Туйпахтуй
Ял
Туйпахтуй
Туйпахтуй
|
Туйпахтуй (выр. Алекса́ндровка) — Самар облаçĕн Пĕçен районĕнчи чăвашсем те пурăнакан ял, Туйпахтуй ял тăрăхĕн администраци центрĕ (2006-мĕш çулта асăннă администрацие пĕтернĕ, Екатериновка администрацийĕ пулса тăнă).
Чăвашсем пурăнакан пай — ялăн хĕвеланăç енче. Татах та хĕвеланăçнерех Верхнепечерское текен вырăс ялĕ. Ăна вырăнти чăвашсем Куттăр теççĕ.
Кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку тĕлти чăваш ялĕсем епле никĕсленни пирки çапла калани пур.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)«Жизнь крепостных крестьян становилась невыносимой. Не стерпев гнета, сказывают, жигулёвские крестьяне восстали против ненавистных дворян и царских чиновников. Екатерина II направила против восставших своих солдат и с трудом подавила восстание. После подавления восстания дворяне и чиновники перевели чувашей, как бунтовщиков, на левый берег Волги, в деревни (ныне село) Ивановка, Покровка (Улхаш) и Александровка (Туйпахтуй). На левобережье так и они обосновали (?). На правобережье, в южной части Жигулей, осталось всего три чувашские деревни»[1].
<Куçару: Крепостла çĕр ĕçтешĕсен пурнăçĕ тÿсейми пулса çитнĕ. Каланă тăрăх, Шукăль çĕр ĕçтешĕсем чăтаймасăр курайми дворянсемпе патша тиекĕсене хирĕç пăлханнă. II Кĕтерне пăлхавçăсене хирĕç салтаксем ярса хайхисене аран пусарнă. Дворянсемпе тиексем пăлхавçă-чăвашсене, пăлхава пусарнă хыççăн, Атăлăн сулахай çыранне, халĕ Иванкка, Улхаш, Туйпахтуй ятпа паллă ялсене, куçарнă. Çапла вара вĕсем кунта тĕпленнĕ. Сылтăм енче, Шукăль тăвĕсен кăнтăр тайлăмĕнче, виçĕ чăваш ялĕ çеç тăрса юлнă.>
Тепĕр çăлкуçран[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Село Александрова основано в начале 18 века. Во второй половине 18 века владельцы местных земель графы Орловы переселили часть чувашей из Самарской Луки в южном направлении, на степное левобережье Волги. В конце 18 века сюда пришли русские и рядом с поселком Туйпахтуй основали село Александровку. В данное время Дом культуры делит село на две части — чувашей и русских.
Çак районти Экономи ялĕ XX ĕмĕрте Туйпахтуй ялĕнчен уйрăлса тухнă.
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сухоруков Валерий Максимович — вырăнти администрацире пуçлăхра ĕçленĕ
- Тимошкина Людмила Александровна — вырăнти администрацире бухгалтерта ĕçленĕ
- Злобонова Раиса Андреевна — вырăнти администрацире ĕçленĕ
- Таланова Людмила Николаевна — шкул директорĕ пулнă
- Сироткин Дмитрий Фёдорович — 1950-мĕш çултанпа Иванкка-ра ĕçлесе пурăннă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чернов В. Тăванлаха туй, Туйпахтуй! //Самар ен, 1996, август, 3, (9№).
- Симаков, В. Энциклопедия чувашских сёл Самарской области (историко-этнографические материалы). — Самара: Издательство «НТЦ», 2008. — ISBN 978-5-98229-167-7
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Российский государственный архив древних актов (РГАДА).
- ^ АДМИНИСТРАЦИЯ МУНИЦИПАЛЬНОГО РАЙОНА БЕЗЕНЧУКСКИЙ САМАРСКОЙ ОБЛАСТИ ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ(ĕçлемен каçă)
Пиçенчĕк районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Пиçенчĕк |
Самар облаçĕнчи чăваш ялĕсем |
|
---|---|
Пĕçен районĕ | |
Исаклă районĕ | |
Похвиçнĕ районĕ | |
Чаллăпуç районĕ | |
Шикун районĕ | |
Ставропăль районĕ | |
Сызрань районĕ | |
Кушкă районĕ | |
Пайрак районĕ | |
Серкĕски районĕ |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Халăх йышне кăтартман пурăнан вырăнсем
- Самар облаçĕнчи чăваш ялĕсем
- Самар чăвашĕсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer