Федотов Михаил Романович
Федотов Михаил Романович | |
Федотов Михаил Романович | |
Çуралнă вăхăт: | 1919, кăрлач, 20 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Пуянкасси ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей |
Вилнĕ вăхăт: | 2003, кăрлач, 13 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РФ |
Ăслăх сфери: | тюркологи, лингвистика, чăваш чĕлхин пĕлĕвĕ |
Альма-матер: | Чулхулари ют чĕлхесен педагогика институчĕ |
Паллă вĕренекенсем: | Н.И.Егоров |
Федотов Михаил Романович (1919 çулхи кăрлачăн 20 Пăва уесĕнчи, халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ, Пуянкасси ялĕнче çуралнă; 2003 çулхи кăрлачăн 13 Шупашкарта вилнĕ), — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, тюрколог, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1974), профессор (1975). Çавăн пекех ăна витĕмлĕ публицист тата ăслăха, пĕлĕве халăх хушшинче сараканĕ теме пулать[1][2]..
Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1989), Чăваш Республикин Патшалăх премин лауреачĕ (1996). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1919 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ) Пуянкасси ялĕнче çуралнă.
Тăван тăрăхĕнче пуçламăш тата çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ илсен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (вĕçлемен) вĕреннĕ. 1934—1937 çулсенче Патăрьелĕнчи педагогика вĕрентĕшĕнче пĕлӳ пухнă.
1934—1937 çулсенче Михаил Федотов Патăръелти педагогика училищинче вĕреннĕ. 1937—1939 çулсенче Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас тата Шăмăршă шкулĕсенче математикăпа нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Хĕрлĕ Çар салтакĕ, пехота училищин курсанчĕ пулнă (1939—1941 çулсенче). Тăван Çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, тыткăна лекнĕ. Концлагерьтен ирĕке кăларсан Германири Совет Çар администрацийĕнче тăлмачра ĕçленĕ (1945—1947), çав хушăрах куçаруçăсен куçумсăр шкулĕнче ăсталăхне туптанă.
Вăрçăран таврăнсан Мари Республикин Звенигово районĕнче (1948—1952) тата Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕнче (1953—1954) нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ, 1950—1953 çулсенче Ют чĕлхесен Чулхулари Н.А. Добролюбов ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.
Çапла вара кунта М. Р. Федотов пурнăçĕнче еплерех пĕлӳ илни курăнса тăрать.
Калас пулать, М.Р.Федотов аспирантурăра вĕренмен, вăл унсăрах филологи ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине хатĕрлесе хӳтĕленĕ.
Малашнехи пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче нимĕç чĕлхин вĕрентӳçи (1954—1956, 1964-1967), Вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра ют чĕлхесен кабинечĕн пуçлăхĕ (1956—1964) пулнă.
Михаил Федотов чăваш шкулĕнче нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕсене валли виçĕ пулăшу кĕнеке хатĕрлесе панă (1957-1959), чăваш чĕлхи Атăлпа Перĕм тăрăхĕнчи финн-укăр чĕлхисемпе хутшăннине сăнлакан монографи (2 пайлă; 1965, 1968) пичетлесе кăларнă.
1964 çулта «Чăваш чĕлхинчи модальлĕхе палăртмапли мелсем» темăпа кандидат диссертацине, 1969 çулта «Чăвашпа мари чĕлхисен çыхăнăвне истори тĕлĕшĕнчсн çутатни» темăпа тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ.
1967 çултан пуçласа Михаил Федотов Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ: ют чĕлхесен кафедрин доценчĕ, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕ кафедрин профессорĕ, тĕрĕк ăслайĕсен кафедрин профессор-консультанчĕ, хĕвел тухăç пĕлĕвĕ кафедрин пуçлăхĕ пулнă, студентсене пулăшма «Чăваш чĕлхин историйĕ» (2 кăларăмпа; 1971, 1979), «Авалхи тĕрĕк чĕлхи» (1973), «Тĕрĕк чĕлхисен танлаштару грамматики» (1975), «Тюркологи пуçламăшĕ» (1976) кĕнекесем пичетлесе кăларнă.
Чăвашпа мари чĕлхисен хутшăнăвне тишкерсе 1990 çулта Михаил Федотов «Чувашско-марийские языковые взаимосвязи» монографие хатĕрленĕ. «Материалы к историко-этимологическому словарю чувашского языка (1992)», «Этимологический словарь чувашского языка» (2 томпа; 1996), «Словарь чувашских нехристианских имен» (1998) ĕçĕсене вулакан патне çитернĕ. 2002 çулта этимологи словарĕ иккĕмĕш кăларăмпа тухнă.
