Азербайджансем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Азербайджансем
azərbaycanlılar آذربایجانلیلار, azərilər آذری لر
Mfakhundov.jpg Üzeyir Hacıbəyov5.gif Sattar khan.jpg Natavan.jpg Shikhlinski A. 1917.jpg
Ахундов Гаджибеков Саттар-хан Натаван Шихлинский
Qudsi.jpg Shovkat Mammadova.jpg Ashig Alesger.jpg Ayatollah khamenei 002.jpg Portrait photo of Nariman Narimanov taken in 1913.jpg
Бакиханов Мамедова Ашуг Алескер Али Хаменеи Нариманов
Samad Vurgun20.jpg Rustam Ibragimbekov foto.jpg Shahriyar.jpg Shahbanu of Iran.jpg Leyla Mammadbeyova.JPG
Самед Вургун Ибрагимбеков Шахрияр Фарах Диба Мамедбекова
Khan Nakhichevanski.jpg Mammad Amin Rasulzade.jpg Googoosh on Javanan e Emrooz.JPG Ahmad-Kasravi.jpg Mehdi Huseynzade.jpg
Нахичеванский Расулзаде Гугуш Ахмед Кесрави Гусейн-заде
Stamps of Azerbaijan, 2007-813.jpg Gamar almazade49 3.jpg Tofik Bahramov stamp.jpg Heydar Aliyev 1997.jpg Tair Salakhov cropped.jpg
Керимов Алмасзаде Бахрамов Гейдар Алиев Таир Салахов
Тăван ячĕ

азербайджанлылар, азерилер

Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурĕпе: 29[1] — 31 млн. пуçласа[31] 35 — 40 млн. çити[32][33]
Flag of Iran.svg Иран:
11 — 15 млн. пуçласа
23 — 28 млн. çити (хак.)[1][2][3][4][5]

Flag of Azerbaijan.svg Азербайджан:
 8 172 800 (2009 ç.)[6]
Flag of Turkey.svg: 800 000. (оц.)[7]
Flag of Russia.svg Раççей:   603 070 (2010 ç.)[8], 621 840 (2002 г.)[9]

Flag of the United States.svg АПШ: 5 553—500 000 çын[11]
Flag of Georgia.svg Грузи: 284 761 (2002 ç.)[12]

Flag of Canada.svg Канада: 3 465.[13]-275,000.[14]

Flag of Germany.svg Германи: 15 219 (2006 ç.)[15] - 140,000[16]

Flag of Kazakhstan.svg Казахстан: 85 292 (2009 ç.)[17]
Flag of Ukraine.svg Украина: 45 176 (2001 ç.)[18]
Flag of Uzbekistan.svg Ӳспекстан: 36 000.(хак.)[19][20]
Шаблон:Ялавлани/Туркменистан: 36 000.(1995)[21][22]
Flag of the Netherlands.svg Нидерландсем: 17 000[23]
Шаблон:Ялавлани/Киргизи: 17 267 (2009)[24]
Flag of the United Kingdom.svg Аслă Британи: 15 000[25]
Flag of Belarus.svg Беларуç:  5 567 (2009 ç.)[26]
Flag of Latvia.svg Латви:  1 759 (хаклав, 2010)[27]
Flag of Austria.svg Австри:  1 000.[28]
Flag of Tajikistan.svg Таджикистан:  800 (2000 ç.)[29]
Flag of Australia.svg Австрали:  300[30]

Чĕлхе

Азербайджан

Тĕн

Ытларахăшĕ мăсăльман-шиитсем[34]; сахалрахăшĕ — мăсальман-суннитсем[35].

Расă тĕсĕ

Европа евĕр расă (Каçпи кĕçĕн тĕсĕ)

Этнос ушкăнĕсем

айрумсем, афшарсем, баятсем, карадагсем, карапапахсем, кашкайсем, терекеменсем, шахсевенсем

Шаблон:Азербайджансем

Азербайджансем, 1860
Azerilanguage.png

Азербайджа́нсем (азерб. azərbaycanlılar, azərilər)[4][36][37][4]тĕрĕк чĕлхиллĕ Азербайджан Республикинчи тĕп, çурçĕр-анăç Иранăн чылай йыш халăх. Пур йышĕ — 24 миллион çын[35]. Антропологи енĕпе чылай азербайджан каçпи тĕсĕ шутне кĕрет.

Пурăнакан çĕрсем[тӳрлет]

Азербайджанра 8 миллион ытла çын пурăнать. Патшалăхра вĕсен шайĕ 91 % пулать. Азербайджансăр пуçне, азербайджансем Иран çĕрне йышăнаççĕ, унта вĕсем Анăç Азербайджан, Тухăç Азербайджан, Ардебиль, Зенджан провинцисенче нумайрахăшĕ пурăнать , çаплах Курдистан тата Хамадан провинцисен тухăç районĕсенче, Казвин провинцин çурçĕр районĕсенче кил-çурт çавăрнă. Пысăк азербайджан пĕрлĕхĕсем Тегеран, Кередж, Мешхед хулисенче те пур.

Раççейре азербайджансем тахçанах Кăнтăр Дагестанра пурăнаççĕ, Дербент районĕнче ытларахăшĕ (55,7 %) пулаççĕ тата Табасаран (18 %), Рутул (4 %, Анат Катрух аулĕ) тата Кизляр (3 %, Мăн Бредихи тата Перси аулĕсем) районĕсенче те пурăнаççĕ. Совет вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче шалти иммиграцине пула тата Азербайджанран тата урăх республикăсенчен куçса килнипе халĕ азербайджансем тĕрлĕ йышпа Раççейĕн чылай территоринче палăраççĕ (тĕплĕнрех Раççейри азербайджансем статьяна вулăр).

Грузиире азербайджансем, Тбилисисĕр пуçне, кăнтăр, кăнтăр-тухăç тата ва районĕсене: Марнеули, Болниси, Дманиси, Гардабани (çак тăватă районта вĕсем абсолютлă е кăшт нумайрахăш шутланаççĕ), Сагареджо, Каспи, Мцхета, Цалка, Лагодехи, Карели, Тетри-Цкаро, Гори тата Телави йышăнса пурăнаççĕ. Азербайджансем çаплах Рустави тата Дедоплис-Цкаро хуласенче пурăнаççĕ.

Эрмен-азербайджан хирĕçĕвĕччен (1988) азербайджан çыннисем пурăнакан вырăнсем нумай Эрмени регионĕсенче пулнă, (тĕплĕнрех пăхăр Эриенири азербайджансем), çав шутра Ереванра, унта вĕсем 1897 çулчен пысăк этнос ушкăнĕ шутланнă.[38]

Турцири азербайджансем Эрменипе юнашар районсене: Карс тата Игдыр провинцисене тата Эрзурум провинцин Шенкая тăрăхне йышăнса пурăнаççĕ. Совет тапхăрĕ хыççăн Азербайджанран куçса пынипе азербайджансем Турцин чылай хулисенче вырнаçрĕç.

Туркменистанра азербайджансем уйрăмах пĕрле Туркменбаши (Красноводск) тата Ашхабад хуласенче вырнаçнă.[39]

Унсăр пуçне азербайджансем Европăра, АПШ-ра, Канадăра, Украинăра, Узбекистанра, Казахстанра тата урăх СССР-та пулнă урăх республикасенче вырнаçнă.

Этногенез[тӳрлет]

Тĕрĕксем Тухăç Кавказ Лешьенне кĕнипе вырăнти йăхсем тĕрĕкленеççĕ те ХI—ХIII ĕмĕрсенче тĕрĕк чĕлхиллĕ азербайджан халăхлăхĕ çуралать[40]. Азербайджансен этногенезне иран халăхĕсем, çаплах кавказ албанĕсем тата урăх кавказ чĕлхиллĕ халăхсем хутшăннă[41]. Азербайджан халăхлăхĕ XV—XVI ĕмĕрсенче, Сефевсен тапхăрĕнче[42], хормăланасси вĕçленет. XIXXX ĕмĕр вĕçĕнче официаллă раççей докуменчĕсенче азербайджансене туçи тутарĕсем, мăсăльмансем, кавказ лешьен тутарĕсем, ăслăх-этнографи ĕçĕсенче — адербейджан е азербайджан тутарĕсем, тĕрĕксем, азербайджансем тенĕ[5].

Антропологи енĕпе чылай азербайджан европа евĕр расăн ĕнчĕ-иран турачĕн каçпи кĕçĕң тĕсĕ пайне кĕрет.

