Шăнкăрав курăкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шăнкрав курăкĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шăнкăрав курăкĕ
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Campanula

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 34472
NCBI 40568

Шăнкăрав курăкĕ (лат. Campánula) — Шăнкăрав курăкĕ йышшисем (Campanulaceae) çемьине кĕрекен курăк ӳсентăранĕсен ăрачĕ.

Ăрат шутĕнче вăтам климатлă çĕр-шывсенче ӳсекен 300 ытла тĕс. Çутçанталăкра Кавказра, Çĕпĕрте, Вăтам тата Çывăх Хĕвелтухăçра, Европăра çитĕнет, кăштах Çурçĕр Америкăра тĕл пулать.

Раççейре тата юнашар çĕр-шывсенче 150 яхăн, Раççейĕн европа прайĕнче — 15 çити тĕс ӳсет.

Шăнкăрав курăкĕ тĕрлĕ çĕрте: улăхра та, варманта та, çеçенхирте те ӳсет, çаплах пушхирпе чуллă сăрт çинче те тымар ярать. Нумай йышлă тĕрлĕ тĕссем тусен субальпă тата альпи ярăмĕсенче чечекленеççĕ.

Ăратăн ăслăлăх ячĕ — Campanula итал. campana, чан, чечекĕн ĕлкине палăртать.

Ăнлантарни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нумай çуллă, сайрарах пĕр е иккĕ çул çитĕнекен курăксем.

Экологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шăнкăрав курăкĕсене чечек пуххи тума татаççĕ, çакна пула тата ӳснĕ çĕре пăснă пирки ӳсентăрансем çухалаççĕ. Европăра 12 тĕсĕ çухалас патне çитнĕ е сайра тĕл пулакан тĕс, весенчен çурри — Италири эндемиксем. Вĕсем йышĕнче: тан çулçăллă шăнкăрав курăкĕ, трансильвани шăнкăрав курăкĕ, колокольчик тризоидный.[1]

Тĕссем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăшпĕр тĕсĕсен чечекĕсем пысăк, вĕсем декоративлă ӳсентăрансем шутланаççĕ, сăмахран Campanula trachelium L., Campanula latifolia L., Campanula rotundifolia. Юлашки тĕсĕн тымар кутĕнчи çулçисен ĕлки çавра, хунавĕн ĕлки — ланцетла.

Campanula persicifolia

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Белоусова Л.С., Денисова Л.В. Редкие растения мира. — М.: Лесная промышленность, 1983. — 344 с. Шаблон:5
  2. ^ NCU-3e. Names in current use for extant plant genera. Electronic version 1.0. Entry for Campanula L. (2009 çулхи Чӳк уйӑхӗн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «шăнкăрав курăкĕ‎»
  • Шăнкăрав курăкĕ Энциклопедия декоративных садовых растений сайтĕнче (2009 çулхи Чӳк уйӑхӗн 1-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)