Контент патне куҫ

Çурхи вунçичĕ самант (телефильм)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çурхи вунçичĕ самант
Семнадцать мгновений весны
Штирлиц.
Жанр политика детективĕ
Шухăш авторĕ Юлиан Семёнов
Режиссёр Татьяна Лиознова
Тĕп рольсенче Вячеслав Тихонов
Леонид Броневой
Олег Табаков
Юрий Визбор
Ростислав Плятт
Евгений Евстигнеев
Екатерина Градова
Патшалăх СССР
Телеканал М. Горький ячĕллĕ киностуди (СССР)
Экранра 1973
Серисен шучĕ 12
IMDb ID 0069628
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çурхи вунçичĕ самант пăхăр.

«Çурхи вунçичĕ самант» (выр. Семнадцать мгновений весны) — нумай сериллĕ илемлĕ телефильм. Юлиан Семёновăн пĕр ятлă романĕпе ӳнерленĕ.

Фильм Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Германи капитуляцие йышăниччен, 1945 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче — пушăн 24-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕçсем пирки каласа парать. Фильмăн тĕп сăнарĕ, ХХ тĕп аппаратĕнче ĕçлекен штандартенфюрер, совет разведчикĕ, Макс Отто фон Штирлиц, ăна Мускаври центрĕ Райхăн аслă ертӳçисенчен хăшĕ АПШпа тата Аслă Британипе сепаратлă калаçусем ирттерме хатĕрленнĕ пирки пĕлме хушаççĕ.

Штирлицăн ХХ малтанхи ĕçĕ-пуçĕпе РСХА пуçлăхĕ Кальтенбруннер кăсăкланать, вăл гестапона Штирлица вăрттăн тĕпчеме хушать.

Берлина бомбăланă чухне Штирлицăн радисчĕ Эрвин Кин вилет. Иккĕмĕш радисчĕ — Кэтрин, Эрвинăн арăмĕ — Шарите клиникине лекет, ăна унта гестапо тăрă шыва кăларать. Штирлицăн ĕçĕ-хĕлĕ кăткăсланать: вăл Мускаври центрĕпе çыхăну çухатать.

Швейцарире калаçусем чăнах пынине, вĕсене пуçараканĕ СС ертӳçи Гиммлер пулнине, Штирлиц пĕлет. Вăл хăех Шелленберг пуçлăхĕ хушнипе çав ĕçсене пулăшса пырать. Çак хыпарсене Мускава çитерме Штирлиц уйрăммăн нацистсене хирĕçле икĕ нимĕçе: пастор Шлага тата Плейшнер профессора хушать. Çак тĕллевпе, хăйĕн ĕçри çăмăллăхĕпе усă курса, Штирлиц иккĕшне те Швейцари ăсатать. Шлагăн, унсăр пуçне, чиркӳ тата эмигранци таврашĕнчи çынсем урлă Гиммлерăн анкăл-американ çарпуçлăхĕпе çыхăнни пирки хыпар тупмалла.

Калаçусене чăрмавлас тесе, Штирлиц Райхăн влаçĕн аслă эшелонĕсен тавлашуллăхĕпе усă курать. Вăл тӳррĕнех Мартин Борман рейхсляйтера «фӳрере хирĕçле кавар» пирки пĕлтерет.

Актёр Персонаж Сасă кĕртни
Юрий Багинян Геринг адъютанчĕ
Валентин Белоногов нимĕç салтакĕ
Михаил Бочаров шуцман
Вильгельм Бурмайер рейхсмаршал Герман Геринг (1, 3 серисем),
лейтенант, швейцари чиккинчи КПП пуçлăхĕ (11, 12 серисем)
Николай Граббе
Паул Буткевич çыхăнуçă Олег Мокшанцев
Леонид Броневой СС группенфюрерĕ Генрих Мюллер
Юрий Визбор рейхсляйтер Мартин Борман Юрий Соловьёв
Николай Волков (кĕçĕнни) Эрвин Кин
Валентин Гафт Геверниц, Даллесăн ĕçтешĕ
Николай Горлов «Вирджиния» пансионатĕнчи портье
Сергей Голованов Аслă Британири СССР элчи
Екатерина Градова Кэтрин Кин (Катя Козлова)
Николай Гриценко вакунри генерал
Евгений Гуров кайăк лавккин хуçи
Владлен Давыдов Даллесăн ĕçтешĕ Артём Карапетян
Фриц Диц Адольф Гитлер Евгений Весник
Алексей Добронравов Штирлицăн котеджĕн хуралçи
Лев Дуров Клаус
Евгений Евстигнеев профессор Вернер Плейшнер
Владимир Емельянов генерал-фельдмаршал Вильгельм Кейтель
Михаил Жарковский СС обергруппенфюрерĕ Эрнст Кальтенбруннер
Константин Желдин СС оберштурмбанфюрерĕ Вильгельм Холтофф
Юрий Заев Биттнер
Эдуард Изотов адъютант Гитлера
Юрий Катин-Ярцев астроном
Владимир Кенигсон Краузе
Андро Кобаладзе Сталин
Владимир Козел кюре
Станислав Коренев Кальтенбруннерăн адътанчĕ
Евгений Кузнецов СС группенфюрерĕ Фридрих Крюгер
Леонид Куравлёв СС оберштурмбаннфюрерĕ Курт Айсман
Евгений Лазарев совет разведкин ĕçтешĕ Емельянов
Василий Лановой СС обергруппенфюрерĕ Карл Вольф
Григорий Лямпе физик Рунге
Лаврентий Масоха СС штандартенфюрерĕ Шольц, Мюллера пулăшаканĕ
Отто Меллис (титрсенче — «Отто Мелиес») Хельмут Кальдер Евгений Жариков
Эмилия Мильтон фрау Заурих
Рудольф Панков «Пĕркуçлăскер», СД ĕçтеши
Владлен Паулус нимĕç элчĕлĕхĕн канашçи
Евгений Перов хозяин кабачка «У грубого Готтлиба»
Ростислав Плятт пастор Фриц Шлаг
Николай Прокопович СС рейхсфюрерĕ Генрих Гиммлер
Клен Протасов Сталинăн стенографисчĕ
Виктор Рождественский Гиммлерăн адъютанчĕ
Владимир Рудый Коваленко
Алексей Сафонов СС штурмбаннфюрерĕ Юрген Рольф
Светлана Светличная Габи Набель
Владимир Смирнов Бернри килӳ хваттерĕн хуçи
Манефа Соболевская ача-пăча усрав çуртĕнчи аппăшĕ
Юрий Соковнин Борманăн водителĕ
Ольга Сошникова СС унтершарфюрерĕ Барбара Крайн
Вячеслав Тихонов СС штандартенфюрерĕ Макс Штирлиц
Олег Табаков СС бригадефюрерĕ Вальтер Шелленберг
Инна Ульянова тилĕллĕ хĕрарăм
Пётр Чернов Громов, совет разведкин офицерĕ
Вячеслав Шалевич Аллен Даллес
Элеонора Шашкова Исаевăн (Штирлицăн) арăмĕ
Георгий Шевцов Холтоффăн ĕçтешĕ, Рунгене хĕнекен
Виктор Щеглов
Алексей Эйбоженко Гюсман, Даллесăн ĕçтешĕ
Ян Янакиев Дольман

Ӳнерлекен ушкăн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Комментарисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Север А. Исаев. — М.: Яуза, Эксмо, 2009. — С. 192-310. — 5000 экз. — ISBN 978-5-699-36896-9