Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ
Ямал-Ненец | |||||
| |||||
[[Ӳкерчĕк:|270px]] | |||||
Администраци центрĕ | Салехард | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
6-мĕш 769250 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
72-мĕш 542,7 пин патнелле (2007) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Урал | ||||
Экономика регионĕ | Анăç-Çĕпĕр | ||||
Регион номерĕ | 89 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | |||||
Кĕпернеттĕр | Юрий Неелов | ||||
Гимн | |||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ |
Яма́л-Не́нец автоно́ми тăрăхĕ (кӗске ЯНАТ, выр. Ямало-Ненецкий автономный округ, нен. Ямалы-Ненёцие автономной окрук, ЯНАО) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ (Тĕмен облаçĕ шутĕнче), Урал Федераци тăрăхĕнче.
Администраци центрĕ — Салехард хула.
Ненец автономи тăрăхĕпе, Коми Республикипе, Хантă-Манси автономи тăрăхĕпе, Красноярск Енĕпе чикĕ тытать.
1930 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тăрăх Анăç-Çĕпĕр тӳремĕн арктика йăрăмĕнче, Раççейĕн Инçет Çурçĕр варринче вырнаçнă, 769250 çм² лаптăк çĕр йышăнать, ку вара Франци территоринчен 1,5 хут пысăкрах.
Автономи тăрăхĕн материкри çурçĕр çĕрĕ çурçĕр ширтин 73° тĕлĕнче, Çурçĕр Поляр çавринчен 800 çм пулать. Тăрăхăн çурри ытла территорийĕ Поляр çавринче, пĕчĕк пайĕ Урал ту хысакĕн тухăç айăккинче вырнаçнă. Тăрăх территорине Ямал çурутравĕ кĕрет.
Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Климата ĕмĕрхи шăнлăх, сивĕ Кар тинĕсĕ çывăх пулни, кӳлмек, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх йышĕ чылай пулни палăртать. Пĕтĕмĕшле каласан, тăрăхра вăрăм хĕл (8 уйăха çити), кĕске çу, çил-тăвăлĕ хăватлă, юр витĕмĕ çӳхе. Сывлăшăн çулри вăтам температура шăнтнă, Инçет Çурçĕрте вăл −10° С таять. Хĕллехи чи сивĕ температура −59° С çити анать. Çулла, утăра, пĕтĕм территоринче +30° С таран ăшăнать. Часах магнит тăвăлĕсем, сопровождаемые полярным сиянием.
Тăрăх территорийĕ тĕппипе виçĕ климат йăрăмĕнче: арктика, субарктика тата Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр йăрăмĕ. Арктика пайĕн климачĕ тăсăлăвлă, сивĕ те хаяр хĕллĕ, вичкĕн çиллĕ, шарламаллă тата пĕрмайхи тăвăллă (чи сивĕ температура: -59° С), нӳрĕк сахал, кĕске çу (50 кун), тачă тĕтреллĕ.
Субарктика йăрăмĕ Ямал çурутравĕн кăнтăр пайне йышăнать. Кунта климат ытларах континентлă: çумăр çăвĕпе, 68 кун çăвать.Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр (тайга) йăрăмĕн климачĕ вичкĕн континентлă, вăтам температура кунта ăшăрах, çулла ăшă та нӳрĕк (100 куна таран).
Çутçăнталăк çĕр пичĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тăрăх территори рельефĕ тӳрем, тундра тата вăрманлă тундра с множеством озер и болот, и горной части. Тăрăхăн анăçĕнчи ту массивĕ 200 çм тăсăлать, çӳллĕшĕпе 1,5 пин м çитет.
Регионăн шыв пурлăхĕ пуян та тĕрлĕ тĕслĕ. Кар тинĕсĕ хĕрринче, чылай кӳлмек тата тута, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх, çĕр айĕнчи шыв. Обь тути — Кар тинĕсĕн кӳлмекĕ, раççей Арктикин пысăк тинĕс кӳлмекĕсенчен пĕри, унăн тĕкĕр лаптăкĕ — 44 çм². Тарăх территоринче 300 пине яхăн кӳлĕ тата 48 пин юханшыв, чи пысăккисем —Обь вăрринче, çаплах Надым, Тас тата Пур. Обь, Раçсейри тăсăлăвлă юханшывсенчен пĕри, тăрăхра хăватлă икĕ юхăмпа юхать. Çĕрай шывĕсен артези пĕтĕм бассейнĕ 3 млн çм², çав шутра терма шыв янтти те.
