Уйăп
Ахаль уйăп | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||||
|
||||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||||
Pyrrhula pyrrhula Linnaeus, 1758 | ||||||||||||||||
|
Чи пĕчĕк хăравлăхрисем IUCN 3.1 Least Concern : 149595 |
Уйăп (Pyrrhula pyrrhula) — Раççей вăрманĕсен хĕл кайăкĕ, çерçирен чылай калăплăрах: йывăрлăхĕ 32—34 г. Аçа тĕкĕсем çав тери илемлĕ. Пуç тăрри, çуначĕсем тата хӳри хура тĕслĕ. Мăйĕн кайри пайĕпе çурăмĕ çутă-кăвак. Хӳре çийĕпе хӳре айĕ шап шурă. Кĕлеткин аял пайĕ хĕрлĕ. Уйăп амин хĕрлĕ тĕс вырăнне пăвăрлă-кăвак пулать.
Çутçанталăкри пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Европăпа Азин тайга тĕсĕллĕ лăсăллă вăрмансен ярăмĕсенче, Атлантикăпа Лăпкă океанĕсем хушшинчи пурăнать. Хĕллене вĕçен кайăксен чылайăшĕ кăнтăралла йăва çавăрнă облаçĕнчен аякках — Амура, Байкал-лешьене, Вăтам Азие, Крыма тата Çурçĕр Африкăна çити куçать. Куçса çӳренĕ чух ял-хулари садсенче, парксенче пурăнать. Çурçĕрелле уйăп пуш-ака уйăхĕсенче вĕçсе каять. Вĕçсе çитсен мăшăрсем йăва çавăрма тытăнаççĕ: ареалăн кăнтăр çĕрĕсенче — ака вĕçĕнче, çурçĕ енче — самай каярах.
Йăви чашăк евĕр, кăштах лутра формăллă, яланхи пекех, чăрăшăн 2 — 5 çӳллĕшĕнчи лăсси çинче, тĕп вуллинче аякрах вырнаçнă. Пусмара тĕксĕм пăнчăллă 4—7 çутă кăвак çăмарта. Ами пусма ларать, аçи хăш чух ăна улăштарать, апат илсе çитерет. Пусма ларни 13—15 куна пырать. Чĕпписем йăвара 15—16 кун лараççĕ. Амипе аçи иккĕшĕ те тăрантарса çитĕнтереççĕ. Йăваран вĕçсе тухнă чĕпписене ашшĕ-амăшĕ тепĕр кана пĕсехерен апат кăларса параççĕ. Çу тăршшĕпе икĕ хут чĕпĕленеççĕ.
Уйăпсем утă уйăхĕ вĕçĕнче — çурла пуçламăшĕнче тĕк тăкма пуçлаççĕ те авăн уйăхĕн варринче вĕçленеççĕ. Çак вăхăталла çамрăк уйăп аçи пĕтĕмпех йăмăх тумлă пулса тăрать. Тĕк тăкнă хыççăн уйăпсем хĕл тăршшипех çемйеллĕ е касуллă вĕçсе çӳреççĕ. Вĕçен кайăксен кĕрхи юркăнĕсем октябрьте тапранаççĕ. Хĕл пуçламăшĕнче уйăпсем тĕп облаçсенче пуçтарăнаççĕ. Çак вăхăтра йăмăх хĕрлĕ кĕлеткисем шап-шура юр çинче питĕ илемлетеççĕ. Майĕпен пур уйăп кăнтăралла юркать, хĕлĕн иккĕмĕш çурринче вĕсене кунта тĕл пулма çук. Тепрехинче вĕсем çуркунне умĕн каялла йăва çавăрмалли вырăна таврăннă чух пуçтарăнаççĕ. Уйăпсен пĕр пайĕ çурçĕр енчи ареалĕнчех юлать. Тарăн юрлă тата шартлама сивĕ хĕлсенче вĕçен кайăксем шăнса та вилеççĕ.
Уйăпсем ӳсентăран çимĕçпе — лăсăллă тата çулçăллă йывăç вăррипе, кăчкипе, çамрăк хунавĕ-çулçипе, чечекĕпе — хырăмне тултараççĕ. Чĕпписене ӳсентăран çимĕçĕпех тăрантараççĕ. Хурт-кăпшанкăа ăнсăрт çеç астивеççĕ. Уйăпа часах читлĕхре хитре юрлакан кайăк вырăнĕнче тытаççĕ.
Юрлани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]P. pyrrhula pyrrhula йыхăрни, Байкал кӳлли.
Тулаш аудиофайлсем | |
---|---|
http://nature.baikal.ru/sndfiles/158/3_1_06_93_Ppp2_IX7.mp3 |
P. pyrrhula pyrrhula «трубящая» йыхăрни. Алтай.
Тулаш аудиофайлсем | |
---|---|
http://nature.baikal.ru/sndfiles/106/Pppm1.mp3 |
Пухмач
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Уйăп аçи
-
Уйăп аçи
-
Уйăп ами
-
Уйăп ами
-
Уйăп аçи
-
Pyrrhula pyrrhula europoea
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Уйăп Мишши, чăваш сăвăçи.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский. / под общей редакцией акад. В. Е. Соколова. — М.: Рус. яз., «РУССО», 1994. — С. 436. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20150924125702/http://www.sevin.ru/vertebrates/index.html?birds%2F691.html архивланӑ. Раççейри çурăм шăммиллĕ чĕрчунсем: Ахаль уйăп]]