Тĕпчевçĕн чи паллă ĕçĕ виçĕ кĕнекеллĕ «Чувашский язык в семье алтайских языков» (1980, 1983, 1986). 1996 çулта çак монографин анлăлатнă варианчĕ — «Чувашский язык: Истоки. Отношение к алтайским и финно-угорским языкам. Историческая грамматика» — пичетленсе тухнă. Уншăн Михаил Федотов Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕç пулнă.
Михаил Федотов чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн историкĕ те пулнă. Чĕлхеçĕсен пултарулăхне тишкерсе чылай статья тата «Исследователи чувашского языка» кĕнеке (1987, 2000) чăваш чĕлхин хăй евĕрлехне хӳтелесе Михаил Федотов ăслăлăх кĕнекисенче те, хаçат-журналта та статьясем пичетленĕ, тăван чĕлхе сипетне упраса хăварма тăрăшнă.
Пурнăç тăршшĕнчи ĕç вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анат Чаткасри тата Шăмăршăри шкулсенче — вĕрентевçĕ, вăл шутра нимĕç чĕлхи енĕпе.
- Германири совет администрацийĕн пайĕнче — куçаруçă (1945-1947 (Ратенов, Бранденбург, Потсдам хулисенче).
- Тăван ялĕнче — колхозра (1947-1948)
- Мари республикинче (Звенигово районĕ, Кокшамар ялĕ) нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Сĕнтĕрвăрринчи çĕрйĕркелев техникумĕнче те.
- Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри шкулта (1953-1954)
- Шупашкарти вĕрентевсĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ют чĕлхесен кабинечĕн пуçлăхĕ (1956-1964)
- Чăваш педагогика институтĕнче (1954–56, 1964–67)
- 1967-мĕш çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче: 1967–69 – ют чĕлхесен кафедринче доцент, 1967–76 – чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн кафедринче доцент, 1976–80 – çав кафедрăрах профессор, 1980–99 – ют чĕлхесен кафедринче профессор-консультант, 1999–2003 – тюркологи кафедринче профессор-консультант.
- 1996–99 çулсенче Чăваш гуманитари институтĕнче ертсе пыракан ăслав ĕçлевçи.
Кунта çарта тата вăрçăра, вăл шутра тыткăнра, пулнă вăхăтсене кăтартман (куçаруçăра ĕçленĕ тапхăра шутламасан).
Ăслăхри ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Михаил Романович Федотов профессор, академик ăслăхра чăваш чĕлхин историйĕ, тюркологи, алтаистика, финно-угроведени енĕсемпе ĕçленĕ. Асăннă хуть те хăш ене пырса перĕнсен те — яланах чăвашлăхпа çыхăннă.
Кунта чăн малтанах алтаистика пирки аса илни вырăнлă тата кăсăклă. Çакă чĕлхери пулăмсене алтай чĕлхисен пĕрлĕхĕн шайĕнче пăхса тухнине пĕлтерет. Генеалоги тĕлĕшенчен Алтай чĕлхисен пĕрлĕхĕ чăнах та пулнă е ку малсăлтавла япала çеç — çакă кунта, ахăртнех, пит пĕлтерĕшлех те мар. Пулăмсене анлă контекстра пăхни паха.
Чăваш чĕлхин историне халиччен питĕ аван тĕпченĕ пулин те, пухнă пĕлĕве халăхра, çынсен тĕрлĕ сийĕсенче сарас ыйтусем яланах пулнă, пур, малашне те пулĕç. Çав вăхăтрах çĕнĕрен тупнă пĕлÿсене ăслав килкартине тата халăх хушшине вĕçĕмсĕр кĕртсе тăрас ыйтусем те яланах пур. Çапла вара, пирĕн хушăра М.Р.Федотов пек ăславçăсем тата вĕсен еткерлĕхĕсем пурри питĕ аван. Ку — пирĕн телей.
М.Р.Федотов XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Н.И.Ашмарин тата ыттисем йĕркелесе хăварнă пăлхар-чăваш вĕсе-вĕçлĕх теорине тĕрек парса тăракансенчен пĕри пулнă. Унашкал тĕрке вара ун чухне вăл теорие, тĕрлĕ сăлтавсене пула, питĕ кирлĕ пулнă (сăмах май каласан, паянхи кун та питĕ кирлĕ).
