Шупуççынни Николай Васильевич

Википедири материал

Николай Шупуççынни

Шупуççынни Николай Васильевич (чăн хушамачě Васильев), — сăвăçă, прозаик, куçаруçă. 1889 çулхи чӳк уйăхěн 26 Шупашкар уесěн Иккасси ялěнче (халě Чăваш Енěн Шупашкар районě) çуралнă. 1942 çулхи нарăс уйăхěн 13 ГУЛАГ концлагерěнче вилнě. 1934 çултанпа СССРăн çыравçисен пěрлешěвне кěнě. 1937 çулта ăна арисленě, 1956 çулта реабилитациленě.

1905-1907 çулсенче Çěмпěрти чăваш шкулěнче вěреннě. Кайран ăна кăларса янă, анчах та çавăнтах Библине куçарма пулăшма чěннě. 1909 çултанпа ялти вěрентекенě. 1914-1918 çулсенче Пěрремěш тěнче вăрçине хутшăннă. Советсен вăхăтěнче военкоматра, Çěр комиссариачěнче ěçленě, Чувашпроизводсоюз правлениěн пуçлăхě, «Сунтал» журналěн редакторě пулнă. 1936-1937 çулсенче чăваш культурин НИИ пуçлăхě пулнă.

[тӳрлет] Ĕçĕсем

Иккасси шкулĕ умĕнче лартнă палăк
Иккасси шкулĕ умĕнче лартнă палăк

1906 çултанпа çырма пуçланă. Пĕрремĕш сăввисене, юмахĕсене тата поэмине 1908 çулта «Сказки и предания чуваш» пухăвĕнче пичетленĕ, 1911 çулта сăвăсен пуххине кăларнă. Фронтра çырнă сăввисене «Вăрçă» альманахĕнче пичетленĕ. Совет вăхăтĕнче «Еркĕн» поэмине, калавсем, очерксем, повеçсем, статьясем çырнă. «Краткий очерк истории чувашской литературы» (1930), «Чувашские сказки» (1937) пичетленĕ.

А. С. Пушкин, М. Ю. Лермонтов сăввисене чăвашла куçарнă.

«Силпи» опери (1936) валли либретто çырнă.

[тӳрлет] Литература

  • Канюков В. Николай Васильевич Шупуççынни. Ш., 1977.