Танай
Танай шывĕ | |
---|---|
рум. Dunărea, венг. Duna, ним. Donau, серб Дунав, словак. Dunaj, пăлх. /Дунав, хорв. Dunav, укр. Дунай | |
Характеристика | |
Тăршшĕ | 2960 км |
Бассейн лаптăкĕ | 817 000 км² |
Шыв системи | Хура тинĕс |
Шыв тăкакĕ | 6700 м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | юханшывсем пĕрлешни: Бригах и Брег |
• Вырнаçу | Германи |
• Çӳллĕшĕ | 678 |
Шыв вăрри | Хура тинĕс |
• Вырнаçу | Румыни/Украина/ |
• Çӳллĕшĕ | 0 м |
Юханшыв тайлăмĕ | 0,237 м/км |
Вырнаçни | |
Патшалăхсем | Германи, Австри, Словаки, Венгри, Хорвати, Серби, Пăлхари, Румыни, Молдави, Украина |
Танай (пăлх. Дунав, ним. Donau, ав.гр. Ἴστρος / Ister, венг. Duna, хорв. Dunav, лат. Danuvius е Danubius, рум. Dunărea, серб Дунав, словак. Dunaj) — хăйĕн тăршшĕпе Европăра иккĕмĕш вырăнта (Атăл хыççăн) тăракан юханшыв. Юханшыв тăршшĕ 2960км
Авал çырса хăварни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Танай çинчен çырнă чи авалхи çырусем шутĕнче грексен авалхи историкĕ Герадот çырнинче паллăртаççĕ. Вăл «Историĕн» иккĕмĕш кĕнекинче Истр юханшывĕ кельтсен çĕрĕнче пуçласа Европа варрипе юхнине çырса хăварнă. Юханшыв ятне кельтсем панă. Вĕсем чĕлхинче Danuvius (хăвăрт шыв) сăмахĕ danu (хăвăрт) тата vius (шыв) сăмахĕсенчен пулнă.
Физика географиĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв Шварцвальд тăвĕсенче, Донауэшинген хули патĕнче тинĕс шайĕнче 678 метр çӳллешĕнче вырнаçнă Бреге (тăршшĕ 48 км) тата Бригах (тăршшĕ 43 км) юханшывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте пуçланать.
Юханшыв 10 патшалăх урлă юхать: Германи, Австри, Словаки, Хункăри, Хорвати, Серби, Пăлхари, Румыни, Молдави тата Украина.
Хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Танай çинче нума пысăк хула вырнаçнă. Вĕсем шучĕнче тăватă патшалăхăн тĕп хулисем: Австри — Вена (1 597 пин çын), Серби — Белград (1 168 пин çын), Хункăри — Будапешт (2 016 пин çын), Словаки — Братислава (425 пин çын). Изар юппи çинче Баварин тĕп хули, Мюнхен вырнаçнă.
Пысăк хуласем:
- Регенсбург (Германи);
- Вена (Австри);
- Линц (Австри);
- Братислава (Словаки);
- Будапешт (Хункăри);
- Белград (Серби);
- Русе (Пăлхари);
- Браилов (Румыни);
- тата ыттисем.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Максаковский В. П. Дунай. — М.: Географгиз, 1959. — 30000 экз.
- Шаблон:ГИ
- Яновский, А. Дунай // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Сапожников І. В. Матеріали з історичної географії та етнографії дельти Дунаю: (до 170- річчя скасування Задунайської Січі) / Буго-Дністровська експедиція ІА НАН України, Перша українська гімназія, ПП «Пєтро Екзотик». — Іллічівськ: 1998. — ISBN 966-95448-3-1
Танай |
||
---|---|---|
Патшалăхсем | ||
Хуласем | ||
Юпписем | ||
Каналсем | ||
Çав. пекех | ||
Танай çинчи çар вăйĕсем |
- Юханшывсем, алфавитпа
- Шыв объекчĕсем, алфавитпа
- Юханшыв карточки: Параметрсене пăрахăçла
- Юханшыв карточки: Тултар: Шыв вăррин координачĕсем виççĕр км
- Юханшыв карточки: Тултар: Шыв вăррин координачĕсемвиççĕр км
- Танай
- Хура тинĕсе юхса кĕрекен юханшывсем
- Баден-Вюртембергри юханшывсем
- Баварири юханшывсем
- Венăри юханшывсем
- Тури Австрири юханшывсем
- Анатри Австрири юханшывсем
- Словакири юханшывсем
- Хорватири юханшывсем
- Сербири юханшывсем
- Пăлхарири юханшывсем
- Румынири юханшывсем
- Хункăрири юханшывсем
- Молдавири юханшывсем
- Одесса облаçĕнчи юханшывсем
- Чикĕри юханшывсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем