Контент патне куҫ

Егоров Александр Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Егоров Александр Ильич
выр. Александр Ильич Егоров
Чӑн ят выр. Александр Ильич Егоров
Çуралнă вăхăт 13 (25) юпан 1883[1]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1939 çулхи нарăс, 23-мĕшĕ(1939-02-23)[2] (55 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Арăмӗ Галина Антоновна Егорова[d][3]
Чыславсемпе парнесем
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Алекса́ндр Ильи́ч Его́ров (1883—1939) — Граждан вăрçин çарпуçĕсем, Штабăн тата РÇХÇ Тĕп штабĕн пуçлăхĕ, Совет Союзĕн пĕрремĕш Маршалĕсенчен пĕри (1935). 1939 çулти нарăс, 23 персе пăрахнă. Таса ята пуш, 14 1956 тавăрнă.

Вăрçă карьери

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1883 çулхи юпан 13-мĕшĕнче (юпа, 25) Бузулукра çуралнă. Хусанти пехота юнкер училищинче 1905 çулта вĕренсе тухнă. Император çарĕннче хĕсметре тăнă, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă, кĕçĕн полковник, кайран полковник хисепĕпе полка ертсе пынă.

ĔÇХÇ йышне 1917 çулхи райтав уйăхĕнче кĕнĕ. Хĕрлĕ Çара офицерсене суйласа илнĕ, тыткăна лекнĕ тата тарса килнĕ çынсен ĕçĕсемпе хăтланнă, 1918 çулхи çурла уйăхĕнче граждан вăрçинче çарсемпе фронтсемпе командăланă (сăмахран, Самарпа Царицын патĕнче çапăçнă), кайран совет-поляк вăрçине хутшăннă.

1924—1925 çулсенче Украинăпа Крымăн хĕçпăшаллă вăйĕсен çарпуçĕ пулнă, 1926 çулчен Китайра вăрçă атташи, 1927—1931 çулсенче Беларуç вăрçă тăрăхне ертсе пынă. 1931—1937 çулсенче — ĔÇХÇ Штабĕн, кайран Тĕп штабĕн пуçлăхĕ.

Малтанах Егорова 1937 çулта иртернĕ çар çыннисен хушшинче иртернĕ тасатусем тĕкĕнмен; Граждан вăрçи вăхăтĕнче Сталинпа тата Будённыйпа пĕрле ĕçлени пулăшнă, пулас. Çапах та çав çулăн вĕçĕнче ăна Кавказ лешьен вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ пулма янă та 1938 çулхи пушăн 27-мĕшĕнчен аресленĕ, ордерне пĕр уйăх каярах çеç панă [1].

«Шпионаж ĕçне тунăшăн, терактсене хатĕрленĕшĕн тата р.-х. йĕркеленĕве хутшăннăшăн» аресленĕ; унăн ĕçне вăрах тĕпченĕ, анчах та Ежова ĕçĕсене Берия йышăнсан, пуçилӳ ĕçĕсене хăвăртрах пăхса тухнă, Егорова, Совет Çарĕн кунĕнче1939 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче айăпласа персе пăрахнă. Дон çавине çунтарса пытарнă.

1956 çулхи пушăн 14-мĕшĕнче репрессиленĕ çарпӳçĕсенчен пĕрремĕш йышĕнче таса ята тавăрнă.

  • Львов—Варшава. 1920 год Взаимодействие фронтов. M —Л., 1929;
  • Разгром Деникина. 1919. М., 1931;
  • Тактика и оперативное искусство РККА начала тридцатых годов.— В кн.: Вопросы стратегии и оперативного искусства в советских военных трудах (1917—1940 гг.). М., 1965;
  • Задача современного военного искусства.— В кн.: Вопросы стратегии и оперативного искусства в советских военных трудах (1917—1940 гг.). М., 1965;
  • Ненароков А. П. Верность долгу. М., 1973;
  • Ненароков А.П. Верность долгу: О маршале Советского Союза А.И. Егорове. М., 1989.
  • Полководцы гражданской войны. М., 1960.

Шаблон:Раççейри граждан вăрçи çарпуçĕсем

  1. ^ Bibliothèque nationale de France Alexandre Ilitch Iegorov // Autorités BnF (фр.): اوپن ڈیٹا پلیٹ فارم, платформа відкритих даних, платформа открытых данных, plateforme de données ouvertes, piattaforma di dati aperti, Opendata-Plattform, otevřená data platforma, åben-data-platform, տվյալների բաց շտեմարան, platforma za odprte podatke, plataforma de datos abierta, plataforma de dados aberta, платформа адкрытых даных, платформа на отворените данни, platforma otwartych danych, ашық деректер платформасы, ачык маалыматтарды платформа, açıq məlumat platforması, ochiq ma'lumotlar platforma, açık verilerin platformu, платформа отвореног података, platforma otvorenih podataka, platforma otvorenog podataka, platforma otvorených údajov, πλατφόρμα ανοικτών δεδομένων, platformu atklātā datu, platforma atvira duomenų, platvormi avatud andmete, avoimen datan foorumi, nyílt adatok platformja, პლატფორმა ღია მონაცემები, платформа за отворени податоци, нээлттэй мэдээллийн тавцан, platformă de date deschise, platformo de malferma datumoj, open data platform, плятформа адкрытых зьвестак, Усьтэм даннойёслэн платформазы, асыҡ мәғлүмәт платформаһы, açıq malümat platforması, açıq malümat platforması, ачык малюмат платформасы, öppen dataplattform, платформаи додаҳои боз, ачык кӧргӱзӱлердиҥ платформазы, гом бæрæггæнæнты платформæ — 2011.
  2. ^ Library of Congress Authorities (англ.)Library of Congress.
  3. ^ Егоров А.И.