Контент патне куҫ

Халдейсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Халдейсем (вавилон Kaldu, евр. כשדים-Касдим , грек Χαλδαίοι) — Тигрпа Евфрат вăрринчи çĕрсенче, Перс кӳлмекĕн çурçĕр-хĕвел анăç çыранĕнче пурăннă семит халăхĕ. Арамейла (Дан.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#2:4|2:4]]) пупленĕ.

Тухатмăшсене, асамçăсене, волхвсене, юмăçсене, астрологсене çапла чĕннĕ. Пĕр версипе, çуралнă Иисуса пуç çапма пынă волхвсем асамçă-халдейсем пулнă.

Пĕрремĕш халдейсене пирĕн эрăччен 878 ç. Ашшурнацирапал II ассири патшин анналĕсенче асăнни пур. Перс кӳлмекĕ таврашĕнче, Тигрпа Евфратăн анат юхăмĕн тăрăхĕнчи кӳлĕ-шурлăх районĕнче вĕсен 6 паллă йăхĕ (бит)пурăннă. Пирĕн эрăччен IX ĕмĕрте халдейсем Вавилонин кăнтăр пайĕнче çирĕпленсе, çав хушăрах авалхи вавилон культурине, тĕн йăлине йышăнса майĕпен çурçĕрелле куçса пынă. Халдей йăхĕсем пурĕ те юркăн пурнăç йăлине тытса пынă, выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ (Иов.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#1:17|1:17]]), пулă тытнă, çĕр ĕçĕпе тертленнĕ. Йăхсене çулпуçсем ертсе пынă, кун пирки савăл çырулăхĕн çăлкуçĕсенчен пĕлме пулать: Бит-Якин (Элампа юнашар йăхĕ), Бит-Дакури (чи пысăк йăх), Бит-Амукани, Бит-Адини, Бит-Шилини тата Бит-Ша'алли[1], вĕсем пĕр-пĕрне те, Кăнтăр Вавилоние — ăна касситсем Кардуниаш («Карду патшалăхĕ», халдейсем тепĕр сăмахпа), ассирисем — Kaldu патшалăхĕ тенĕ — ярса илесшĕн тăрăшнă ассирисине те пăхăнман.

Ассири патши Салманасар III п.эрăччен 851 çулта Бит-Дакури, Бит-Амукани тата Бит-Якин халдей кнеçĕсене парăм тӳллеттерме хĕстернĕ. Шамши-Адад V тата Адад-нирари III Ассири патшисем пирĕн эрăччен 803, 796 тата 785 çулсенче вĕсемпе вăрçса Тинĕсçумри мĕнпур халдей кнеçĕсене парăм тӳлеме явап хурать.

Пирĕн эрăччен 744 çулта ассири патши Тиглатпаласар III (пирĕн эрăччен 745727) Вавилони тапăнса Сиппартан пуçласа Перс кӳлмекĕн шурлахĕсене çити территоринчи халдей йăхĕсене парăнтарнă та «Шумерпа Аккад патши» титула илнĕ. Вавилони вара Ассири влаçне йышăнать. Мăчаварсем, патшалăх ĕçченĕсем тата вавилон хулисен купсисем майĕпен ассири хуçаланăвне çирĕплетеççĕ, патшалăха ирĕклĕхе кăларас ĕç-пуçа халдейсемпе хулари хура халăх тытса пырать[2]. Пирĕн эрăчченн 732 çулта вавилон ăрăвĕн тапхăрĕ вĕçленсен Ассири, халдейсем тата Элам вавилон астулĕшĕн тапăçма тытăнаççĕ. Бит-Амуккани кнеçĕ Укин-Цир Вавилон туртса илет те виçĕ çул патшара ларать — ун чухне ассири патши Тиглатпалассар III арамейсен тĕп хулине Дамаска хупăрласа тăна пулнă.

Арамейсемпе ĕçе вĕçлесен, ассири патши Набуушабши халдейне хирĕç тухать те Бит-Шилини кнеçе хăйĕн Саррабану хулин хӳми патĕнче айăпласа вĕлерет, Закиру Бит-Шаалльскине хăйĕн çыннисемпе пĕрле тыткăна илсе каять, юлашкинчен, Укин-Цир, Сапей карманне тăшман ăнăçлă хупăрласа тăнă хыççăн, пăрахса хăварать.

Çĕнĕ Вавилон патшалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пирĕн эрăччен 625 çулта Вавилон астулĕнче çĕнĕ вавилон халдей ăрăвне пуçараканĕ Набопалассар пулнă. Набопаласар Урука ткртса илет (пирĕн эрăччен 616), кайран мидисен пулăшăвĕпе Ассирин авалхи тĕп хулине Ашшура (пирĕн эрăччен 614) ярса илет. Пирĕн эрăччен 612 ç. Набопаласар, скифсемпе мидисемпе пĕрле, Ассирин тĕп хулине Ниневие илет[3].

Мăчаварсем - халдейсем?

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Христос тĕнĕпе пурнан халдейсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи саманара халдейсем е сиро-халдейсем (ассирисем) тесе месопотам тата перс христианĕсене те, православие куçнă, çаплах уйрăмах Римпа уние кĕнĕ несториансене те палăртаççĕ.

Халдейсен наци ыйтăвне пĕрремĕш Шрадер (Schrader) тапратать: «Die Abstammung der Chaldäer und die Ursitze d. Semiten» («Z. d. Deutsch. Morgenl. Gresellsch.», XXVII). Малашнехи тĕпчевсем Delattre’a («Les Chaldéens», Лувен, 1889) тата Winckler’a («Die Stellung d. Ch. in d. Geschichte. Untersuch. z. altorient. Gesch.», 1889) грек-рим вăхăтĕнче пăтрашăнса кайнă ыйтăва сӳтсе явнă. Халдей христианĕсем пирки таса Софоний «Совремеменный быт и литургия иаковитов и несториан» (СПб., 1876); В. В. Болотов, «Из истории церкви Сиро-Персидской» («Христ. Чтение», 1898—1901) çырнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]