Кириллов Кирилл Демьянович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кириллов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Кириллов Кирилл Демьянович
Çуралнă вăхăт: 1962 çул, кăрлач, 2
Çуралнă вырăн: Кăтаймас ялĕ, Авăркас районĕ, Пушкăрт АССР, РСФСР, ССРС
Вилнĕ вăхăт: 1996, авăн, 9
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: литература, театр пĕлĕвĕ, литература критики
Ĕç вырăнĕ: ЧГĂТИ
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1992)
Альма-матер: ЧПУ

Кириллов Кирилл Демьянович (1962, кăрлач, 2, Кăтаймас ялĕ, Авăркас районĕ, Пушкăрт АССР, РСФСР, ССРС1996, авăн, 9, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — литература пĕлевçи, театр пĕлевçи, критик. [1].

Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ[2]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1962 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Кăтаймас ялĕнче çуралнă.

1986 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă, 1991 çулта Тĕнчери А.М. Горький ячĕллĕ литература институчĕн аспирантурине ăнăçлă вĕçленĕ.

К.Д.Кириллов ертсе пынипе çамрăксен ятарлă редакцийĕ "Ялав" журналăн 1988-мĕш çулхи 10-мĕш номерне кăларнă.

ЧПГĂИре ăслăлăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш наци ăслăлăх академийĕн секретарĕнче тимленĕ. Çавăн пекех Чăваш телекуравĕнче литература-драма кăларăмĕсен редакторĕ пулнă.

ЧПГĂИ ун ĕç-хĕлĕ çинчен каласа паракан кĕнеке (2006) хатĕрленĕ. Вăл кĕнеке 2006 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче "Чун кирлĕ, чун!" ятпа тухнă.

1996 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Нукасак ялĕнче çĕре кĕнĕ.

Ăслăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кирилл Кириллов чăваш театр культури çинчен нумай статья, эссе çырнă. К. Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Ф. Павловăн, И. Максимов-Кошкинскийĕн, тата ыттисен драмăллă ĕçĕсене тĕпченĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]