Будапешт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Будапешт
Хула гербĕ
Патшалăх: Венгри
Регион:
Никĕсленĕ: 1873
Хула, çултан: 1873
Халăх йышĕ, пин çын: 1 800 (2004)
Хула лаптăкĕ: 525,16 км2
Геогр. анлăхĕ: 47°28′19″ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 19°03′01″ х.т.д.

Будапешт, — Венгри патшалăхен тĕп хули. 1873 çулта Пешт, Буда тата Обуда хулисем сыпăннипе пулнă. Дунай хĕрринче ларать.

1896 çулта кунта Европăри пĕрремĕш метрона уçнă.

Истори[тӳрлет]

Пирĕн эрăчен 1 ĕмĕрте кунта кельтсен Ак-Инк ялĕ вырнаçнă пулнă. Пирĕн эрăн 1 ĕмĕрте кунта римлянсем килнĕ хыççăн ку çĕрсене Рим провинцине кĕртнĕ. 106 çулта Ак-Инка Аквинкум çине улăштарса ăна провинци центрĕ туса хунă. Ку вăхăтра çав хулара 20 пин çын пурăннă, римлянсен гарнизонĕ вырнаçнă пулнă. 450 çулсем çитес вăхăта римлянсене хуннсем улăштарнă.

895 çулсем патнелле ку тăрăха венгр халăхĕсем килнĕ. Аквинкума Обуду ят панă, Венгрин пĕрремĕш политикăллă центрĕ пулса тăнă. XII ĕмĕрте Дунай юханшывăн сулахй çыранĕсем çинче, Пешт вырăнĕнче, пурăнма пуçланă.

1241 çулта Буда тата Пешта монголсем çаратса аркатса хăварнă.

Будапешт çине çӳлтен çурçĕр еннелле пăхсан. Сулахай енче Пешт, сылтăм енче Буда. Кунтаррах вырнаçнă утрав ячĕ Маргет утравĕ, аяккарахи — Чепель утравĕ

1473 çулта хулара венгрсен пĕрремĕш кĕнекине пичетлесе кăларнă.

1873 çулта хулана каçхине çутатма электричествăпа çунакан хунарсемпе усă курма пуçланă. 1887 çулта хулара трамвайпа усă курма пуçланă. Телефон хулара 1885 çулта çутă курнă.

Европăри ытти хуласенчен маларах 1896 çулта кунта метро уçнă.

Каçăсем[тӳрлет]