Этноним[тӳрлет]

«Азери» ят авалтанах паллă пулнă. Унпа Персин Азербайджан провинцинчи тĕрĕксемпе хутшăнса кайиччен хальхи талыш тата çухалнă килит чĕлхисене çывăх азери чĕлхипе пупленĕ, иран чĕлхипе калаçакан çынсене палăртнă[43]. Хăш кӳршĕ халăхсем, çав шутра тĕрĕксем те азербайджансенев «азери» теççĕ. Темиçе этнографи ушкăнĕ — карапапахсем, айрумсем, падарсем, шахсевенсем, карадагсем тата урăх. те[44]. Раççейре вĕсене «ту тутарĕсем» тенĕ. Азербайджанра «азербайджан тутарĕсем», е «азербайджансем» термина, пĕрремĕш хут 1891 çулта «Кешкюль» либераллă баку хаçачĕ кĕртнĕ[45]. XIX ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа XX ĕмĕр пуçламĕшĕчченех «азербайджансем» терминпа этнографсем усă кураççĕ[46][47]. Кавказ тĕрĕкĕсен «азербайджансем» хорми 1930-мĕш çулсенче çирĕпленет.

1918 çулта Кавказ Лешьен сеймĕн азербайджан фракцийĕ, (официаллă «кавказ-тутар»), хăйĕн çĕршывăн «Азербайджан Демократи Республики» (АДР) ирĕклĕхне пĕлтерет. Авал вăхăтра хальхи АДР територийĕ историре Арран ятпа паллă пулнă[48][49] (авалхи Кавказ Албанийĕ, пирĕн эрăччен I ĕмĕр) тата Ширван, çаплах Азербайджан истори хоронимĕ Араксран кăнтăралла [50] Тебриз, Ардебиль хуласемпе Урми кӳлĕ çĕрĕсене, тепĕр сăмахпа авалхи Атропатенăна асăннă. Атропатена хăйĕн ятне авалхи Атропат (Атурпата) тăрăм ятĕңчен илнĕ. Каярах авалхи перс чĕлхинче хоронима арапла улăштараççĕ (Атурпаткан-Адурбадган-Азербиджан-Азербайджан витĕр).[51] Монголсем айĕнчи Азербайджан тесе хăш чухне Арранăн кăнтăр пайне те палăртнă. Çапах та, 1918 çулченех Кавказ Лешьен территоринче «Азербайджан» истори-географи е политика йĕркелу топонимĕпе Азербайджан перси провинцине палăртнă[52][53][54][55][56][57][58][59]. XX ĕмĕрте «Кăнтăр Азербайджан» тата «Çурçĕр Азербайджан» палăртусене пурнăçа кĕртеççĕ. Кемалистсем (каярах Совет Союзĕ те) истори Азербайджанĕпе кăнтăр-тухăç Кавказ Лешьен çĕрне пĕр патшалăха пухасшăн пулнă[60].

Чĕлхе[тӳрлет]

Чĕлхи — азербайджан е азери, тĕрĕк чĕхисен кăнтăр-анăç (огуз) турачĕ шутĕнче пулать, персипе арап сĕмĕ питĕ вăйлă сисĕнет. Азербайджанла Азербайджанăн 95 % çынĕ калаçать. Диалект ушкăнĕсем: тухăç, анăç, çурçĕр тата кăнтăр. Азербайджансем хушшинче çаплах вырăс чĕлхи (Азербайджанра, Раççейре, Грузире), перси чĕлхи (Иранра) тата турккă чĕлхи саралнă. XX ĕмĕр тăршшипех азербайджан чĕлхин çырулăхĕ виçĕ хутчен — малтан латин, кайран — кириллица графикинчен (1958 çулта çак алфавита кириллица çинчи, азербайджан чĕлхине вырăнлăрах алфавит çине куçарнă). 1991 çулта Азербайджанра латин алфавичĕпе усă курма тытăнаççĕ.

Тĕн[тӳрлет]

Азербайджансен чылайăшĕ (иран тата кавказăн чылай пайĕн азербайджанĕсем) шиит ăнлантаруллă (джафар мазхабĕ) ислам йĕркипе кĕл тăвать. Суннитсем (ханафитсем) Азербайджанăн çурçĕр, çурçĕр-тухăç тата хăшпĕр вар районĕсенче пурăнаççĕ. Грузири тата Турцири азербаджан халăхĕ шиит, çаплах суннит ăнлантаруллă ислама йышăннă. Çаплах пĕчĕк йышлă бахайсем, христиансем тата сăртăшсем пур.

Кулленхи пурнăç[тӳрлет]

Тебриз азербайджанĕсем тĕртнĕ кавир

Хула çыннисем кавир тĕртеççĕ, ылтăн тата ахах-мерчен ĕçĕпе тертленеççĕ, йывăçпа чула ăсталаççĕ,[61] XIX ĕмĕртен пуçласа — промăçлăх ĕç-пуçĕ çĕкленет; ял хуçалăхĕ — çĕр ĕçĕ, мамăк çитĕнтересси, сад ĕçĕ, иçĕм çитĕнтересси, пурçăн тăвасси,сурăх çăм, какай туса илесси, шултра выльăха ĕрчетесси. Паллă тырă культурисем — тулă, урпа, рис, çаплах вир, ыраш, кукуруза, сĕлĕ.

