Хантă-Манси автономи тăрăхĕ — Югра

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ха́нтă-Манси автоно́млă тăрăхĕ — Югра́Раççей Федерацийĕн (Тĕмен облаçĕн шутĕнче), Урал федераци тăрăхĕн субъекчĕ.

Администраци центрĕХантă-Манси.

1930 çулхи раштав, 10 йĕркеленĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Сургут çумĕнчи нефть уçлав шăтăкĕ.

Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕпе, Красноярск Енĕпе, Томь, Тĕмен, Свердловск облаçĕсемпе тата Коми Республикипе чикĕ тытать.

Паллă юханшывсем — Обь тата унăн юппи Иртыш.

Тарăхăн административлă пайĕсем[тӳрлет]

Автономи тăрăхĕ 9 районпа 15 хуларан тытăнса тăрать.


Хантă-Манси автономи тăрăхĕ — Югра
хуласем: Белоярский | Кагалым | Лангепас | Лянтор | Мегион | Нефтеюганск | Нижневартовск | Нягань | Покачи | Пыть-Ях | Радужный | Сургут | Урай | Хантă-Манси | Югорск
районсем: Шурă районĕ | Берёзовски районĕ | Кондино районĕ | Нефтеюганск районĕ | Нижневартовск районĕ | Октябрь районĕ | Совет районĕ | Сургут районĕ | Хантă-Манси районĕ |

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Тăрăха 1930 раштавăн 10-мĕшĕнче йĕркеленĕ, 1940 çулчен унăн ячĕ Остяк-Вогул наци тăрăхĕ пулнă. 1977 çулта Хантă-Манси наци тăрăхĕ автономи статусне илет, 1993 çулта РФ Конституцийĕпе Раççей Федерацийĕн тулли ирĕке тивĕçлĕ субъекчĕ шайне кĕрет.

2003 çулта тăрăха официаллă «Югра» (çакăнпа РФ Конституцийĕн 65-мĕш статьине улшăну кĕртнĕ) палăрту хушса кăтартаççĕ.

2020 çулта тăрăх 7 хула агломерацине: "Мăн Хантă-Манси","Сургут-Нефтеюганск","Мегион-Нижневартовск","Нягань-Обьçум","Берёзово-Игрим","Нягань-Обьçум","Югорск-Советский","Урай-Междуреченский" ирттерме хатĕрленет.

Халăхĕ[тӳрлет]

Тăрăхра пурăнакан халăх йышĕ 2008 çулта 1505,2 çына, йышлăхĕ — 2,8 çын/çм² çитнĕ, хулара пурăнакан шучĕ— 91,3 %.

1939, 1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи çулсенчи халăх çыравĕпе, тăрăхăн наци шучĕпе çакăн пек улшăнусем курăнаçççĕ:

Халăх 1939 1959 1970 1979 1989 2002 (*)
Вырăссем 67 616 (72,5%) 89 813 (72,5%) 208 500 (76,9%) 423 792 (74,3%) 850 297 (66,3%) 946 590 (66,1%)
Украинсем 1 111 (1,2%) 4 363 (3,5%) 9 986 (3,7%) 45 484 (8,0%) 148 317 (11,6%) 123 238 (8,6%)
Тутарсем 2 227 (2,4%) 2 938 (2,4%) 14 046 (5,2%) 36 898 (6,5%) 97 689 (7,6%) 107 637 (7,5%)
Пушкăртсем ... ... ... 7 522 (1,3%) 31 151 (2,4%) 35 807 (2,5%)
Азербайджансем ... ... ... ... 12 846 (1,0%) 25 088 (1,8%)
Белоруссем ... 1 281 (1,0%) 3 362 (1,2%) 7 555 (1,3%) 27 775 (2,2%) 20 518 (1,4%)
Хантăсем 12 238 (13,1%) 11 435 (9,2%) 12 222 (4,5%) 11 219 (2,0%) 11 892 (0,9%) 17 128 (1,2%)
Чăвашсем ... ... ... ... ... 15 261 (1,1%)
Мансисем 5 768 (6,2%) 5 644 (4,6%) 6 684 (2,5%) 6 156 (1,1%) 6 562 (0,5%) 9 894 (0,7%)
Комисем 2 436 (2,6%) 2 803 (2,3%) 3 150 (1,2%) ... ... ...
Нимĕçсем ... 2 059 (1,7%) ... ... ... ...
Нацине кăтартман çынсем ... ... ... ... ... 13 210 (0,9%)

Пурăнан вырăнсем[тӳрлет]

10 пин çын ытла йышлă пурăнан вырăнсем
2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне
Сургут 294,2 Югорск 32,4
Нижневартовск 243,5 Пойковский 29,8
Нефтеюганск 117,7 Советский 25,6
Хантă-Манси (хула) 67,8 Белоярский 20,1
Когалым 58,9 Фёдоровский 19,4
Нягань 56,1 Покачи 16,9
Мегион 48,9 Излучинск 16,8
Радужный 47,7 Белый Яр 14,6
Урай 43,0 Междуреченский 11,9
Лангепас 41,8 Нижнесортымский 10,6 (2003)
Пыть-Ях 41,6 Новоаганск 10,2
Лянтор 38,1

Вуламалли[тӳрлет]

  • Административно-территориальное деление Тюменской области (XVII-XX вв.). Тюмень, 2003. 304 с. — ISBN 5-87591-025-9
  • История Ханты-Мансийского автономного округа с древности до конца XX века: хрестоматия. Екатеринбург, 1999. 304 с.
  • Кокосов Н.М. Ханты-Мансийский национальный округ. Свердловск, 1956. 103 с.
  • Концепция социально-экономического развития Ханты-Мансийского автономного округа. Ханты-Мансийск, 2002. 146 с.
  • Куриков В.М. Ханты-Мансийский автономный округ: с верой и надеждой в третье тысячелетие. Екатеринбург, 2000. 192 с.
  • Обь-Иртышский Север в западно-сибирской и уральской периодике (1857-1944 гг.): библиографический указатель. Тюмень, 2000. 399 с.
  • Очерки по истории Югры. Екатеринбург, 2000. 408 с.
  • Патрикеев Н.Б. Югра: Вехи жизни: Краеведческий очерк. Ханты-Мансийск, 1995. 121 с.
  • Филипенко А.В. Югра: социальное развитие северного региона: проблемы и успехи. Ханты-Мансийск, 2001. 191 с.
  • Шесталов Ю. Земля Югория. М., 1985. 127 с.
  • Югорские хроники. 1096-2000. «В прошедших днях такая точность…»: библиографический указатель. Тюмень, 2001. 470 с.

Каçăсем[тӳрлет]


Финн-укăр патшалăхĕсемпе автономисем
Венгри | Финлянди | Эстони | Раççейре: | Карели | Коми | Мари Эл | Мордови | Удмурти | Хантă-Манси — Югра |