Контент патне куҫ

Хром

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хром
Хром / Chromium (Cr)
Атом номерĕ24
Ансат япалалăхăн курăмĕ200px
кăвакрах шурă тĕслĕ хытă метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
51,9961 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ130 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
652,4 (6,76) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Ar] 3d5 4s1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус118 пм
Ион радиусĕ(+6e)52 (+3e)63 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,66
Электрод потенциалĕ-0.74
Оксидлав капашĕсем6, 3, 2, 0
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх7,18 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш23,3[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх93,9 Вт/(м·K)
Шăрану температури2130 K
Шăраннин пайлавла ăшши21 кДж/моль
Вĕрев температури2945 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ342 кДж/моль
Моль калăпăшĕ7,23 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕкубла калăпăшĕпе центрăрланă
Решетке периочĕ2,885 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури460 K


Cr 24
51,9961
[Ar]3d54s1
Хром

Хромхими элеменчĕсен таблицин 24-мĕш элеменчĕ, атăм йывăрăшĕ 51,996, синкер-хурçă тĕслĕ металл.

1766 çулта Екатеринбург çывăхĕнче минерал тупнă, ăна «çĕпер хĕрлĕ тăхланĕ» ят панă, PbCrO4. Хальхи ячĕ крокоит. 1797 çулта франци химикĕ Л. Н. Воклен унтан çĕнĕ йывăр шăранакан металла (Воклен ун чухне хром карбидне кăларнă пулмалла) уйăрса кăларнă пулнă.

Элеменчĕ ятне грек χρῶμα тĕс, сăрă палăртусенчен илнĕ пулас — хăйĕн сыпăнăвĕсем тĕрлĕ сăрлă пулнирен.

Физикăпа хими пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирĕклĕхре — çутă кăвак металл кубăллă калăпăш-тĕпĕленнĕ чĕнтĕрлĕ, а = 0,28845 нм. 39 °C температуринче парамагнитлă тăрăмрен антиферромагнитлă (Неель пăнчи) тăрăма куçать.

Сывлăшра тăнăç. 300 °C чух амфотерлă пахалăхсемлĕ симĕс тĕслĕ хром (III) оксидне Cr2O3 хăварса çунать.

Cr2O3 селтĕсемпе шăрантарса хромитсем тăваççĕ:

Cr2O3 + 2NaOH → 2NaCrO2 + H2O.

Хĕртмен хром(III) оксичĕ çăмăллăн сĕлтĕллĕ тата кислоталлă шĕвексенче арканать:

Cr2O3 + 6НСl → 2CrСl3 + 3Н2О.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тӗп статья: Хром изотопĕсем

РФ хромăн тĕп çĕруправĕсем Уралта (Донские тата Сарановское).

Туса кăларни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хром çутçанталăкра ытларах хромлă тимĕрлĕх пек тĕл пулать Fe(CrO2)2 (тимĕр хромичĕ). Ăна феррохромран электрокăмакасенче кокспа çĕнетсе тăваççĕ:

FeO•Cr2O3 + 4C → Fe + 2Cr + 4CO↑

Феррохрома легированных хурçă тунă чух усă кураççĕ.

Тап-таса хром тăвас тесе, çакăн пек хутăштарса япаласене çыхăнтараççĕ:

1) тимĕр хромитне натри карбоначĕпе хутăштарса сывлăшра шăрантараççĕ (кальциленнĕ сода):

4Fe(CrO2)2 + 8Na2CO3 + 7O2 → 8Na2CrO4 + 2Fe2O3 + 8CO2

2) натри хроматне (шывра) ирĕлтереççĕ те ăна йӳçĕелĕ тимĕртен уйăраççĕ;

3) йӳçĕклесе тата хытаркаласа (кристаллизацилесе)хромата дихромата куçараççĕ;

4) таса хром оксидне дихромата кăмракпа çĕнелетсе тăваççĕ:

Na2Cr2O7 + 2C → Cr2O3 + Na2CO3 + CO
  • ултă валентлă хрома виç валентлине çитиччен шĕвеке куçарса çĕнетесси;
  • водородăн ионĕсем хĕлхемленсе газ евĕр водорода тухни;
  • ултă валентлă хромлă ионсем хĕлхемленсе металлă хрома тухни;
Cr2O72− + 14Н+ + 12е = 2Сr + 7H2O

5) алюминотерми меслечĕпе металлă хром туса кăлараççĕ:

Cr2O3 + 2Al → Al2O3 + 2Cr + 130 ккал

6) электролиз меслечĕпе электролитикăллă хрома хром ангидричĕнчен кӳкĕрт йӳçĕкĕллĕ шывра туса кăлараççĕ. Çакăн чух катодсем çинче 3 ĕç пулăмĕсем иртеççĕ:

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхатурусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Мускав: Большая Российская энциклопедия, 1999. — Т. 5. — С. 308.