Ăренпур облаçĕнчи чăваш ялĕсем
Ăренпур облаçĕнчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕнче хальхи Ăренпур облаçĕн территорийĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем. Вĕсен шучĕ темиçе теçетке таран пуçтарăнма пултарать (анчах унтан ытла мар). Облаçăн çурçĕр енчи районĕсенче вырнаçнă. Хăшпĕрисенче нацилĕх енчен хутăш халăх пурăнать.
Ăренпур облаçĕнчи чăваш ялĕсене асăнса тухни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Грачёвка районĕнчи чăваш ялĕсем — Çирĕклĕ Тук (выр. Верхнеигнашкино)
- Асекеево районĕнчи чăваш ялĕсем — Самарьел (выр. Самаркино)
- Бугуруслан районĕнчи чăваш ялĕсем —
- Бузулук районĕнчи чăваш ялĕсем —
- Курманай районĕнчи чăваш ялĕсем —
- Сорочински районĕнчи чăваш ялĕсем —
- Абдулино районĕнчи чăваш ялĕсем — Ялпай (выр. Николькино), Планлă (выр. Артемьевка е Булантамак), Кăрми (выр. Нижний Курмей), Кăрмипуç (выр. Верхний Курмей), Чăваш Сарайкăр (выр. Васильевка), Иссел (выр. Исайкино), Ӳсмел (выр. Артамоновка), Сахарьел (выр. Захаркино), Ваçуккел (выр. Васькино), Утинкел (выр. Степановка Первая), Симеллĕ (выр. Степановка Вторая).
В.Д.Димитриев асăннă районсенчи чăваш ялĕсен шутне çапла палăртать: Абдулино — 11, Асекеево — 2, Бугуруслан — 4, Бузулук — 4, Грачёвка — 6, Курманай — 2, Сорочински — 2[1].
Хăшпĕр хальхи вырăс ялĕсене никĕслекенсем хушшинче те чăвашсем пулнă. Курманай райцентр пирки акă мĕн каланă[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Курманаевка -районный центр. Названа так по личному имени первого основателя Курманая в 1774 году. Редакция от 11.04.2017 года. Согласно последним данным и книге Александра Владимировича Дерюгина «На своей земле», которую я недавно приобрела, основана все-таки Курманаевка в 1777 году, в книге писатель, журналист и краевед приводит обоснованные доводы этому. Также автор пишет, что одним из основателей Курманаевки был Иван Павлов , а название села происходит от его уличного прозвища «курманай», что в переводе с чувашского (именно чуваши были первопоселенцами) означает «не видел, не знаю». И была бы Курманаевка сейчас либо Ивановкой, либо Павловкой как тысячи тысяч сел по всей России, если бы не яркое прозвище основателя.
Курманай районĕнчи Ромашкино пирки çапла каланă[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Чуваши заняли место по соседству с орловцами на правом берегу реки. Части села до сих пор называются Орловка, Рязань, Чуваши, Старожилы. [...] В Чувашах есть улица Устьерам, там селились пришедшие с устья реки Тананык. [...] Алдакушкино озеро названо по местожительству на берегу чувашина Алдаркина, уличная его фамилия была Алдакушкин.
Çав районтиех Андреевка пирки[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В 1788 году на левом берегу реки Бузулук обосновались семьи переселенцев из числа новокрещенных чувашей во главе с Андреем Павловым. В честь зачинщика или садчика, как их тогда величали, деревня и названа Андреевкой. [...] Первоначально Андреевка была немногочисленной. Но уже в 1829-1830 годах прибывают крестьяне из Орловской, Тамбовской губерний с поверенным Наливкиным. Они основали недалеко небольшое поселение. Позже и поселение орловцев- тамбовцев и Андреевки слились.По излучине реки расположен так называемый Зиборов угол. Зиборовы или Зибровы была уличная фамилия семьи Ванюковых.
Кун пек ялсене В.Д.Димитриев хăйĕн списокне кĕртнĕ-ши е кĕртмен-ши — çакă паллă мар.
Çутĕç тата культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Оренбург облаçĕн тӳре-шарин порталĕ ĕнентернĕ тăрăх[3], мĕнпурĕ тăватă чăваш ялĕнче чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ имĕш: Иссел, Планлă (Абдулино районĕ); Самарьел (Асекеево районĕ), Çирĕклĕ Тук (Грачёвка районĕ). Мĕнпурĕ 104 вĕренекен. Облаçри кĕнекесарсенче 1865 чăвашла кĕнеке.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кунти чăвашсем ку территорие, тĕпрен илсен, хальхи Самар облаçĕн çĕрĕсенчен, иккĕмĕшле-виççĕмĕшле миграци шучĕпе, куçса килнĕ.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Воронцов Алексей Парамонович (1915—1943) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Иванов-Паймен Влас Захарович (1907-1973) — çыравçă, куçаруçă
- Григорьева Вера Лукьяновна — журналист, "Самар ен" хаçатăн малтанхи редакторĕсенчен пĕри; Ялпай ялĕнче çуралнă, нумай çул хушши район хаçачĕсенче, вăл шутра редактор пулса та, ĕçленĕ[4].
- Анчиков Анатолий Никитович (1936 - 2008) — Сорочински районĕнчи таврапĕлӳçĕ тата вырăнти поэт[5].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
- Жакмон А. Чуваши в Оренбургской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
- Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
- Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
- Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ В.Д.Димитриев. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С.225.
- ^ 1, 2 тата 3 Торопцева, Наталья. ТОПОНИМЫ АНТРОПОНИМИЧЕСКОГО ХАРАКТЕРА ПО КУРМАНАЕВСКОМУ РАЙОНУ ОРЕНБУРЖЬЯ. 18.01.2014
- ^ оренбургская область > национальный состав > народы и традиции > чуваши . 2017 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Клименко, Владимир. «Приволжскому вестнику» исполняется 77 лет! — 15:52 15 ноября 2007.
- ^ Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Библиотечная система Сорочинского городского округа Оренбургской области".
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Ăренпур облаçĕ | |||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Ăренпур Хула тăрăхĕсем: Абдулино •
Гай •
Бугуруслан •
Бузулук •
Комаровский •
Кувандык •
Медногорск •
Новотроицк •
Ăренпур •
Орск •
Соль-Илеть •
Сорочинск •
Ясень Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Чăвашсем |
|
---|---|
Культура | |
Кун-çул |
Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • ССРП • РФ |
Тĕне тытни (алфавитпа) | |
Вырнаçу | |
Тĕрлĕрен |