Азербайджансен чылайăшĕ халĕ хуласенче пурăнать. Ялсем саралса выртаççĕ, тусем çинче терраса евĕр, тӳрем тăрăллă чул çуртсем. Ту çинчи, айлăмри аулсенче çуртсене йывăç тата черепица тăрăллă çуртсем. Çурт-йĕр тумалли материалсем — чул тата шăрантарнă кирпĕч.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Joshua Project Ethnic People Groups of the Turkic Peoples Affinity Bloc. Joshua Project. çăлкуçран архивланă 25 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 3 пуш уйăхĕн 2009.
  2. ^ Ethnologue report for language code: azb
  3. ^ Iran — People Groups. Joshua Project
  4. ^ 1, 2 тата 3 UNPO — Southern Azerbaijan
  5. ^ 1 тата 2 Islamic Fundamentalism In Azerbaijan: Myth Or Reality? — The Jamestown Foundation
  6. ^ Переписи населения Азербайджана 1979, 1989, 1999, 2009 годов
  7. ^ «Turkey: Religions & Peoples», Encyclopedia of the Orient (retrieved 7 June 2006)
  8. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Официальный сайт Всероссийской переписи населения 2010 года. Информационные материалы об окончательных итогах Всероссийской переписи населения 2010 года
  9. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Всероссийская перепись населения 2002 года. Федеральная служба государственной статистики. çăлкуçран архивланă 21 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 29 раштав уйăхĕн 2009.
  10. ^ Включая Хантă-Манси тата Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсем; без них численность азербайджанцев в Тюменской области (юг) — 8282 чел. (2010 г.) и 8918 çын (2002 ç.)
  11. ^ http://www.irex.org/system/files/Baghirova_VOA.pdf
  12. ^ 1, 2 тата 3 State Statistics Department of Georgia: 2002 census (retrieved 16 July 2006)
  13. ^ «Population by selected ethnic origins, by province and territory (2006 Census)». statcan.gc.ca. 2009-07-28. http://www40.statcan.gc.ca/l01/cst01/demo26a-eng.htm. Retrieved 2010-09-10. NB Canadian census on ancestry may not reflect current ethnic affiliation in Canada. (retrieved 7 June 2006). In the 2006 census, 1,480 people indicated 'Azeri'/'Azerbaijani' as a single response and 1,985 — as part of multiple origins.
  14. ^ http://www.azembassy.ca/ada/2008/ADA_8102.pdf
  15. ^ Startseite - Statistisches Bundesamt (Destatis)
  16. ^ Diaspora
  17. ^ Агентство Республики Казахстан по статистике. Перепись 2009. (Национальный состав населения.rar)
  18. ^ Всеукраинская перепись населения 2001 года. Распределение населения по национальности и родному языку. Государственный комитет статистики Украины. çăлкуçран архивланă 25 çурла уйăхĕн 2011.
  19. ^ Этнический атлас Узбекистана
  20. ^ По переписи 1989 г. в Узбекистане было 44,4 тыс. азербайджанцев ([1])
  21. ^ People Population census of Turkmenistan 1995, Vol. 1, State Statistical Committee of Turkmenistan, Ashgabat, 1996
  22. ^ CIA — The World Factbook
  23. ^ http://web.archive.org/web/20110706131529/http://mfa.gov.az/eng/downloads/bilaterial/Netherlands.pdf
  24. ^ National Statistical Committee of Kyrgyz Republic 2009.
  25. ^ cache:Jwobw381IYMJ:www.angelfire.com/az3/AzeriVoice/newsletter2.doc «azeris in britain» — Google Search
  26. ^ Перепись населения Республики Беларусь 2009 года. НАСЕЛЕНИЕ ПО НАЦИОНАЛЬНОСТИ И РОДНОМУ ЯЗЫКУ. belstat.gov.by. çăлкуçран архивланă 3 нарăс уйăхĕн 2012.
  27. ^ Распределение населения Латвии по национальному составу и государственной принадлежности на 01.07.2010 (латыш.)
  28. ^ Azerbaijan Ministry of Foreign Affairs: Azerbaijan-Austria relations: Diaspora Info (February 2008). NB Of these, about 70-75 % are Iranian Azeris, 15-20 % are Turkish Azeris and 5-10 % are Azeris originally from Azerbaijan and the former Soviet Union.
