Контент патне куҫ

Тухăç Çĕпĕр чукун çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тухăç Çĕпĕр чукун çулĕ
Тулли ячĕ: Тухăç Çĕпĕр чукун çулĕ
Ӗç çулĕсем: 1934 çултанпа
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Иркутск
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЧÇ»
Телеграф кодĕ: ВСиб
Хисеп кодĕ: 92
Тасăлăвĕ: 3848,1 км
Çулăн веб-сайчĕ

Тухăç Çĕпĕр чукун çулĕ (УАО «РЧÇ» филиалĕ) — Бурятипе Иркутск облаçĕн территорипе пырать. Çулăн тĕп чарăнăвĕ Иркутск-пассажирсен шутланать.

Сайра çынлă, сахал тĕпченĕ Тухăç Çĕпĕрте чукун çул тăвас ĕмĕт XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш — 80-мĕш çулĕсенче чĕлхе вĕçне тухнă. Урал чукун çулĕн Екатеринбургран Тĕмене çити пайне в 1884 çулта туса пĕтернĕ хыççăн тухăç çĕпĕр çулне тăвасси куç умнех тухса тăрать. Пулас Трансçĕпĕр чукун çулĕнче тĕпчев ĕçĕсене туса пыма 1887 çулта виçĕ экспедици йĕркеленĕ. 1893 çулта Çĕпĕр чукун çулне тăвас комитетне туса хунă. 1895 çул тĕлне Челепирен Новониколаевский паçулкки çумĕнчи (халĕ Çĕн Çĕпĕр) Обь чарăнăвĕ патне çити çул хывнă.

Пĕрремĕш пуйăс Красноярска 1895 çулхи раштав, 6 килет. Красноярскран Иркутск çинелле чукун çул йĕрĕсене хывма пуçлаççĕ. Хуласене чукун çулпа 1899 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çыхăнтарнă. 1899 утă уйăхĕнче Иркутскран Байкал пристанне çити йĕр хунă. Петĕр Завочĕ — Мысовая (Сăмсах) çул пайне 1899 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче уçнă.[1] 1900 çулта Байкал Лешьен пайне, Сăмсах (Мысовая) чарăнăвĕнчен Сретенская çити ĕçе кĕртнĕ. Байкал çавра чукун çулне 1904 çулчен тунă.

Хальхи евĕр çула 1934 çулхи пушăн 3-мĕшĕнчи ЧÇХК тапăчĕпе Байкал Лешьенпе Томск чукун çулне пĕнрлештерсе йĕркеленĕ.[1]

Çул пахалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тухăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Иркутскри управлени çурчĕ
Слюдянкăри чукун çул вокзалĕ

Çул Транссибăн тытăмĕнче шутланать. Çаплах çул шутне Байкал-Амур магистралĕн (БАМ) чылайăшĕ кĕрет. Çул управленийĕ — Иркутскра. Çул Красноярск, Байкал Лешьен, Инçет Тухăç чукун çулĕсемпе, çаплах кăнтăрта Наушки чарăнăвĕнче Монголи чукун çулĕсемпе чикĕ тытать. Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ 1990 çул тĕленелле 2665,4 км, 2005 çул тĕлне — 3848,1 км пулнă.

Çулăн чи пысăк чарăнăвесем: Слюдянка, Черемхово, Коршуниха, Китой, Суховская,Ангарск, Иркутск-Сортировочный,Иркутск-пассажирский, Улан-Удэ, Лена, Братск, Тайшет, Северобайкальск.

Çул шутĕнчи уйрăмсем: Тайшет, Иркут, Улан-Удэ, Çурçĕр-Байкал

Фирма пуйăсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иркутск пассажирское деповĕ темиçе пассажир пуйăсĕ: «Байкал» (ИркутскМускав), «Баргузин» (ИркутскЗабайкальск). Малтан урăх фирма пуйăсĕсем çӳренĕ, тĕслĕхрен, «Ангара» (Иркутск - Гидростроитель (Братск)).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 Большая Cоветская Энциклопедия. Гл. ред. Б. А. Введенский, 2-е изд. Т. 9. Вологда — Газели. 1951. 624 стр., илл.; 51 л. илл. и карт.