Чапаев палăкĕ (Шупашкар)

Палăк | |
В. И. Чапаев палăкĕ
| |
Патшалăх | РФ |
Координатсем | 56°06′54″ с. ш. 47°15′31″ в. д.HGЯO |
Скульптор | П. А. Баландин |
Архитектор | В. И. Морозов |
Çурт-йĕре тунă вăхăт | 1960 çул |
В. И. Чапа́ев палăкĕ — Чăваш Республикин тĕп хулинчи — Шупашкарти — монумент. Граждан вăрçин халаплă паттăрне, Василий Чапаева, кунта çуралнăскерне, халалланă палăк.
Палăк пĕр ятлă скверте, Ленин проспекчĕпе юнашар, «Шупашкар I» чукун çул вокзалĕнчен инçе мар вырнаçнă. В. И. Чапаев музейĕ мемориал комплексне кĕрет.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Комдив юланутлă скульптурине Мускавра тунă, ăна вара Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче, Атăлçи павильон çурчĕ умне лартнă. Палăка арматурăланă беторан тунă. Авторсем — скульптор П. А. Баландин тата архитектор В. И. Морозов.
Шупашкара скульптурăна 1960 çулта 320 № савут (халĕ Шупашкарти В. И. Чапаев ячĕллĕ тăвăмлăх пĕрлешĕнĕвĕ) директорĕ И. А. Захарцевым тиесе килнĕ, малтан ăна савут умĕнчи лапама вырнаçарнă[1], каярах 1960 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе — çĕртмен 24-мĕшĕнче), Чăваш автономийĕ 40 çул тултарнă тĕлĕ, палăка Вокзал çумĕнчи лапамри сквере куçарнă[2] та шурă тĕслĕ постамент çине лартнă. Сквере В. И. Чапаев ятне панă.
1984 çулта палăка капиталлă реставрациленĕ[3]. Ут çинчи Чапаев палăкĕн çĕнĕ скульптурине бронзăран шăрантарнă, саблине тутăхман хурçăран тунă. Çаплах скульптурăна вунă метр çӳллĕш гранитлă постамент çине хапартнă, фасадри енне Граждан вăрçинчи героикăна кăтартакан барельефсемпе капăрлатнă. Реконструкциленĕ хыççăн монументăн пĕтĕм çӳллĕшĕ 15 метра çитнĕ, вĕсенчен 5 метрĕ — хăй скульптура композицийĕ.
Монументаллăхсăр пуçне, палăка реализм жанрĕнче ӳнерленĕ.

2005 çулта Шупашкарти палăксене ремонт тăвас планĕпе, 2007 çулта палăка тепре реконструкциленĕ (Шупашкар хулин администрацийĕ 23.11.2005 ç. йышăннă № 4287-р документпе). Реконструкциленĕ чухне постамента çĕнĕ гранит плитисене лартнă[4].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ К 105-летию со дня рождения И. А. Захарцева. Всадник с шашкой наголо 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. / сайт завода имени В. И. Чапаева
- ^ Бровченкова В. И. Памятник В. И. Чапаеву в Чебоксарах (краткий исторический очерк) // Чувашский национальный музей. Люди. События. Факты. (альманах). — 2002.
- ^ Музей и памятник Чапаева в Чебоксарах 2016 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. / сайт «visitvolga.ru»
- ^ Памятник герою Гражданской войны В. И. Чапаеву 2017 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. / МБУ «Управление жилищно-коммунального хозяйства и благоустройства»
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкарти паллă вырăнсем | ||
---|---|---|
Музейсем:
Наци музейĕ •
Ӳнер музейĕ •
В. И. Чапаев музейĕ •
Çеçпĕл музейĕ •
Сăра музейĕ •
Литература музейĕ •
М. С. Спиридонов хваттерĕ
|