Язов Дмитрий Тимофеевич
Язов Дмитрий Тимофеевич | |
выр. Дмитрий Тимофеевич Язов | |
Чӑн ят | выр. Дмитрий Тимофеевич Язов |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1924 çулхи чӳк, 8-мĕшĕ[1] |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2020 çулхи нарăс, 25-мĕшĕ[2] (95 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Чыславсемпе парнесем | |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар |
Дмитрий Тимофеевич Язов (чӳк, 8 1923) — совет вăрçă тата политика ĕçтĕшĕ, Совет Союзĕн юлашки Маршалĕ (1990) тата СССР хӳтĕлев министăрĕ 1987 - 1991, ЯЛПК пайташĕ.
Халĕ пурăнать.
Халĕ пурăнакан тăваттă Совет Союзĕн Маршалĕсенчен пĕрри пулать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Язов хăй каласа панипе, вăл 1923 çулта мар, 1924 çулта çуралнă, фронта лекес тĕллевпе пĕр çул «хушса» çырнă (СССР хӳтĕлев экс-министрĕ Совет Союзĕн Маршалĕ Дмитрий ЯЗОВ: «Пирĕн çар ертӳлĕх ятне варалас тесе Руста ятарласа Хĕрлĕ лапама янă. Горбачевпа калаçса татăлса тунă теме те пулать» 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.. Интервью//Бульвар Гордона. № 32 (172), 12 августа 2008 г.)</ref>
ТÇАВ-нче взвод командирĕ вырăнĕнче çапăçнă, суранланнă, 1970-мĕш çулсенче Инçет Тухăç ВТ ертсе пынă; Инçет Тухăçра хĕсметре тăнă чухне Ким Ир Сенпа туслашнă. ХМ Кадрсен управленин пуçлăхĕ (КУП), çар генералĕ (1984). Кĕтмен çĕртен Руст Маттиас вĕçсе килнĕ хыççăн С. Л. Соколова отставкăна ярсан (СССР Аслă Канаш Президиумĕн 1987 çулхи çăвăн 30-мĕшĕнчи хутайĕпе) СССР Хӳтĕлев министрĕ вырăнне лартнă. Ĕç вырăнĕнче пĕрремĕш виççĕ çулĕнче Язов çар генералĕ хисепĕнче пулнă, унчен кун пек пулман (1935 çултанпа вăрçă ведомстви пуçлăхĕсем пурĕ те, Сталинсăр пуçне, Совет Союзĕн Маршалĕсем пулнă). 1990 çулта кăна СССР президенчĕ М. С. Горбачёв Язова маршал хисепĕпе тивĕçтернĕ[3]; СССР кун-çулĕнче ку çакăн пек юлашки тивĕçтерĕвĕ шутланать. Çаплах Язов Çĕпĕрте çуралнă пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Маршалĕ пулать.
1991 çулхи пуш уйăхĕнче СССР Президенчĕн хутайĕпе СССР хӳтĕлев министрĕ вырăнне «тепĕр хут лартнă».[4]
Язов чухне Афган вăрçине вĕçленĕ. Консерватор, 1991 çулта хатĕрленĕ ЯЛПК йышне кĕнĕ; Мускава унăн тапăчĕпе танксене тата ытти йывăр техникăна кĕртнĕ, Шурă çурта штурмлас плана сӳтсе явнă.
Пăтăрмах пăчланнине пĕлсен, Горбачёв патне Фороса кайнă, таврăнсан аэродромра аресленĕ. 1991 çулхи çурлан 22-мĕшĕнче СССР Президенчĕн «Д. Т. Язова СССР хӳтĕлев министрĕн ĕçĕнчен хăтарас» хутайне кăларнă.[5]
Тĕрмерен Президент патне çыру янă, унта вăл хăй ӳкĕннине кăтартнă, хăйне «ват супă» тенĕ. Пуçилӳ ĕçне вуласа пĕтерсен ăна тĕрмерен кăларнă, 1994 çулхи нарăс уйăхĕнче амнистиленĕ те отставкăна ăсатнă[6], ятлă пистолетпа чысланă; малашне ветерансен мероприятисене хутшăннă, Çĕнтерӳ парачĕсенче хисеплĕ хăнасен сакĕнче ларать. Пĕрре çеç мар ЯЛПК пирки каласа кăтартнă, кавар пулман тесе ĕнентерет.
Отставкăна тухсан пĕр вахăт РФ хӳтĕлев министерствин тĕнчери çар пĕрĕçлĕх Тĕп управленин вăрçă канашçи, Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп штабĕн вăрçă академийĕн пуçлăхĕн тĕп канашçи-консультанчĕ.[7][8]
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Язов Д. Т. Верны Отчизне. М.: Воениздат, 1988. — 352 с.
- Язов Д. Т. Удары судьбы: Воспоминания солдата и маршала. М.: Палея, 1999. — 536 с.: ил. — ISBN 5-86020-256-X
- Язов Д. Т. Карибский кризис: Сорок лет спустя. М.: Издательский дом «Мегапир», 2006. — 456 с.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Интервью: [1], [2] 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ., [3] 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Выхристюк З., Куджева Е. Уроки жизни Маршала Язова 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.//Мужской характер. 2004. № 5
- Белов В. Звезду Маршалу Язову!//Профиль. 1998. № 24
- Язов Дмитрий Тимофеевич. Биография на VIPERSON.ru
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ https://dbpedia.org/page/Dmitry_Yazov
- ^ Last marshal of Soviet Union Dmitry Yazov passes away
- ^ 1990 çулхи акан 28-мĕшĕнчи 93 № СССР проезиденчĕн хутайĕ «О присвоении генералу армии Язову Д. Т. воинского звания Маршала Советского Союза»
- ^ Указ Президента СССР от 1 марта 1991 года № УП-1571 «О назначении тов. Язова Д. Т. Министром обороны СССР»
- ^ УКАЗ Президента СССР от 22.08.1991 г. № УП-2447а 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Указ Президента РФ от 07.02.1994 г. № 250 «Об увольнении с военной службы в отставку Язова Д. Т. и Варенникова В. И.» 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Язов Дмитрий Тимофеевич//VIPERSON.ru
- ^ Биография Дмитрия Язова: консультирует Академию Генштаба 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шаблон:Раççей Вăрçă ведомстви ертӳçисем
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Чӳкĕн 8-мĕшĕнче çуралнисем
- 1924 çулта çуралнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- ССРП-че çуралнисем
- Нарăсăн 25-мĕшĕнче вилнисем
- 2020 çулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 4 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Октябрь Революци орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Жуков медалĕпе чысланисем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче çĕнтерни 65 çул» медальпе чысланисем
- «Мускав 850 çул тултарнине асăнмалăх» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медальпе чысланисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Карточки без параметров
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- Çынсем, алфавитпа
- СССР çарпуçĕсем
- СССР Вăрçă ведомстви ертӳçисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем
- 1923 çулта çуралнисем
- Омск облаçĕнче çуралнисем
- Халĕ пурăнакансем
- ЯЛПК
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем