Контент патне куҫ

Топинамбур

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Топинамбур
Топинамбур
Топинамбур чечекĕ
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Уйрăм: Покрытосеменные
Класс: Икĕ пайлисем
Йĕркелĕх: Астра чечеклисем
Йыш: Астра йышшисем
Ăрат: Хăвелçаврăнăш
Латинла çырни
Helianthus tuberosus L.

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

[{{fullurl:commons:Helianthus tuberosus}|uselang=cv}} Ӳкерчĕксем]

Шаблон:Taxobox ITIS Топинамбур Биотехнологи информацин
наци центрĕн
(NCBI) сайтĕнче.

Топинамбур — ӳсен-тăран.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чечекĕсем пĕчĕк хĕвел çаврăнăшне аса илтереççĕ, ĕрчеме вара вăл çĕр айĕнче улмапа ĕрчет. Ăна çавăн пекех çĕр айĕнчи груша та (улмисен формине кура çапла каланă-тăр), паранкăллă хĕвел çаврăнăшĕ те теççĕ. Çурçĕр Америкăра топинамбур çумкурăк пекех, никам лартмасăр, пăхмасăр ӳсет. Унăн улмисемпе апат хатĕрлеме те юрать.

Топинамбур улми хими составĕпе пăхсан çĕр улмирен кăшт та кая мар. Унри усăллă япаласем енчен илсен вара нумай пахча çимĕçрен ирттерет çĕр груши.

Унăн тăван çĕршывĕ Çурçĕр Америка, 1610 çулта ăна Англине илсе килнĕ. Кĕçех вăл Францине çитнĕ, вĕсемех çĕр грушине топинамбур (Бразилири индеецсен ăрăвĕн ячĕпе) теме пуçланă. Топинамбура Европăна илсе килнĕренпе 20 çул та иртмен – ун улмисене Англире пасарта сутма тытăннă, анчах унран апат хатĕрлеме пĕлменнипе чылайăшĕ туянма васкаман ăна. Голландипе Бельгире вара топинамбур улмине питĕ килĕштернĕ. Ăна ĕне çăвĕпе эрехре пĕçерсе çинĕ, артишокпа пĕр тутах калать тесе мухтанă. Анчах XVIII ĕмĕрте çĕр улми сарăлма пуçласан топинамбур вăхăтлăха манăçать, Раççейре паян кунччен те ăна хитре чечек вырăнне кăна лартаççĕ. Унран тутлă апат хатĕрлесси пирки те, унпа сипленме пулнине те сахалăшĕ пĕлет.

Топинамбур улмисем

Халăх медицининче вара тĕрлĕ чирсенчен сиплеме усă кураççĕ топинамбура: анеми, диабет, гастрит, ӳт тата чĕре чирĕсенчен, тăвар пухăннинчен. Китайра тухтăрсем паян кун та сив чирĕнчен, энтеритран, варвиттирен, çӳхе пыршăсен лăймакаллă сийĕ шыçсан унпа сиплеççĕ. Шăмă хуçăлсан ӳсен-тăранăн симĕс çулçисемпе тунисене вĕтетсе суран çине хурса çыхаççĕ.

Топинамбурта В тата С витаминсем, тимĕр тăварĕсем, кальци, натри, магни, кремни, фосфор, цинк, марганец, хром, пăхăр тата ӳсен-тăран инсулинĕ пур. Çавăнпа çĕр грушине юн пусăмĕ ӳссен те, чĕрепе юн тымарĕсен системи хавшасан та, юн çаврăнăшĕ пăсăлсан та, нерв системине çирĕплетеме те усă кураççĕ.

Тĕслĕхрен, пысăк йӳçеклĕ апат хуранĕн суранĕ аптратсан çапла сипленмелле: 1 чей кашăкĕ симĕс çулçăсене е улмине вĕтетсе 1 стакан вĕрекен шыва ярса лартмалла, çакна кунне 4-5 хут апат умĕн 15-20 минут маларах ĕçмелле. Кĕркуннепе çуркунне топинамбурпа апатра усă курмаллах, мĕншĕн тесен вăл иммунитета çирĕплетет. Пĕрмай çĕр грушине çини инфарктран, инсультран сыхласа хăварать, хăшĕсем каланă тăрăх рак чирне те çывăха ямасть. Уйрăмах сахăр диабечĕпе аптракансене пулăшать çак ӳсен-тăран.

Çĕр грушин пур пайĕ те усăллă: улми, çулçи, туни, чечекĕ. Ун улмине пĕçерсе çини пирки асăнтăмăр, сипленес тесен ăна пĕçермесĕр çисен усăллăрах пулĕ. Тăвар, тутă кĕртекен ытти япаласем хушма кирлĕ мар: кунне 3 хут апат умĕн 30 минут маларах 50-шар грамм çимелле. Астăвăр, улмана шуратма кирлĕ мар, шывра щеткăпа тăрăшса çуни те çителĕклĕ. Топинамбур улминчен компот та вĕретме пулать, ăна сахăр хушмасăрах ĕçмелле. 1-2 литр шыв çине 5-7 улма ярса 10-15 минут вĕретмелле. Çак компот юн пусăмне чакарать, юнра сахăр шайне чакарать, гемоглобин шайне ӳстерет, апат хуранĕ айĕнчи парсене лайăхрах ĕçлеттерет.

Сахăр диабетĕнчен сипленме ытларах чух çулçăсемпе усă кураççĕ. Вĕсене çуса тасатса ваклаççĕ те ӳсен-тăран çăвĕпе хутăштарса çиеççĕ.

Топинамбур сĕткенĕпе йĕпетнĕ марльăна çăпан çине хурсан суран тасалса ӳт илме пуçлать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]