948 çулта — çак академин тĕп курсне ăнăçлă вĕçленĕ. 1969 çулта Тĕп штабăн Вăрçă академийĕ çумĕнчи Аслă академи курсĕсене вĕренсе пĕтернĕ.

Вăрçă вĕçленсен штаб тата çар шайĕнчи ĕçĕсенче, 1953çулхи çĕртме — 1955 çулхи раштав — полк командирĕ.

1955 çулхи раштав — 1957 çулхи кăрлач — дивизи штабĕн командирĕ. 1957 çулх кăрлач — 1961 çулхи утă — дивизи командирĕ. 1961 çулхи утă — 1964 çулхи çĕртме — çар штабĕн пуçлăхĕ. 1964 çĕртме —1966 çулхи кăрдач — çар çарпуçĕ. 1966 çулхи кăрлач — 1972 çулхи ака — Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕн штаб пуçлăхĕ. 1972 çулхи ака —1976 çулхи çу— Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ. 1976 çулхи çу —1978 çулхи раштав — Типçĕр çарĕсен Тĕп çарпуçĕн пĕрремĕш çумĕ. 1978 çулхи раштав — 1980 çулхи чӳк — Инçет Тухăç вăрçă çарĕсĕн çарпуçĕ. 1980 çулхи чӳк — 1985 çулхи кăрлач — Типçĕр çарĕсен тĕп çарпуçĕ, ССРП хӳтĕлев министрĕн çумĕ. 1985 çулхи кăрлач — 1986 çулхи утă — ССРП хӳтелев министрĕн пĕрремĕш çумĕ.

ССКП пайташĕ 1944 ç., ССКП ТК пайташĕ 1976 ç.. ССРП Аслă Канашĕн депутачĕ 1974 ç.

Çар хисепĕсем[тӳрлет]

Чыславсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]