Крылов Николай Иванович
Никола́й Ива́нович Крыло́в (ака, 29 1903, Галяевка Сарăту кĕперни — нарăс, 9 1972, Мускав) — совет çарпуçĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]16 çулта хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă. 1920 çулта пехота курсĕсене ăнăçлă вĕçлесен, ăна взвод командирĕ, рота командирĕ пулать, 19 çулта батальонпа командăланă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Н. И. Крылов çарăн операци уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă. Севастополе хӳтĕленĕ. Сталинград çапăçăвĕнче çар штабĕн пуçлăхĕ.
Германие çĕнтерсен Николай Иванович вместе с 1-мĕш Инçет Тухăç фрончĕн çарпуçĕпе К. А. Мерецков Совет Союзĕн Маршалĕпе пĕрле 3-мĕш япун çарне хирĕçле чăрсăррăн тухнă. Артиллери пулăшăвĕсĕр, совет çарĕсем тăшмана хупăрласа çирĕплетнĕ хӳтĕлев çурт-йĕрĕсене пĕтернĕ. Çакăн пек ахальхи пек мар меслетпе стратеги ыйтăвĕсене тупсăмланăшăн Н. И. Крылова Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ туса хураççĕ. Каярах Николай Иванович Урал, Ленинград тата Мускав вăрçă тăрăхĕсемпе командăланă. 1963 çулта СТРÇ тĕп çарпуçĕ хĕсмет вырăнĕнче.
Тĕп Çарпуç вырăнĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Н. И. Крылов чылай вăхăт ун чухнехи СССР хӳтĕлев министрĕ Р. Я. Малиновский ăна çĕнĕ çар ăрачĕн ертӳçĕ пулма ӳкĕтленине килĕшӳллĕ хурав паман. Кариб кризисĕ иртсен СТРÇ аталантарма йышăннă . 1965 çулта, АПШ хӳтĕлев министрĕ Р. Макнамара евичĕпе, АПШ çарĕнче 650 баллистика ракети пулнă, Совет Союзĕн 200 çеç. Н. И. Крылов, М. К. Янгель конструктор тата урăх ăстаçăсем çĕнĕрех шахтăри хăпартав хатĕрĕсене (ШХХ) тата çĕнĕ çапăçав ракета комплексĕсене (ÇРК) çара илме тытăннă. М. К. Янгель хăйĕн КБ Р-12 ракетăран инçерех вĕçекен ракета хĕçпăшалĕн çĕнĕ тĕсĕсене тунă. 1966 çулта Совет Союзне Шарль де Голль килет. Н. И. Крыловпа пĕрле вăл Çĕн Çĕпĕрте ракета дивизине инспекцилет, ун хыççăн Л. И. Брежнев чĕннипе, Казахстанри Ленинск полигонĕнче кăтартуллă ракетăна тӳпене хăпартнă çĕрте пулать .
Н. И. Крылов 69 çулта вилнĕ, ăна Кремль хӳмин некрополĕнче пытарнă . Унăн ятне Одинцово хулин урамне панă.
Вăл çара ертсе пынă тапхăрта 1965 çулта СТРÇ çапăçав уставне хатĕрлесе йышăннă.
Николай Иванович сунара тата пулла çӳреме юратнă. Ăна «Искра» волейбол клубĕн «ашшĕ» теме пулать. Тĕп çарпуçĕсем хушшинче пĕрремĕш çарта пулашав хуçалăхсене йĕркелеме хушнă.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ (19.04.1945 ç., 8.09.1945 ç.)
- Тăваттă Ленин орденĕ (8.10.1942 ç., 21.02.1945 ç., 19.04.1945 ç., 28.03.1963 ç.)
- Тăваттă Хĕрлĕ Ялав орденĕ (10.02.1942 ç., 4.02.1943 ç., 3.11.1944 ç., 20.06.1949 ç.)
- Октябрь революцин орденĕ 22.02.1968 ç.)
- 1-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕ (4.07.1944 ç.)
- 1-мĕш степеньлĕ Кутузов орденĕ (28.09.1943 ç.)
- «Ĕçтеш-Çĕрĕçтеш Хĕрлĕ Çарĕ XX çулта» медаль
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
- «Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль
- «Германие çĕнтернĕшĕн»
- «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль
- «Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
- Медаль «За воинскую доблесть. В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина»
- «Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» медаль
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтерни çирĕм çул» медаль
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
- Хисеплĕ пăшал — ятлă шашкă, ылтăн ССРП патшалăх гербĕ
- 8 ютçĕр орденĕпе медалĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Крылов Николай Иванович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Военоначальники РВСН. Вып. 2. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1999.
- Главкомы стратегичесих. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1996.
- Книга памяти РВСН. — Изд-во ЦИПК РВСН, 1997.
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- Çынсем, алфавитпа
- СТРÇ тĕп çарпуçĕсем
- Сарăту облаçĕнче çуралнисем
- Акан 29-мĕшĕнче çуралнисем
- 1903 çулта çуралнисем
- Нарăсăн 9-мĕшĕнче вилнисем
- 1972 çулта вилнисем
- Икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- Кремль некропольне пытарнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем
- Раççейри граждан вăрçине хутшăннисем
- СССР çарпуçĕсем