Гагра
Гагра | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Грузи |
---|---|
Регион: | Абхази |
Никĕсленĕ: | 1308 |
Хула, çултан: | 1932 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 11 959 (2021) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 43°19′ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 40°15′ х.т.д. |
Гагра, Га́гры[1] (абх. Гагра, груз. გაგრა) — Грузин Хура тинĕс хĕрринчи курорт хули.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гагра — ăшă та йăмăх сăрăллă Грузи курорчĕ, Сочин аэропортĕнчен 36 çм тухăçалла тӳлеклĕ бухтă хĕрринче вырнаçнă. Тусен хӳтлĕхĕпе кунта хăй евĕр микроклимат, ăшă тинĕс сывлăшĕ — чуна ытамлать. Ту хушăкĕсемпе вĕрекен çилсем хулари сывлăша уçăлтарсах тăраççĕ. Хулара темиçе юханшыв — Жоэквара, Гагрыпш, Аныхамца, Репруа. Анăçалла тата кăнтăр-тухăçалла Пицунда хырлăхĕ хӳхенсе ӳсет.
Халăх йышĕ, хула тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ — 11 959 çын (2021).
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кунта Вăтаçĕр тинĕс субтропик климачĕ хуçаланать. Гагра — Хура тинĕс çыранĕнчи чи ăшă та типĕ вырăн. Çулталăкри вăтам температура +17 °C, хĕлле ăшă та çемçе — вăтам температура +11 °C. Çулла типĕ те шăрăх (+35°С — +38 °C). Çулталăкра 1300 мм таран нӳрĕк ӳкет. Шыва кĕмелли сезон çу уйăхĕнче тапранать те чӳк уйăхĕнче тин вĕçленет. Тинĕсри шыв 27—29°С таран ăшăнать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирĕн эрăччен I ĕмĕрте грек сутăçĕсем Триглиф факторине туса хураççĕ. Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Рим империн пăхăнăвне кĕрсе ӳкет. II ĕмĕрте Нитика карманĕ пулса тăрать. Каярах, IV—V ĕмĕрсенче, çак вырăнта Аббата абхаз карманне никĕс хураççĕ, унăн ишĕлчĕкĕсем халиччен те выртаççĕ.
XIV ĕмĕрте кунта генуйсем çитеççĕ, сутă-илӳ факторине никĕслеççĕ. Пьетро Висконти 1308 çулта хатĕрленĕ карттă çинче ăна «Хакара» тенĕ.
XVI ĕмĕрте генуйсене турккăсем хăваласа яраççĕ.
Абхазие Раççей çумне официаллă 1810 çулта хушнă пулин те, Гагра империн сĕм сферинче пулман. 1830 çулта кăна Сухум-Калерен генерал-майор Гессе çарпуçлăхĕпе гарнизон янă, вăл «Абаата» кармана туртса илет те унăн хӳтлĕх çурт-йĕрне çирĕплетме тытăнать. Крым вăрçи пуçлансан карман хӳтлĕхне пăрахăçлаççĕ.
Çак чаплă кану вырăнне Ольденбургский тиккĕ (Николай II-ĕн тăванĕ) никĕсленĕ.
Тинĕс хĕрринче кермен, шыв сиплев сывлăх çурчĕсем, виллăсем, чаплă çуртсем, вăйă çурчĕсем, меллĕ калаçу кĕтесĕсем туса лартнă. Швейцаринчен «Гагрипш» ятлă хăна çурчĕпе ресторана куçарса килнĕ, «Альп Гагри» патне çул тунă, тинĕс хĕрринче парк тума тытăннă. Тиккĕ Гагрăран чаплă та пуян курорт тăвас тенĕ, Раççейрен ют çĕршыв курорчĕсене юхса каякан ылтăн пурлăхсене чакарас шутпа ĕçленĕ, вырăс Монте-Карлине тума тăрăшнă.
Çак кун курортăн çуралнă кунĕ шутланать. Тинĕс хĕрринче парк уçнă, унта агава, пальма, лимон тата апельсин йывăçне, кипарис лартнă. Паянкунхи Гагрăра паллă парк, ресторан çурчĕ «Гагрипш», тата Ольденбургский тиккĕ керменĕ, колоннада пур. 1911 çулта Гагрăна пĕрремĕш çулçӳревсĕсем Германирен килнĕ.
1912 çулхи çу, 17 Гагрăна Николай II император килсе курнă.
1992—1993 çулсенчи грузин-абхаз хирĕçĕвĕнче хулара çапăçусем пынă.
Халĕ, вăрçă вĕçленсен, хула хăйĕн вырăнне туйса çулçӳрев усламне аталантарать. Чылай пайăр хăна çуртне тăваççĕ, вăхăта канăçлă ирттермелли çурт нумайланать. Курортăн чи паха сезонĕ — утă, çурла тата авăн уйăхĕсем.
Культура тата спорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гагра ӳнерте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гагрăра çапса ӳкернĕ фильмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Весёлые ребята» (1933—1934??))
- «Будь здоров, дорогой» (1981)
- «Зимний вечер в Гаграх» (1985)
- «Исчезнувшая империя» (2007)
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Галерейă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Грузин-абхаз хирĕçĕвĕнче ишелтернĕ театр, 2009 çул тĕлне юсаман
-
Гагра вокзал çурчĕ
-
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен палăкĕ
-
«Гагрыпшь» вокзал çурчĕ
-
Гагра, Хура тинĕс енчен
-
«Çĕнĕ Гагра» сăнĕ тӳперен
-
Даур Ахвледиани ячĕллĕ стадион умĕнчи футболист кӳлепи
-
Гагра, «Гагрипш» сăнĕ
-
Гагра чукун çул тоннелĕ
-
Кӳлепе
-
Гагрăн анăç енчи тинĕс çыранĕ
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ «Словарь современных географических названий»(ĕçлемен каçă) кĕнекепе килĕшӳллĕ икĕ ячĕ те анлă саралнă
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 2016 ҫулхи Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20160430174709/http://gagra-city.com/ архивланӑ. Гагра хулин официаллă сайчĕ
- Гагра курорт-хулан порталĕ 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хула çинчен 2014 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Гагра хулинчи вебкамера 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Гагра хула фотографи 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çутçанталăк пулăмĕ: Гагра 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ретро ГАГРА
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Хура тинĕс курорчĕсем |
|
---|---|
Кавказăн Хура тинĕс çыранĕ (Абхази, Грузи, Раççей) | |
Крым |
Алупка | Алушта | Гаспра | Гурзуф | Евпатория | Заозёрное | Канака | Кача | Керчь | Коктебель | Кореиз | Курортное | Межводное | Мирный | Николаевка | Новофёдоровка | Оленевка | Орджоникидзе | Отрадное | Партенит | Портовое | Приморский | Понизовка | Симеиз | Судак | Форос | Феодосия | Черноморское | Ялта |
Украина | Одесса облаçĕ: Вапнярка | Гвардейское | Грибовка | Затока | Ильичёвск | Каролино-Бугаз | Катранка | Курортное | Лебедёвка | Николаевка | Новая Дофиновка | Одесса | Приморское | Рассейка | Санжейка | Сергеевка | Южное Николаев облаçĕ: Василевка | Ивановка | Дмитровка | Днепровское | Коблево | Морское | Очаков | Покровка | Рыбаковка | Яселка Херсон облаçĕ: Александровка | Геройское | Зализный Порт | Лазурное | Рыбальче | Скадовск | Софиевка | Хорлы | Широкая Балка |
Турци | |
Болгари тата Румыни |
Абхази Республикин администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ |
||
---|---|---|