Куркоткин Семён Константинович
Семён Константи́нович Курко́ткин (нарăс, 13 (кивĕ йăлапа кăрлачăн 31-мĕшĕ) 1917 — авăн, 16 1990) — совет çарпуçĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мускав облаçĕн Раменка районĕнчи Запрудная ялĕнче çĕр ĕçтеш çемьинче çуралнă. Вырăс. Мускаври индустри-педагогика техникумĕнче 1936 çулта вĕренсе тухнă.
Хĕрлĕ çарта 1937 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Мускав облаçĕн Звенигород вăрçă комитечĕ урлă хăйĕн ирĕкĕпе çар хĕсметне тăнă. 1939 çулта Орёлти бронетанк училищинче вĕренсе тухнă.
ПКП(б) пайташĕ (1940), ССКП ТК кандидат пайташĕ (1971), ССКП ТК пайташĕ (1976 – 1989). СССР Аслă Канашĕн депутачĕ (1970 – 1989).
Мускавра пурăннă, кунтах вилнĕ. Новодевичье çăвине пытарнă.
Çар хисепĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Полковник — 1950 çулхи акан 20-мĕшĕнче панă, танк çарĕсен генерал-майорĕ — 1955 çулхи çăвăн и3-мĕшĕ, танк çарĕсен генерал-лейтенанчĕ — 1963 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕ, генерал-полковник — 1967 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕ, çар генералĕ — 1972 çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ — 1983 çулхи пушăн 25-мĕшĕ.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕ (нарăс, 18 1981, медаль № 11452, «За большой вклад в подготовку и повышение боеготовности войск, личное мужество и отвагу, проявленные в борьбе с немецко-фашистскими захватчиками в годы Великой Отечественной войны»)
- 5 Ленин орденĕ (31.10.1967 ç., 11.02.1977 ç., 31.05.1980 ç., 19.02.1986 ç.)
- Октябрь революцин орденĕ 1972, çу)
- 3 Хĕрлĕ Ялав орденĕ (19.02.1942 ç., 31.01.1943 ç., 7.10.1944 ç.)
- II степеньлĕ Кутузов орденĕ (1945, ака)
- II степеньлĕ Богдан Хмельницкий орденĕ (1945, çу)
- 2 I степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕ 1-й степени (18.05.1944 г., 6.04.1985 г.)
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (20.04.1953 ç.)
- III степеньлĕ Орден «За службу Родине в Вооруженных Силах СССР»
- 19 медаль
- 27 ютçĕр чыславĕ
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Куркоткин Семён Константинович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Советская военная энциклопедия в 8 томах. М.:Военное издательство Министерства обороны СССР, 1976-1981. - Том 2. - С.533-534.
- Великая Отечественная война. Энциклопедия. М.:Большая советская экциклопедия, 1985.
- Маршалы Советского Союза: личные дела рассказывают. М., 1996.
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- Çынсем, алфавитпа
- Нарăсăн 13-мĕшĕнче çуралнисем
- 1917 çулта çуралнисем
- Мускав облаçĕнче çуралнисем
- Авăнăн 16-мĕшĕнче вилнисем
- 1990 çулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Октябрь Революци орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕсем
- «За службу Родине в Вооружённых Силах СССР» орден кавалерĕсем
- СССР Аслă Канаш депутачĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем
- ССКП пайташĕсем
- ССКП ТК пайташĕсем