Ухман
сайт
|
Вӑрманкас Ухман — Чӑваш Енĕн Канаш районĕнчи сали. Ухман сали тӑрӑхӗн администраци центрĕ.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чӑваш Енӗн тӗп пайӗнче, район центрӗнчен Канаш хулинчен 6 ҫухрӑма яхӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хутсенче ҫавӑн пекех ҫак ятсемпе ҫырӑнса юлнӑ: Вăрманкас, Вăрман Алкаринкасси Ухман (1928)[1].
Хусан уездӗнчи Арски даругирен XVIII ӗмӗрчченех куҫса килнисем йĕркеленĕ. Пӗрремӗш хут 1710 ҫулта 25 кил Биболдин ялӗ ятпа асӑннă.. 1721 ҫулта 234 арҫын шутланнă, 1795 ҫулта 100 кил, 622 çын, 1858 çулта 208 кил тата 1117 çын, 1897 çулта 1773 çын. XX ӗмӗр пуҫланнӑ тӗле кассенчен тӑнӑ: Вӑрманкасси, Пуяккасси (Пуянкасы), Кантуркасси (халӗ пурте Ухман салин йышӗнче) тата Чăрăшкасси. 1926 ҫулта вӗсем пурне те уйрӑммӑн шута илнӗ: 216 кил тата 1040 çын (Вӑрманкасы), 102 кил тата 465 çын (Кантăркасы), 58 кил тата 307 çын (Чăрăшкасы), 74 кил тата 383 ҫын (Пуякасы). 1939 ҫулта та ҫавӑн пекех: 1151 ҫын (Вӑрманкасы), 371 (Кантăркасы), 374 (Чăрăшкасы) тата 413 (Пуякасы). 1948 ҫултанпа Ухман ялӗ. 1979 ҫулта 1833 ҫын пулнӑ. 2002 ҫулта 506 кил, 2010-418 килхуҫалăх. 1930 ҫулта "Ҫӗнтерӳ" колхоз йӗркеленнӗ. Никольски чиркӳ пур (1899-1937, 1996 ҫултан)[2].
Пурăнан халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2002 çулта 1383 çын (чăваш 98%) пулнă[3], 2010 çулта - 1228 çын[4].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ http://www.enc.cap.ru/?t=world&lnk=1880 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Ф.Н. Козлов, Н.С. Яковлева Ухманы.
- ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |