Викимедиа фончĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ан пăтраштарăр! MediaWiki«вики» технологипе ĕçлекен веб-сайтсен программа механизмĕ
Викимедиа фончĕ
Wikimedia Foundation, Inc.
Тĕс 501(c)(3) коммерцилле мар йĕркеленӳ
Йĕркеленĕ çул çĕртме, 20 2003
Вырнаçăвĕ Сан-Франциско, Калифорни, АПШ
Паллă çынсем Тин Чэнь, Шанчăклă çынсен канашĕн председателĕ
Джимми Уэйлс, чыслă председатель[1]
Элчелĕх Мĕнпур тĕнче
Ĕçлĕх сфери Вики-проектсем
Пухăмсем $1,508,039
Тупăш $1,508,039
Ĕçтешсен шучĕ 12 тара тытнă çын
Веб-сайт [[1] wikimediafoundation.org%20wikimediafoundation.org]]
Викиме́диа фончĕ, Сан-Франциско.

Викиме́диа фончĕ (акăл. Wikimedia Foundation Inc) — коммерцилле мар йĕркеленӳ, ирĕклĕ саралакан контент тăвакан тетел-пĕрлĕхĕсене — вĕсенчен чи паллăраххи ирĕклĕ «Википеди» энциклопедийĕ — ĕç никĕсне йĕркелесе пулăшаканĕ. Фондăн ĕç-пуçĕ ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе тытăнса тăрать. «Ирĕклĕ контента» (GFDL, CC-BY(-SA) лицензиллĕ, е этем пĕрлĕ усă курăвĕнчи текстсем тата ӳкерчĕксем) тата «ирĕклĕ кода» (GPL лицензилле программа кодне) пĕтĕм тĕнчери ирĕкле ĕçлекекенсем хатĕрлесе кĕртеççĕ.

Фонда йĕрклени çинчен 2003 çулхи çĕртме, 20 унченех туса хунă Википеди никĕслекенĕ Джимми Уэйлс пĕлтерет.

Проектсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шанăçлă çынсен канашĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

8 çынран тытăнса тăракан шанăçлă çынсен канашĕ Фонд влаçĕн аслă органĕ шутланать.

Канаша суйланă тата палăртса лартнă пайташ кĕрет. Суйланисене çĕртмере е утăра улăштараççĕ, палăртса лартнисене — раштавра.

Фонд уйрăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фондăн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕм тĕнчери 19 «регион уйрăмĕсен» эрешĕ тытса пырать, вĕсенче ирĕк кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Хальхи самантра «регион уйрăмĕсем» Австралире, Австрире, Аргентинăра, Венгрии, Германии, Гонконгра, Израильте, Индонезире, Италире, Нидерландсенче, Норвегире, Польшăра, Раççейре, Сербире, Таиландра, Украинăра, Францире, Чехире, Швецире тата Швейцарире пур; Бразилире тата Аслă Британире йĕркелес ĕç пырать. «Регион уйрăмĕсем» термин пулин те, çак йĕркелӳсем хăй ирĕклĕ шутланаççĕ, вĕсен «амăш» Фондчĕпе пĕрлĕ тĕллев — лицензи енчен ирĕклĕ пĕлӳ материалĕсене тăвасси, сарасси.

Викимедиа РУ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2008 çулхи чӳк, 21 Раççейре энциклопеди пĕлӳлĕхе сарма пулăшакан коммерциллĕ мар «Викимедиа РУ» этем пĕрлĕхне туса хунă, вăл «Викимедиа фондчĕпе» официаллă çыхăнса Раççей территоринче Викимедиа Фондăн проекчĕсене (вĕсенчен чи палли ирклĕ тетел-энциклопеди «Википеди») туса пырать».

Çак йĕркелĕве тăвас шухăш 2005 çултах çуралнăччĕ, хастар хатĕрлĕнӳ ĕçĕсем 2007 çулăн кĕркунне тин тапранчĕç. 2008 çулхи çу, 24 хатĕрленĕ учредитель докуменчĕсене «Викимедиа фондăн» шанăçлă çынсен канашĕ официаллă ырланă — шăпах çак кун «Викимедиа» проекчĕсенче раççей йĕркелĕвĕн çуралнă кунĕ шутланать. 2008 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче «Викимедиа РУ» коммерцилле мар йĕркелӳсен реестрне кĕрсе регистрацин юридици процедури вĕçленни пирки хыпарларĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Board of Trustees - Wikimedia Foundation. Wikimedia Foundation (2008-01-15). çăлкуçран архивланă 15 Кӑрлач уйӑхӗн 2008. Тĕрĕсленĕ 19 Кӑрлач уйӑхӗн 2008.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]