Контент патне куҫ

Планлă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Планлă
Планлă
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Ăренпур облаçĕ
Муниципаллă район Абдулино
Ял тăрăхĕ Планлă
Координатсем 53°43′08″ с. ш. 53°30′44″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем (çурри), мăссăльмансем (тепĕр çурри)
Этнохороним планлăсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+6
Телефон кочĕ +7 35355
Почтă индексĕ 461770
Автомобиль кочĕ 56
ОКАТО кочĕ 53 203 807 001
Планлă (Раççей)
Точка
Планлă (Ăренпур облаçĕ)
Точка

Планлă (выр. Артемьевка е Булантамак), — Ăренпур облаçĕн Абдулино районĕнчи ял. Кунта првослави тĕнĕпе (çурри тейĕпĕр) тата ислам тĕнĕпе (тепĕр çурри) çыхăннă çынсем пурăнаççĕ. Апла пулин те пурте чăвашла калаçаççĕ.

1790-мĕш çулта Пелепей уесĕнчи (Крыкнарат, Дюртюли ялĕсенчи) чăвашсем никĕсленĕ. Тепĕр твата çултан (1794) кунта Пĕкĕлме уесĕнчен татах сынсем килнĕ. XVIII ĕмĕрте Оренбург кĕпернин, каярахпа Самар кĕпернин Пăхăрăслан уесне кĕнĕ. Кунта пурнакансем патшалăх хресченĕсем шутланнă.

Чăвашла калаçакансенчен çурри православ, çурри мăссăльман плнине кура, ак çапла шухăш кăларса тăратнă[1]:

<Куçару: Планлă чăвашĕсенчен пер пайĕ 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ислам йышăннă та вара хăйсене "тутар" теме пуçланă (вăл шутра — официаллă майпа та). Анчах та çак мăссăльмансем малашне те ăруран ăрăва чăвашлах калаçнă, ăс-хакăл культури те чылай енĕпе , ислам ыйтнине пахмасăр, чăващлах пулса юлнă. Сăмахран, кунта виле пытарнă чух хĕрарăмсем пулнине чармаççĕ, — масарсем уйрăм пулин те. "Нацилĕхпе эсĕр кам?" текен ыйту çине: "Эп тутар, çапах та чăвашах" тесе хуравлаççĕ, çапла вара хăйсен этносла ăстăнĕ иккĕлле пулнине çирĕплетеççĕ.>

Анчах та урăхла шутлакансем те пур (Е.А.Ягафова)[2]:

<Куçару: 1880-мĕш çулсенчен пуçласа çынсен пĕр пайĕ мăссăльмана тухма пуçланă. 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче 40% ытла чăваш официаллă майпа ислама куçнă. Хальхи вахăтра православилле чăвашсемпе мăссăльман-чăвашсен тутара тухнă тăхăмĕсем пурăнаççĕ.>

Кунти мăссăльмансем чăвашлах калаçнине Е.А.Ягафова та йышăнать, вĕсем "мăнкун" вырăнне "çураçма" тенине палăртать.

2002-мĕш çулхи çырсатуху кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, Кăрмире 30% тутар шутланнă[3]. Ку цифрăсем шăпах ĕнтĕ чăвашла калаçакан, анчах кăштах ислам тĕнĕпе пурăнакан çынсене палăртаççĕ.

Тетелте те, ытти çĕрте те тутар ялĕсене асăнса тухакан энциклопедисем тата ытти çавăн пек хыпар пуххисем нумай. Анчах вĕсенчен пĕринче те Планлă ялне тутар ялĕ пек кăтартмаççĕ. Ун пирки аса та илмеççĕ тесен те йăнăш мар.

Ял йышĕ, тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулта ялта 569 çын пурăннă.

Урамсен вырăсла ячĕсем: улица Восточная, улица Горная, улица Камышла, улица Кустанайская, улица Мельничная, улица Михайловка, улица Михайловская, улица Молодежная, улица Московская, улица Новая, улица Полевая, улица Садовая, улица Советская, улица Школьная[4]. Чăвашла ятсем паллă мар.

Çутĕç тата культура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

<Куçару: Çур ял мăссăльмана тухнă чăвашсенчен тăракан Планлăра, 1960-мĕш çулччен чăваш чĕлхине те, тутар чĕлхине те вĕрентнескерте, паян вырăс программипе вĕрентеççĕ.>

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Жакмон А. Чуваши в Оренбург­ской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
  • Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
  • Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
  • Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Иванов В. П. [Современные национально-культурные прцессы: особенности, проблемы и перспективы. // Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989. — С.32.
  2. ^ Ягафова Е.А. АРТЕМЬЕВКА, Поланла (Булантамак) . — Электронла чăваш энциклопедирен.
  3. ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
  4. ^ Подробная карта Артемьевки с улицами и номерами домов.(ĕçлемен каçă)
  5. ^ Иванов В.П. Асăннă статья. — С.37.