Тирана
Википедири материал
Тира́на (алб. Tiranë, Tirana) — Албани тĕп хули, Тирана ретин административлă тĕпĕ, паллă политика, экономика тата культура тĕпĕ.
Хула хăй тĕллĕ административлă виçе шутланать.
Лаптăкĕ 30 çм2.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Тусем хушшинчи айлăмра (тинĕс шайĕнчен 89 м çӳллĕшĕнче) Ишм юханшыв çинче Албан тӳремĕн варринче, Круя-Дайти ту хысăкĕн умĕнче, Адриатика тинĕсĕнчен 40 çм, вырнаçнă.
[тӳрлет] Климат
Климачĕ субтропиклă, вăтаçĕртинĕслĕ; çулла шăрăх, типĕ сывлăш (утăри вăтам температура 24 °С), хĕлсем çемçе, нӳрĕк (кăрлачăн вăтам температури 4—5 °С); нӳрĕк çулта 1376 мм ӳкет.
[тӳрлет] Халăх
Тирана халăх йышĕ, официаллă хыпарпа, 2003 çулта 353 400 çын пулнă, официаллă маррипе — 1 миллиона яхăн çын (11 пин çын 1923 çулта; 40 пин çын 1939 çулта; 108 пин çын 1955 çулта; 136,3 пин çын 1960 çулта, 200 пин çын ытла 1975 çулта).
[тӳрлет] Кун-çулĕ
1614 çулта никĕсленĕ, 1920 çултанпа патшалăхăн тĕп хули.
[тӳрлет] Экономика
[тӳрлет] Çутĕç, этеплĕх
Тиранăра пур: Тирана Университечĕ, ял хуçалăх институчĕ, институт изящных искусств, физкультура институчĕ; Албани ĂА, тĕп ăслăх-тĕпчев зоотехника станцийĕ, Ветеринари ăслăх-тĕпчев институчĕ; Наци библиотеки; Археологипе этнографи музейĕ, Наци ирĕклĕх кĕрешĕвĕн музейĕ, Çутçанталăк ăслăхĕн музейĕ, Ленинпа Сталин музейĕ.
Çаплах пур: Оперăпа балет театрĕ (балет шкулĕпе), Халăх театрĕ, Эстрадăпа цирк театрĕ, Пукане театрĕ, Консерватори, Филармони, А. Моисеи ячĕллĕ актёр аслă училищи , И. Моисси ячĕллĕ Ӳнер музейĕ, «Çĕнĕ Албани» киностуди.
[тӳрлет] Архитектура
Тирана радиал-ункăллă хула. Ватă кварталĕсем хĕсĕк кукăр урамлă тата çуртсем кил карти ăшĕнче. Административлă тата культура тĕпне (Скандербег лапамĕн ансамблĕ, банк, университет, Оперăпа балет театрĕ, Эфем Бей мечетĕ) 1920—30-мĕш çç. тунă. 1953—58 çулсенче Тирана реконструкци планне (архитекторсем: Г. Стразимири, М. Меле) палăртнă. Пысăк пурăну комплексĕсене хăпартнă; «Çĕнĕ Албани» киностуди çуртне туса хунă (1952, совет архитекторĕ Г. Л. Лавров). Палăксем: В. И. Ленина (цемент, 1950-мĕш çç., скульптор К. Хоши), Партизана (бронза, 1947, А. Мано) тата ур.
[тӳрлет] Тăванлă хуласем
| Çак статьяна лайăхлатас тесен çакна тумалла?: |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |
| Европăн тěп хулисем |
|---|
| Амстердам | Андорра-ла-Вьеха | Афин | Белград | Берлин | Берн | Братислава | Брӳссел | Будапешт | Бухарест | Вадуц | Валлетта | Варшава | Ватикан | Вена | Вильнюс | Дублин | Загреб | Киев | Кишинёв | Копенгаген | Лиссабон | Лондон | Любляна | Люксембург | Мадрид | Минск | Монако | Мускав | Осло | Париж | Прага | Рейкьявик | Рига | Рим | Сан-Марино | Софи | Скопье | Таллин | Тирана | Сараево | Стокгольм | Хельсинки |