Скворцов Юрий Илларионович

Юрий Скворцов | |
Çуралнă вăхăт: | Раштав, 11, 1932 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Хурăнкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | Çурла, 11, 1977 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Гражданлăх: | ![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | прозăç, сăвăç, тăлмач |
Жанр: | проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Скворцов Юрий Илларионович, (1932 çул, кăрлачăн 11 Чăваш АССР Хурăнкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, — 1977 çул, çурлан 11-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ, тăлмачĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1964).
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1932 çул, кăрлачăн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Хурăнкас ялĕнче çуралнă.
1956 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, 1956-1965 çулсенче чăваш кĕнеке издательствинче, «Тăван Атăл» журналра ĕçленĕ.
1977 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Унăн пĕрремĕш сăвви 1953 çулта «Ялав» журнала вырнаçтарнă.
Чăвашла ĕнчĕ, серб, венгер, марий çыравçисен, вырăссен Сергей Есенинăн тата беларуссен Янка Купала сăввисене куçарнă. Унăн литература пултарулăхне тĕпченĕ ĕçсем илемлĕ философи йышне кĕртеççĕ.
«Телейлĕ пурнăç юрри», «Манаймастăп сана», «Чун савăнать», «Савнă ялӑмра», «Пурçăн тутăр», «Куккук» юрă сăввисен авторĕ.
Кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- "Сурăм хĕрĕ" (1959)
- "Çын ăшши" (1969, 1978)
- "Сăваплă вут" (1982)
- "И все стало иным" (1985)
- "Уках хурăнĕ" (1993)
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Никифорова, В. В. Особенности художественной прозы Юрия Скворцова : автореф. дис. ... канд. филолог. наук / В. В. Никифорова. – Чебоксары: Б.и., 2002. – 26 с.
- Вихров, Г. Юрий Скворцова асaнса / Г. Вихров // Хыпар. – 2002. – 29 кaрлач.
- Хлебников, Г. Я. Особенности поэтики художественной прозы Юрия Скворцова / Г. Я. Хлебников // Чăваш филологийeпе культури. – Шупашкар, 1998. – С. 76–78.
- Чăваш прозин пысăк ăсти: Республикăри ăслăлăхпа практика конференци материалăсен пуххи (Шупашкар, 2011 ç., пуш, 30-31) / Ăслăлăх ред. В.В. Никифорова. Шупашкар ЧПГĂИ, 2012. 108 С.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Шупашкарта вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Чăваш çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- Раштавăн 11-мĕшĕнче çуралнисем
- 1932 çулта çуралнисем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Çурлан 11-мĕшĕнче вилнисем
- 1977 çулта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем