Контент патне куҫ

Чхаттисгарх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чхаттисгарх
хинди छत्तीसगढ
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата 2000
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ят хинди छत्तीसगढ
акăл. Chhattisgarh
Официаллӑ чӗлхе Хинди и чхаттисгархи[d]
Патшалӑх
Администраци вырӑнӗ Райпур[d]
Административлӑ-территориллӗ пай Инди
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче Восточная Индия[d]
Геоданнӑйсем Data:India/Chhattisgarh.map
Патшалӑх пуҫлӑхӗ Anusuiya Uikey[d]
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗ Chief Minister of Chhattisgarh[d]
Правительство пуҫлӑхӗ Vishnu Deo Sai[d]
Ӗҫ тӑвакан влаҫ Government of Chhattisgarh[d]
Саккун йышӑнакан орган Chhattisgarh Legislative Assembly[d]
Халӑх йышӗ
  • 29 436 231 чел. (2020)[1]
Арҫынсен йышӗ 12 832 895[2]
Хӗрарӑмсен йышӗ 12 712 303[2]
Административлӑ пайланӑвӗ Сургуджа[d], Биласпур[d], Дург[d], Райпур[d] и Бастар[d]
Чикӗленсе тӑрать Мадхья-Прадеш, Махараштра[d], Одиша, Джаркханд[d], Уттар-Прадеш[d], Телингана[d] и Андхра-Прадеш[d]
Пӗрле лаптӑка йышӑнать Chhattisgarh[d]
Калаҫу чӗлхи Agariya[d], Nagpuri[d], багхели[d], Bhariati[d], Birhor[d], Mirgan[d], Asur[d], Pardhan[d], Халби (язык)[d], Bhatri[d], Kharia[d], косли[d], Turi[d], Корва (язык)[d], Majhwar[d], Kamar[d], Surgujia[d], Nahari[d], Khirwar[d], маратхи[d], телугу[d], парджи[d], Maria[d], чхаттисгархи[d], Koya[d], курух[d], Bhunjia[d], Desia[d], Western Muria[d], Dandami Maria[d], Eastern Muria[d], Koraku[d] и Far Western Muria[d]
Лаптӑк
  • 135 194 тăваткал километр
Официаллӑ сайт chhattisgarh.nic.in
Карта местонахождения
Подробная карта
Экономики economy of Chhattisgarh[d]
Хула халӑхӗ 5 937 237[3]
Ял халӑхӗ 19 607 961[3]
Хут пӗлменнисем 10 165 276[3]
Хут пӗлекенсем 15 379 922[3]
Чхаттисгарх на карте
Чхаттисгарх
Чхаттисгарх
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Чхаттисгарх (хинди छत्तीसगढ़, акăл. Chhattisgarh) — Индин варринче вырнаҫнӑ штат. 2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадеш штат йышӗнчен 16 района уйӑрса кӑларса йӗркеленӗ. Мадхья-Прадеш, Махараштра, Андхра-Прадеш, Орисса, Джаркханд, Уттар-Прадеш штатсемпе чикӗленче тӑрать. Лаптӑкӗ — 136 034 км², халӑхӗ — 25 540 196 ҫын. (2011). Тӗп хули — Райпур. Ытти пысӑк хуласем — Бхилаи, Биласпур, Корба.

Штатӑн ҫурҫӗр пайӗ Индпа Ганг айлӑмӗн хӗрринче вырнаҫнӑ, штатӑн тӗп пайӗнче Маханади юханшывӑн пулӑхлӑ айлӑмӗ — штатра рис туса илекен тӗп районӗ — сарӑлса выртать; штатӑн кӑнтӑр пайӗ Декан тӳремсӑртлӑхӗнче, Годавари юханшывӗн бассейнӗнче вырнаҫнӑ. Вӑрманлӑх виҫи 40 % танлашать.

Штат кун-ҫулӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Штата йӗркелениччен 1950-мӗш ҫулсенче Совет Союзӗн ӑстисем Бхилаи металлурги савутне туса лартнӑ.

2010 ҫулхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне штатра маоистсен юхӑмӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатман-ха, вӑл правительствӑпа тата йӗркене хураллакан вӑйсемпе алла хӗҫпӑшал тытса кӗрешет. XX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа ҫак ушкӑнӑн хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫыннисем вырӑнти халӑха хӗсӗрленинчен хӳтӗлетпӗр тесе кӗрешеҫҫӗ, фермерсен ҫӗрӗсене туртса илессине хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Правительствӑпа кӗрешме маоистсем террористла меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавна май вӗсене полици те, ахаль халӑх та час-часах хур курать.

Чхаттисгарх штат Бхарати джаната парти яланах тенӗ пек вӑй тытса тӑракан штатсен шутне кӗрет. Хальхи вӑхӑтра (2010 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне) шӑпах ҫак парти штат правительствине йӗркеленӗ.

2018 ҫулхи суйлавра ИНК ҫӗнтернӗ.

Администраципе территориллӗ пайланӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Штат шутне 27 округ кӗрет:

Штатӑн тӗп чӗлхи — чхаттисгархи — вӑл хиндине пит ҫывӑх. Сӑртлӑ-туллӑ районӗсенче дравид чӗлхисем сарӑлнӑ: телугу, гонди, мариа, муриа, койя, pardhan, парджи, nagarchal, курух.

Штат промышленноҫӗн никӗсӗ — энергетика, хура тата тӗслӗ металлурги. Тӗслӗхрен, Бхилаире Индири чи пысӑк металлурги комбиначӗсенчен пӗри (СССР пулӑшнипе туса лартнӑ) вырнаҫнӑ. Корбӑра ӗҫлекенсем ТЭС-сем — ҫӗршыври чи пысӑккисенчен пӗрисем. Ҫавӑн пекех цемент тата хими промышленноҫӗ (минераллӑ удобренисем туса кӑларасси) аталаннӑ. Ял хуҫалӑх никӗсӗ — рис, ҫавӑн пекех тулӑпа кукуруза ӳстереҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Чхаттисгарх статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.