Николай Шупуççынни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николай Шупуççынни
Çуралнă чухнехи ят: Васильев Николай Васильевич
Çуралнă вăхăт: Чӳк, 26, 1889
Çуралнă вырăн: Иккасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ, Чăваш Ен), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: Нарăс, 13, 1942
Вилнĕ вырăн: ГУЛАГ
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçĕ тата тăлмачĕ
Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Шупуççынни Николай Васильевич (паспортри хушамачĕ Васильев) (1889 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ, Хусан кĕпернинчи Шупашкар уесĕн Иккасси ялĕ (халĕ Чăваш Енĕн Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 1942 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕ, ГУЛАГ) — чăваш сăвăçи, прозăçи, куçаруçă[1].

ССРП ÇП пайташĕ (1934).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1889 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар уесĕн Иккасси ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) çуралнă.

1905-1907 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци митингĕсене хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса янă. Иван Яковлев ăна Библине куçарма чĕннĕ.

1909 çултанпа ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1914-1918 çулсенче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă.

Советсен вăхăтĕнче военкоматра, Çĕр комиссариатĕнче ĕçленĕ, Чăвашпроизводсоюз правленин пуçлăхĕ, «Сунтал» журналăн редакторĕ пулнă.

1936-1937 çулсенче чăваш культурин ĂТИ (ăслăх-тĕпчев институчĕ) пуçлăхĕ пулнă.

1937 çулта ăна "революцие хирĕç ĕçленĕ" тесе аресленĕ.

1942 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче ГУЛАГ лагерĕнче вилнĕ.

1956 çулта реабилитациленĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906 çултанпа çырма пуçланă. Пĕрремĕш сăввисене, юмахĕсене тата поэмине 1908 çулта «Сказки и предания чуваш» пухăвĕнче пичетленĕ, 1911 çулта сăвăсен пуххине кăларнă. Фронтра çырнă сăввисене «Вăрçă» альманахĕнче пичетленĕ. Совет вăхăтĕнче «Еркĕн» поэмине, калавсем, очерксем, повеçсем, статьясем çырнă. «Краткий очерк истории чувашской литературы» (1930), «Чувашские сказки» (1937) пичетленĕ.

А. С. Пушкинăн, М. Ю. Лермонтовăн сăввисене чăвашла куçарнă.

«Силпи» опери (1936) валли либретто çырнă.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккасси шкулĕ умĕнче лартнă палăк
  • Иккасси шкулĕ умĕнче лартнă палăк
  • Шупуççынни урамĕ, Шупашкар

Вуламалли[2][тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Артемьев, Ю. М. Н. В. Шупуççынни // Артемьев, Ю.М. XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури / Ю. М. Артемьев. – Шупашкар, 1992. – С. 150–164.
  • Артемьев, Ю. М. Н. В. Шупуççынни // Артемьев, Ю. М. Ĕмĕр пуçламăшĕ : 1900–1917 çулсенчи чăваш литератури историйĕн очеркĕ / Ю. М. Артемьев . – Шупашкар, 1996. – С. 173, 288.
  • Канюков, В. Шупуççынни поэзийĕ // Канюков, В. Писатель aсталăхĕ / В. Канюков. – Шупашкар, 1986. – С. 23–28.
  • Канюков, В. Шупуççыннин чăваш литературинчи вырaнĕ / В. Канюков // Ялав. – 1959. – № 11. – С. 29.
  • Туктар, В. Шупуççынни / В. Туктар // Сувар. – 1998. – 24 ака.
  • Шупуççынни Н. В. // Тăван Атăл. – 1959. – № 6. – С. 77–79.
  • Эзенкин, В.С. Чăваш литературинче социализмлă реализм çирĕпленнĕ тапхăр. 1917–1934 çулсем // Эзенкин, В.С. Чăваш литературоведенийĕпе критика историйĕн кĕске очеркĕ (1917–1955) / В. С. Эзенкин. – Шупашкар, 1987. – С. 28–33.
  • Юмарт, Г. “Нарспи“ авторĕн тусĕ : Николай Шупуccынни çуралнăранпа 110 çул çитнe май / Г. Юмарт // Тантăш. – 1999. – 23 раштав (№ 51). – С. 9.
  • Юмарт, Г. Шупуççынни тесен... / Г. Юмарт // Тăван Атăл. – 1989. – № 12. – С. 63–67.
  • Ялкир, П. Айaпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме
  • Матвеев, П. П. По гребням жизни / П. Матвеев // Их имена останутся в истории. – Шупашкар, 1993. – Вып. 1. – С. 202–206.
  • Семидесятилетие Н. В. Шубоссинни // Ученые записки / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1962. – Вып. 21. – С. 396.
  • Юхма, М. Улица Н. В. Шубоссинни // Юхма, М. Имена улиц, твоих, Чебоксары! / М. Юхма. – Чебоксары, 2000. – С. 95–96.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006
  2. ^ Литература о творчестве Н. Шубоссинни

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]