Контент патне куҫ

Уйкас Ялтăра (Вăрнар районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уйкас Ялтăра
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районВăрнар
Ял тăрăхĕАçăм Çырми
Координатсем55°38′18″ с. ш. 46°45′44″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83537
Почтă индексĕ429214
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 002
Уйкас Ялтăра (Вăрнар районĕ) (Раççей)
Точка
Уйкас Ялтăра (Вăрнар районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Уйкас Ялтăра е Уйкас — Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи ял. Аçăм Çырми ял тăрăхне кĕрет.

Республикăн вăта пайĕнче, Вăрнар поçолокĕнчен çурçĕр-çурçĕр-анăç еннелле 19 км вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта пĕр урам çеç пур - заречная урамĕ.

1858 çултанпа Пĕрремĕш Ялтăра çумĕнчи пулнипе паллă (халĕ Малтикас йышĕнче), ун чухне кунта 204 çын пурăннă. 1906 çулта 55 килте 277 çын пуррине çырнă. 1926 çулта — 71 килте 285 çын, 1939 çулта — 272 çын, 1979 çулта — 153 çын пурăннă. 2002 çулта 42 кил, 2010 çулта — 36 килхуçалăхĕ пулнă. 1931 çулта «Комсомолец» колхоза йĕркеленĕ, 2010 çулта ОАО «Вăрнарти аш-пăш комбинатне» туса хунă[1].

1956 çулта çырнă «К вопросу о заселении юго-восточной и южной частей Чувашии» кĕнекере Димитриев В.Д. çапла ăнлантарса парать:

«Сӗм вӑрмана нумай ачаллӑ, нумай мӑнуклӑ Ялтӑра ятлӑ чӑваш пурӑнма куҫса ларнӑ. Унӑн несӗлӗ тӑххӑр касӑ никӗсленӗ: Витӗртухан Ялтӑра, Малтикас Ялтӑра, Уйкас Ялтӑра, Тӑвальушкӑнь Ялтӑра, Юпшик Ялтара, - хальхи вӑхӑтра – Вӑрнар районӗнче, Юманай Ялтӑра тата Уйпуç Ялтӑра — хальхи вӑхӑтра – Ҫӗмӗрле районӗнче...».


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Морозова О. В., Казаков Н. А. Ойкасы (выр.).