Контент патне куҫ

Çăваçсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
31-мĕш йĕрке: 31-мĕш йĕрке:
{{Асăрхавсем}}
{{Асăрхавсем}}
== Каçăсем ==
== Каçăсем ==
* [http://lingvoforum.net/index.php/topic,80604.0.html Лингвофорум. Тема: Ещё раз об этнониме "чăваш" (чуваш, чуаш, чюваш и т. д.).]
* [http://chuvash.org/blogs/comments/2584.html Татах «чӑваш» этноним пирки.]
* [http://chuvash.org/blogs/comments/2584.html Татах «чӑваш» этноним пирки.]
* [http://chuvash.org/blogs/comments/2669.html "Чӑваш" сӑмахӑн тупсӑмӗ майӗпен уҫӑлса пырать.]
* [http://chuvash.org/blogs/comments/2669.html "Чӑваш" сӑмахӑн тупсӑмӗ майӗпен уҫӑлса пырать.]

08:22, 13 Раштав уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

ÇăваçсемВăтам ĕмĕрсенче Вăтам Атăл тăрăхĕнче пурăннă пуль тесе шутлакан гипотезăлла авалхи халăх е социум. Чăваш халăхĕн çав ятпа çÿренĕ тăрăмĕ (ку каллех гипотеза шайĕнче).

Çăлкуçсенче асăнни

Çăлкуçсенче шăпах çак ятпа тата çак пĕлтерĕшпе ниçта та асăнман. Анчах та 1927-мĕш çулччен Çĕтĕк Çăваç ятлă ял пулнă[1].

Сăмах пулăвĕн никĕслевĕсем

СССР Ăслав академийĕн пайташ-корреспонденчĕ Н.И.Ашмарин профессор, "чăваш" сăмахăн маларахри пулма пултарас формисем пирки шута кайса, çапла каланă:

<Куçару: Мĕнпурĕ пире ак мĕн патне илсе пырать: "чăваш" сăмаха ĕлĕк чăвашсем хальхинчен урăхларах, — черетлесе тухакан формăсенчен пĕринпе, — каланă: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас [çуаç, çуас, çăваç, çăвас]; асăннă хапасенчен тахашĕнчен ăна çармăссем хăйсен чувашизмсемпе пуян чĕлхине йышăннă.>

Çапла вара, паллă тĕпчевçĕ "çăваç" сăмаха, фонетикăлла тĕшмĕртÿ çинче никĕсленсе, тавçăрса илнĕ. Çавăн пекех вăл, авă, çармăссем хăйсен халĕ тутарсене палăртакан "суас" сăмахне те çак "çăваç" формăранах илнине те палăртать. Юлашки тезиса (çармăссен "суас" сăмахĕ "çаваç" формăран тухнă пирки) Н.И.Егоров профессор та çирĕплетет:

Малалла вăл çапла калать:

Н.И.Ашмаринпа Н.И. Егоров каланисече чăннипе пĕртен-пĕр уйрăмлăх çеç. Иккĕмĕшĕ "çăваç"-ран "чăваш" пулса тăма кыпчаксен витĕмĕ кирлĕ пулнă тесе шутлать пулсан, пĕрремĕшĕ вара ку кирлех те мар тет.

Вырăс çăлкуçĕсенче (çырсапыравĕсенче) "худые болгары" ăнлав пурри тата Анчăккассин 1927-мĕш çулчченхи Çĕтĕк Çăваç ячĕ те сăмах пулăвĕн никĕслевĕсен шутнех кĕреççĕ.

"Сăваç" сăмах пирки ытти саманаташсем мĕн шавлани пирки

Чăваш кинематографисчĕсен ертÿçи О.Цыпленков:

Истори ыйтăвĕсене çутатакан кĕнекесенче чăвашсем мĕнле пулса кайни пирки тĕрлĕрен вулама пулать. Эпир сăварсен‚ пăлхарсен‚ гунсен йăхĕсем. Мĕншĕн юлашки 300-400 çул çеç чăваш тенине тĕл пулатпăр? Хуравĕ‚ ман шутпа‚ çакăнта: чăваш тени хăй вăхăтĕнче халăх ячĕ пулман. Вăл – халăхăн тĕн палли. Авалхи асаттемĕрсен пĕр пайĕ ислам тĕнне йышăнсан йăла-йĕркесем те улшăннă. Вĕсене ĕлĕкхи пек çăвана пытарма пултарайман. Çапла мусульман халăхĕн йĕркипе масарсем йĕркеленнĕ. Ĕлĕкхи тĕнпех пурăнакансене çăваçсем теме пуçланă. Кайран чăвашсем пулса кайнă. Çапла тĕн палли халăх ячĕ пулса тăнă[5].

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

  1. ^ Игнатьева О.Е., Трифонова З.А. АНЧИККАСЫ, Анчăккасси (Çĕтĕк Çăваç, 1927). Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  2. ^ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Казань, 1902. — С. 45
  3. ^ Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 136.
  4. ^ Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 137.
  5. ^ Цыпленков О.М. «Аслă Пăлхар çĕрĕпе çÿресчĕ!» — Интервью. Т. НИКИТИНА калаçнă. Урал сасси. — 2010 ç. — Утă, 22

Каçăсем