Контент патне куҫ

Пицунда

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пицунда
Хула гербĕ
Патшалăх: Грузи
Регион: Абхази
Никĕсленĕ:
Хула, çултан: 1963
Халăх йышĕ, пин çын: 4088 (2020)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 43°10′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 40°20′ х.т.д.
Пицундăн тĕп пляжĕ

Пицу́нда (абх. Пиҵунда, груз. ბიჭვინთა) — Абхазири курорт, хăйĕн пек ятлă сăмсах çинче вырнаçнă. Гагра хулинчен 25 çухрăмра ларать.

Пицундăри хыр вăрманĕ

Пицунда сăмсахĕпе Лдзаа çывăхĕнчи Хура тинĕсри шыв чи таса, витĕр курăнакан шутланать. Çуллахи шăрăх кунсенче тинĕс енчи вĕт хумсемпе хырпа чăрăш аллейисем Пицундăра сулхăн тытаççĕ. Хырпа чăрăш лаптăкĕсем 200 га ытла, 27 пине яхăн (штук) йывăç ӳсет. Юнашарах самшит вăрманĕ пур.

1991 çулта Пицундăра пурăнакан халăх йышĕ 11 пине яхăн çын пулнă. СССР арканăвĕпе абхаз-грузин хирĕçĕвĕ хыççăн халăх çыравне ирттермен. 1991 çулта хулара тĕрлĕ этнос çынĕ пурăннă пулсан, çапăçусем хыççăн кунта пурăннă вырăс тата грузин халăх йышĕ питĕ ӳкет.

Авалхи ĕмĕрсенче ку вырăнта грексем Питиунт ятлă хула никĕсленĕ, Греципе, Римпа, Висантипе сутă-илӳ ĕçĕсене тытса тăнă. Пирĕн эрăччен II ĕмĕрте грек историкĕсем ăна «Мăн Питиунт» ятпа чĕннĕ. Хула-керменĕн хӳтĕлĕв карти-çурчĕсем пулнă. Археологсем кунта шыв пăрăхĕсем тата канализаци пăрăхĕсем тупнă. XIII ĕмĕрте Генуй факторине никĕсленĕ. Пицунда чиркĕвĕнче органпа фортепиано каçĕсене иртереççĕ — ку вырăнта сасăсемпе кĕвĕсем ытарайми илемлĕ янăраççĕ.

Пицундăри пĕрремĕш пурăну вырăнĕсем пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте йĕркеленнĕ, грексем сăмсахра авалхи хула-порт Питиунт (грек Πιτυοῦς) никĕсленĕ. Пирĕн эрăччен II ĕмĕрĕн вĕçĕнче — пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче вăл Понти патшалахĕ шутне кĕнĕ.

Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа Пицундăра рим карманĕ пулнă, IV ĕмĕртенпе кунта Арамаçири христианлăхăн тĕпĕ пулнă. 404 çулта Пицундăна пыракан çул çинче Кустантин архиепископĕ таса Иоанн Златоуст вилсе каять. Пицунда собор алтарĕн айĕнче ăна валли тупăк вырăнне тунă, унта Кустантине илсе кайиччен шăмă-тир кĕлетки упраннă.

780-мĕш çç. Питиунт Абхази патшалăхне, X ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Грузие кĕрет.

XIV—XV ĕмĕрсенче кунта генуй факторийĕ Пецо́нда (итал. Pezonda) ĕçленĕ.

XVII—XVIII ĕмĕрсенче Пицунда Усман империне пăхăнса тăнă, XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчен Грузипе пĕрле Раççей империне хушăнать.

1950-мĕш çç. çĕр чавнă ĕçсенче чиркӳ каяшне (çав шутра IV—V ĕмĕрти мозаикăллă урай базиликине), карман тата пурăну çурчĕсене, мунча тупнă.

Климат Пицундăра нӳрĕк субтропик, Сочири пекех. Çулла ăшă (çурлари температура +23°C), хĕлле çемçе сивĕ, кăрлачри температура +6 °C тĕлнелле, çулти вăтамми +14,5 °C.

Нӳрĕк (1400 яхăн мм/çулта) çул тăсăлăвĕпех ӳкет, ытларах çумăр евĕр. Юр хĕлле те сайра çăвать, çусан тӳрех ирĕлсе каять.

СССР аркансан курорта канма сахал халăх çӳрет, анчах та, Пицундăна халĕ те раççей çулçӳревçисем пыраççĕ.

Паллă вырăнĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.