Çурçĕр Пăрлă океанĕ
Çурçĕр Пăрлă океан, — Евразипе Çурçĕр Америка континенчĕсем хушшинче вырнаçнă, лаптăкĕпе чи пĕчĕк океан. Лаптăкĕ 14,75 млн км2, объемĕ 18,07 млн. км3. Чи тарăн вырăн Гренланди тинĕсĕн 5 527 метр тарăнăшĕнче вырнаçнă. Вăтамран тарăнăшĕ вара 1 225 метр.
Тупмалли |
Тинĕссем[тӳрлет]
Еврази патĕнче çак тинĕссем вырнаçнă: Норвеги, Баренц, Шурă, Карск, Лаптевсен, Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Чукотка тинĕсĕсем; Çурçĕр Америка хĕрринче çаксем вырнаçнă: Гренланди, Бофорт, Баффин, Гудзон кӳлмекĕ, Арктикăри Канадăн архипелагĕн заливĕсемпе проливĕсем.
Утравсем[тӳрлет]
Утравсен шучĕпе Çурçĕр Пăрлă океан Лăпкă океан хыççăн иккĕмĕш вырăна йышăнать. Чи пысăк утравсемпе архипелагсем: Арктикăри Канадăн архипелагĕ, Гренланди, Шпицберген, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çĕнĕ Çĕр, Çурçĕрти Çĕр, Новосибирск утравĕсем, Врангель утравĕ.
Судоходство[тӳрлет]
3-5 уйăх хушши Çурçĕр Пăрлă океан тăрăх тинĕссем утрлă тавар туртараççĕ. Ытларах енĕпе таварсене туртарма океана Раççей, АПШ тата Канада усă кураççĕ.
Пысăк портсем: Мурманск, Беломорск, Архангельск, Диксон, Тикси, Певек (Раççей); Тромсё, Тронхейм (Норвеги); Черчилл (Канада).
Асăрхавсем[тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет]
| Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен.
Информаци тĕрĕслĕхне кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
|
|
|
|---|---|
| Çурçĕр · Карибсем · Латин · Вăта · Кăнтăр | |
| Çурçĕр · Хĕвеланăç · Вăта · Хĕвелтухăç · Кăнтăр | |
| Çурçĕр · Малти · Вăта · Тухăç · Кăнтăр · Кантăр-тухăç Çывăх Тухăç · Вăта Тухăç · Инçет Тухăç |
|
| Çурçĕр · Анăç · Вăта · Тухăç · Кăнтăр | |
| Австрали · Çĕнĕ Зеланди · Меланези · Микронези · Полинези | |
| Арктика · Антарктика | |
| Атлантика · Инди · Çурçĕр Пăрлă · Лăпкă · Кăнтăр (Официаллă йышăнман) | |