Усăллă çĕр айĕнчи управсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Регион Раççейре углеводород, уйрăмах çутçанталăк газĕпе, нефтьпе, малти вырăнсенче шутланать. Тăрăх территоринче çак çĕр управĕсем пур:
- Уренгой газ çĕр управĕ
- Кăнтăр-Вырăс нефть-газ çĕр управĕ
- Находка газ çĕр управĕ
- Ямбург нефтьпе газ конденсат çĕр управĕ
- Етă-Пура нефть çĕр управĕ
Тундрăн 50 миллион гектарĕнче 600 пине яхăн çурçĕр кил пăланĕ— тĕнчери чи йышлă кĕтӳ! — ӳсет. Çутçанталăк кунта тĕнчери сиг пуллин (муксун, горбуша, нельма) 70 процентне упраса усрать.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ямал-Ненец автономи тăрăхне (малтан наци шайĕпе) Урал облаçĕнче 1930 çулхи раштав, 10 йĕркеленĕ. Каярах Обь-Иртыш тата Омск облаçĕсене, 1944 çулхи çурла, 14 тăрăха Тĕмен облаçне кĕртнĕ. 1977 çултанпа автономии стусĕллĕ, 1991 çулхи юпа, 18 Ямал-Ненец республикин суверенитет декларацине йышăннă, 1992 çултанпа, Федераци килĕшĕвне кĕрсен, РФ тулли праваллă субъект пулса тăрать.
Административлă пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пурăнакан халăх — 538575 çын (2008). Йышлăхĕ — 0,7 çын/км² (2008), хула çын пайĕ — 85,0% (2008).
1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи халăх çыравĕсемпе, халах йышĕ çапла пулнă:
Халăх | 1959 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 (* Архивленĕ 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.) |
---|---|---|---|---|---|
Вырăссем | 27 789 (44,58%) | 37 518 (46,91%) | 93 750 (59,02%) | 292 808 (59,17%) | 298 359 (58,9%) |
Украинсем | 1 921 (3,08%) | 3 026 (3,78%) | 15 721 (9,90%) | 85 022 (17,18%) | 66 080 (13,03%) |
Ненецсем | 13 977 (22,42%) | 17 538 (21,93%) | 17 404 (10,96%) | 20 917 (4,23%) | 26 435 (5,21%) |
Тутарсем | 3 952 (6,34%) | 4 653 (5,82%) | 8 556 (5,39%) | 26 431 (5,34%) | 27 734 (5,47%) |
Белоруссем | ... | 808 (1,01%) | 2 121 (1,34%) | 12 609 (2,55%) | 8 989 (1,77%) |
Хантăсем | 5 519 (8,85%) | 6 513 (8,14%) | 6 466 (4,07%) | 7 247 (1,46%) | 8 760 (1,76%) |
Азербайджансем | ... | ... | ... | 3 418 (0,69%) | 8 353 (1,6%) |
Пушкăртсем | ... | ... | ... | 6 830 (1,38%) | 7 932 (1,56%) |
Хăй халăхне палăртман çын | ... | ... | ... | ... | 7 331 (1,45%) |
Коми | 4 866 (7,81%) | 5 445 (6,81%) | 5 642 (3,55%) | 5 746 (1,16%) | 6 177 (1,22%) |
Молдавансем | ... | ... | ... | 5 570 (1,13%) | 5 400 (1,07 %) |
Селькупсем | 1 245 (2,00%) | 1 710 (2,14%) | 1 611 (1,01%) | 1 530 (0,31%) | 1 797 (0,35%) |
Пурăну вырăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
5 пин ытла çынлă пурăну вырăнĕсем 2008 çулти кăрлач, 1 тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||
|
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ Викиампарта? |
---|
- Ямал-Ненец автономлă тăрăх администрацийĕн сайчĕ Архивленĕ 27 Ҫурла уйӑхӗн 2006 çулта.
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕ «Пур Раççей» каталогра Архивленĕ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта.
- Всё, что Вы хотите знать о Ямало-Ненецком автономном округе
- Ямал çинчен Архивленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕ Çĕн хыпарсем Архивленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2009 çулта.
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕн тетел-хаçачĕ
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕн çулçӳревлĕхĕ
Шаблон:Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ
РФ Урал федераци тăрăхĕ |
|
---|---|
|