  29. ^ Михаил Тульский Итоги переписи населения Таджикистана 2000 года: национальный, возрастной, половой, семейный и образовательный составы. «Демоскоп». çăлкуçран архивланă 25 çурла уйăхĕн 2011.
  30. ^ 2006 Australian Census. NB According to the 2006 census, 290 people living in Australia identified themselves as of Azeri ancestry, although the Australian-Azeri community is estimated to be larger. . Retrieved 1 April 2008.
  31. ^ WebCite query result
  32. ^ Azerbaijanis POPULATION
  33. ^ Azerbaijani world
  34. ^ Tore Kjeilen Azerbaijanis. Looklex Encyclopaedia. çăлкуçран архивланă 25 çурла уйăхĕн 2011.
  35. ^ 1 тата 2 Boyle, Kevin and Juliet Sheen. Freedom of Religion and Belief. Routledge, 1997. ISBN 0-415-15978-4; p. 273
  36. ^ Helena Bani-Shoraka. «Language Policy and Language Planning: Some Definitions» in Annika Rabo, Bo Utas. The Role of the State in West Asia, Swedish Research Institute in Istanbul, 2005, ISBN 91-86884-13-1, 9789186884130, p. 144
  37. ^ Stephan Thernstrom, Ann Orlov, Oscar Handlin. Harvard Encyclopedia of American ethnic groups, Harvard University Press, 1981, p. 171, quote: In their homeland the Azerbaijanis, or Azeri Turks as they are sometimes called…
  38. ^ (Вырăсла) Энциклопедия Брокгауза и Ефрона: Эривань
  39. ^ Р.Назаров. Национальные диаспоры в Туркменистане.
  40. ^ История Востока. В 6 т. Т. 2. Восток в средние века.М., «Восточная литература», 2002. ISBN 5-02-017711-3
  41. ^ Central Asian Survey: The Journal of the Society for Central Asian Studies (1982, с. 437).
  42. ^ История Востока. В 6 т. Т. 2. Восток в средние века.М., «Восточная литература», 2002. ISBN 5-02-017711-3
  43. ^ V. Minorsky, Studies in Caucasian history, Cambridge University Press, 1957, pg 112
  44. ^ Большая советская энциклопедия
  45. ^ Шнирельман В. А. Войны памяти: мифы, идентичность и политика в Закавказье. Москва, ИКЦ „Академкнига“ 2003 Стр. 34
  46. ^ Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона
  47. ^ ЭСБЕ, статья тюрки
  48. ^ V. Minorsky. Caucasica IV. Bulletin of the School of Oriental and African Studies, University of London, Vol. 15, No. 3. (1953), p. 504
  49. ^ Encyclopædia Iranica. C.E. Bosworth. Arran
  50. ^ [2]
  51. ^ Всемирная история, т. III. М., 1957, стр. 132
  52. ^ V. Minorsky, „Ādharbaydjān (Azarbāydjān).“ Encyclopaedia of Islam. Edited by: P.Bearman, Th. Bianquis, C.E. Bosworth, E. van Donzel and W.P. Heinrichs. Brill, 2007
  53. ^ The Paths of History — Igor M. Diakonoff, Contributor Geoffery Alan Hosking, Published in the year 1999, Cambridge University Press, p. 100
  54. ^ Extracts from a Memorandum on the Country of Azerbaijan By Keith E. Abbott, Esq., H.M. Consul-General in Persia. [Communicated by the Foreign Office.] Proceedings of the Royal Geographical Society of London, Vol. 8, No. 6. (1863—1864), pp.275-279.
  55. ^ Encyclopædia Iranica. X. D. Planhol. Azerbaijan. Geography
  56. ^ В. В. Бартольд. Сочинения. T.II, ч. I, Москва, 1963, с.703
  57. ^ ЭСБЭ, ст. „Адербиджан“
  58. ^ Ben Fowkes, Ethnicity and ethnic conflict in the post-communist world (Basingstoke: Palgrave, 2002) pg 30
  59. ^ (Bert G. Fragner, ‘Soviet Nationalism’: An Ideological Legacy to the Independent Republics of Central Asia ’ in» in Van Schendel, Willem(Editor). Identity Politics in Central Asia and the Muslim World: Nationalism, Ethnicity and Labour in the Twentieth Century. London , GBR: I. B. Tauris & Company, Limited, 2001.)
  60. ^ Бартольд, т. 29, стр., 703
  61. ^ НАРОДЫ ДАГЕСТАНА. Lakia.net. Тĕрĕсленĕ авăн, 15, 2006

Каçăсем[тӳрлет]