Шапошников Борис Михайлович
Бори́с Миха́йлович Ша́пошников (авăн, 20 1882, Златоуст — пуш, 26 1945, Мускав) — Совет Союзĕн Паттăрĕ, паллă совет вăрçă тата патшалăх ĕçтĕшĕ, вăрçă теоретикĕ.
Арăмĕ — Мария Александровна, ывăлĕ — Игорь (генерал-лейтенант инженер çарĕсен).
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Патшалăх хĕсметĕнчи çемйере çуралнă. Ашшĕ, Михаил Петрович, служил по частному найму; амăшĕ, Пелагея Кузьминична, вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. Б. М. Шапошников Хĕрлĕ Ӗпхӳ промăç тата Пермь ĕç училищисенче пĕлӳ пухнă.
1917 çулхи революцичен хĕсметĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1901—1903 çулсенче Б. М. Шапошников Мускав Алексеев çар училищинче вĕреннĕ, ăна вăл 1-мĕш разрядпа вĕçленĕ те подпоручик хисепе илнĕ. Хĕсмете 1-мĕш Туркестан стрелок батальонĕнче Ташкентра кĕнĕ.
1907—1910 çулсенче Тĕп штаб Академинче (Император Николай çар академийĕ) пĕлӳ ӳстерет. Штабс-капитан хисепе тухать. Академи хыççăн Ташкентра 1912 çулчен хĕсметре тăрать.
1914 çурла уйăхĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине 14-мĕш кавалери дивизин штаб адъютанчĕ хĕсметĕнче хутшăнать, тактикăна лайăх пĕлнине кăтартать, харпăр хăюлăхĕпе палăрать. 1917 çулхи авăн уйăхĕнче Б. М. Шапошников полковник хисепне тивĕçет, ăна Мингрел гренадёр полк командирĕ вырăнне йышăнать.
Хĕрлĕ Çарăн хĕсметĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1918 пуш уйăхĕнче Б. М. Шапошникова çартан хăтараççĕ, тепĕр 2 уйăхран, çу уйăхĕнче, хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара хĕсмете каять. Çăвăн 22-мĕшĕнче пуçласа Аслă вăрçă канаш штабĕн Оперативлă тытăмлăх пуçлăхĕн пулăшаканĕ пулать.
Çу, 1942 — çĕртме, 1943 — СССР хӳтĕлев нарком çумĕ. Çĕртме, 1943 — Тĕп штаб вăрçă академин пуçлăхĕ.
Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шапошников Б. М. На Висле.
- Шапошников Б. М. Мозг армии (в 3 кн.).
- Шапошников Б. М. Воспоминания — военно-научные труды. — М., 1982.
Чысĕсемпе парнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- 3 Ленин орденĕ
- 2 Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Суворов орденĕ I-мĕш степеньлĕ
- 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- СССР урăх медалĕсем
- патша çар хĕсметĕнчи орденпа медальсем
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Горелик Я. М. Маршал Советского Союза Борис Михайлович Шапошников. Краткий очерк жизни и деятельности. — М., 1961.
- Круглов А. И. Выдающийся военный деятель: К 110-летию Б. М. Шапошникова // «Военная мысль». — 1993. — № 1.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза, 1898—1991.
- Министерство обороны РФ. Начальники Общевойсковой Академии ВС РФ.
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- Çынсем, алфавитпа
- Юпан 2-мĕшĕнче çуралнисем
- 1882 çулта çуралнисем
- Златоустра çуралнисем
- Пушăн 26-мĕшĕнче вилнисем
- 1945 çулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Раççей çарпуçĕсем
- Раççейри граждан вăрçине хутшăннисем
- СССР çарпуçĕсем
- СССР Вăрçă ведомстви ертӳçисем
- Вăрçă теоретикĕсем
- Пĕрремĕш рангри командармсем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Суворов орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕсем
- ССКП пайташĕсем
- РÇХÇ хĕсметĕнчи патша офицерĕсем
- Кремль некропольне пытарнисем