Люксембург (хула)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Люксембург
Хула гербĕ
Патшалăх: Люксембург
Регион:
Никĕсленĕ: 963
Хула, çултан: 1244
Халăх йышĕ, пин çын: 100.000 (2010)
Хула лаптăкĕ: 51,24 км2
Геогр. анлăхĕ: 49°36′42″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 6°7′48″ х.т. д.

Люксембург, — пĕчĕк Аслă Герцогство Люксембург патшалăхĕн тĕп хули. Лаптăкĕ 51,24 çух².

Халăхĕ, чĕлхи, тĕнĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Люксембург сахал çын пурăнать, кунта çĕршывăн виççĕмĕш пайĕ, 75 пин çын пурăнать: нимĕçсем тата французсем. Кашни халăх хăйĕн чĕлхипе калаçма ирĕклĕ. Кусемсĕр пуçне, люксембург чĕлхи те пур. Вăл нимĕç чĕлхин рейнçи диалекчĕ шутланать, франци чĕлхинчен илнĕ сăмахсем унта нумай. Акăлчан чĕлхи анлă сарăлнă. Хулари çынсем ытларах енĕпе католиксем шутланаççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Люксембург çинчен пĕрремĕш хут çырусенче 963 çулта асăннă. Хула ятне 1244 çулта илнĕ. Хула темиçе хут алăран алла куçнă. 1606—1684, 1697—1724 çулсенече хула Испани çĕрĕ шутланнă, 1684—1697, 1794—1815 çулсенече Францине кĕнĕ, 1714—1794 çулсенече Австри аллинче пулнă. 1815 çулта хула ирĕклĕх çĕнтерсе илнĕ. Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçисем вăхăтĕнче хулана Германи тытса хупăрланă. Вăрçă хыççăн питĕ хăвăрт аталаннă, халĕ вăл Европăри хаклă хула шутланать.

Хула сăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]