Тюркологири, финно-угроведенири, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнчи Михаил Романович тунă ĕçсене тĕнчери, Раççейри, Чăваш Енри ăславçăсем питĕ пысăк хак парса йышăннă.
Паллă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Средства выражения модальности в чувашском языке. Чебоксары, 1963. 122 с.;
- Исторические связи чувашского языка с языками угро-финов Поволжья и Перми: Чувашско-марийские связи. Чебоксары, 1965;
- Исторические связи чувашского языка с волжскими и пермскими финно-угорскими языками. Чебоксары, 1968. 213 с.;
- История чувашского языка: Звуки. Чебоксары, 1971. 108 с.;
- Древнетюркский язык. Чебоксары, 1973. 75 с.;
- Сравнительная грамматика тюркских языков. Чебоксары, 1975. 220 с.;
- Введение в тюркологию. Чебоксары, 1976. 152 с.;
- Чăваш чĕлхин историйĕ: Сасăсем. Шупашкар, 1979. 98 с.;
- «Чувашский язык в семье алтайских языков» Виçĕ томпа. (Чебоксары, 1980, 1983, 1986),
- Чувашско-марийские языковые взаимосвязи. Саранск, 1990. 335 с.;
- Материалы к историко-этимологическому словарю чувашского языка. Чебоксары, 1992. 180 с.;
- Чувашский язык: истоки, отношение к алтайским и фино-угорским языкам, историческая грамматика. Чебоксары, 1996. 460 с.;
- Этимологический словарь чувашского языка. В 2-х тт. Чебоксары, 1996. 980 с.;
- Из истории христианства (к 2000-летию христианства). Чебоксары, 1999. 68 с.;
- Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности. Чебоксары, 1995. 52 с.;
- Словарь чувашских нехристианских личных имен. Чебоксары, 1998. 148 с.;
- Исследователи чувашского языка. Чебоксары, 2000. 2-е изд., доп. 152 с.;
- В поисках родных корней. Чебоксары, 2000. 140 с.
Килйыш пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]М.Р.Федотовăн арăмĕ — Валентина Сергеевна, унăн çуралнă чухнехи хушамачĕ Вагина, вырăс[1]. Вĕсем Чухулари институтра вĕреннĕ чухне паллашса мăшăрланнă. Ачи-пăчи, эппин ытти тăхăмĕсем те, вĕсен пулман.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Корифей чувашской тюркологии М.Р.Федотов. М.,1999;
- Емĕрсен ĕмĕлкине уçакан ас-хакăл [«Хыпар» кĕнеки]. Хыпар. 1999. Кăрлачан 20-мĕшĕ;
- Федотов Михаил Романович [Некролог). Сов. Чувашия. 2003.14 янв.
- Терентьев, В. М. Гражданская позиция академика М. Р. Федотова : о жизнедеятельности всемирно извест. чуваш. языковеда, учен.-тюрколога / В. М. Терентьев. –Чебоксары : Новое Время, 2013. – 680, [3] с.
- Егоров, Н. И. Ĕçĕсем ăслă, ячĕсем чыслă / Н. И. Егоров // Хыпар. – 1994. – 20 кăрлач. – С. 3.
- Nuri Yuce. Taninmis cuvas turkologu Mihail Romanovic Fedotov // Edebiyat Fakultesi. Turk dili ve edebiyati dergisi.- Jstanbul, 2000.- S. 345-353;
- Mihail Romanovic Fedotov. Buyuk Cuvas dilcisi // Tarih.- 2001.- № 171.- Jstanbul;
- Георгий Ирхи. Одна, но пламенная страсть // Республика.- 2001.- 20 янв.;
- Егоров Н.И. Федотов Михаил Романович // Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары: ЧГИГН, Чуваш, кн. изд-во, 2001. С. 429.
- Федотов Михаил Романович: биобиблиографический указатель / сост. И.В.Мукина; отв. за выпуск А.П.Долгова; Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук. — Чебоксары: ЧГИГН, 2019. — 72 с.: ил.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Терентьев, В. М. Духовное наследие академика М. Р. Федотова : жизнь и деятельность известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея современной тюркологии 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2008. - 532,[3] с.
- ^ Культурное наследие Чувашии
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Аçтахар Плотников. Чӑваш чӗлхи: Михаил Федотов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнчӗҫ.
- Марийская история в лицах