Алга Александр Егорович
Александр Алга | |||||||||||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Бачков Александр Егорович | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | Чӳк, 27, 1913 | ||||||||||||||
Çуралнă вырăн: | Кăнна Кушки ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Теччĕ уесĕ, (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ), Тутарстан | ||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | Çĕртме, 15, 1977 | ||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР | ||||||||||||||
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, литература тăлмачĕ, тишкерӳçи | ||||||||||||||
Чыславсем: |
| ||||||||||||||
- Ку статья «Алга» хушаматлă çын пирки, Хăлха çакки пирки Алка статьяна пăхăр
Алга Александр Егорович (çуралнă чухнехи хушамат Бачков, 1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕ, — 1977 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ? Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, литература тăлмачĕ, тишкерӳçи[1].
Чăваш АССР халăх сăвăçĕ (1970). СССР ÇП пайташĕ (1938-па).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.
Малтан хăйĕн ялĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн ăна ачасен çуртне куçарнă. Хусанти Чăваш техникумĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
Красноармейски тата Çĕрпӳ районĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Етĕрнери педагогика училищинче ĕçленĕ. 1939 çулта хĕсмете кайнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăватă хут аманнă.
Вăрçă хыççăн «Ялав» журнал редакторĕнче Чăваш ÇП ертӳçинче, РСФСР ÇП секретарĕнче ĕçленĕ. 1963-1967 çулсенче ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.
1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш сăввисем 1931 çулта «Утăм» альманахра кун çути курнă. Александр Алга пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсем, повеçсемпе роман çырнă.
Паллă кĕнекисем:
- «Хĕвеллĕ ир» (Сăвăсем, 1940);
- «Тăватă çулталăк» (1947);
- «Сăвăсемпе поэмăсем» (1948);
- «Юлташпа юнашар» (Калавсем, 1955);
- «Хамăр ялсем» (поэма, 1956);
- «Легендăсем» (1960);
- «Çамрăксем» (1961);
- «Пурнăçпа вилĕм» (Повеçсемпе калавсем, 1966);
- «Хĕçпе çурла» (2 кĕнекеллĕ роман, 1968, 1973);
- «Хурама та хурăн» (повеç, 1979);
- «Мои земляки» (Ман тăвансем, поэма, вырăсла, 1959);
- «Вязы да березы» (Хурамасемпе хурăнсем, повеç, вырăсла, 1965);
- тата ыттисем.
Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романне, В. Шекспирăн «Гамлет» трагедине, А. Пушкин, М. Лермонтов, Т. Шевченко, Н. Некрасов çыравçăсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенчи паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ.
Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. 1970 çулта «чăваш халăх сăвăçи» ятне панă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисем |
|
---|---|
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Чĕмпер кĕперни çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Хисеп палли» орденĕн кавалерĕсем
- «Хăюлăхшăн» медалĕпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Берлина илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Прагăна хăтарнăшăн» медальпе чысланисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăаш Енре вилнисем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Чăваш халăх сăвăçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1913 çулта çуралнисем
- Чӳкĕн 27-мĕшĕнче çуралнисем
- Çĕртмен 15-мĕшĕнче вилнисем
- 1977 çулта вилнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем