Çĕтĕк пăлхарсем
Çĕтĕк пăлхарсем (выр. Худые болгары) — вăтам ĕмĕрсенчи Атăлçири пăлхарсен вырăс çул çыравĕсенче асăннă темĕнле ушкăнĕсем[1]. Çавăн пекех çырсапыравсенче çак ăнлава çывăх Болгарская чернь тени те тĕл пулать. Кăна вара чăвашла Пăлхар хура халăхĕ тесе куçарма пулать. "Çĕтĕк пăлхарсем" тени малтанхине ("худые болгары") пĕлтерĕшне кура пăхса куçарни пулать.
Çĕтĕк пăлхарсене чăвашсемпе çыхăнтарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Худые болгары" (чăвашла куçарсан — çĕтĕк пăлхарсем) текенсене чăвашсемпе çыхăнтарасси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Сăмах — В.Д.Димитриева:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Вся территория Булгарской земли превратилась в “дикое поле” – кочевья мангитов (ногайцев). Сохранившиеся “худые болгары” (по выражению “Казанского летописца”) перебежали в Приказанье и Заказанье, где образовалась Чувашская даруга (область), которая с начала XYII в. называлась Зюрейской дорогой, на территорию центральной и северной Чувашии, в среду марийского населения. Здесь “худые болгары”-чуваши в какой-то мере ассимилировались с горными марийцами.[2]<Куçару: Мĕнпур Пăлхар çĕрĕ "тискер хир" пулса тăнă, унта мангитсем (нухайсем) куçса çӳренĕ. Сыхланса юлнă "çĕтĕк пăлхарсем" ("Хусан çул çыравĕ" çапла асăнать) Хусан çумне тата Хусан леш енне куçнă, унта Чăваш тăрăхĕ (выр. Чувашская даруга) пулса аталаннă. XVII ĕмĕрччен Зюре çулĕ тенĕ. Çавăн пекех хальхи çӳрçĕр тата варринчи Чăваш Ене те, çармăссем хушшине, куçнă. Кунта "çĕтĕк пăлхарсем" туçи çармăссемпе кăштах ассимиляциленнĕ.>
Çакна астуса Тетелри пĕр сайтçă ак çапла çырнă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Умер Великий чувашский булгарист, после Ашмарина и Каховского, третий по счёту. Автор правдивой истории булгар-чувашей, какой бы горькой эта история ни была. Даже термин "худые болгары" (по чувашски çĕтĕк çăваç) он привел во всей исторической красе, не стесняясь правды. Он не гонялся за помпезностью в истории. Писал про действительность. Пусть земля ему будет пухом.<Куçару: Аслă чăваш булгарисчĕ вилчĕ, — Ашмаринпа Каховский хыççăн виççĕмĕшĕ. Пăлхар-чăвашсен историйĕн авторĕ, — хайхи истори мĕн тери йӳçĕ пулнине пăхмасăрах. "Худые болгары" текенскерне те (чăвашла "çĕтĕк çăваç"), хăйĕн историлле илемлĕхĕпе илсе кăтартнă; вăл чăнлăхран вăтанман. Историре суя шăв-шав хыççăн хăваламан, чăнлăха çырса кăтартнă.>
Ку позиципе Г.И.Тафаев тата ытти нумай авторсем те килĕшеççĕ[3][4].
"Худые болгары" тени — тулашран панă ят (экзоним). Хăйсене хăйсем вара çак çынсем çăваçсем тенĕ пулмалла.
Ăнлав паянхи кунччен сыхланнă-и?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Çĕтĕк пăлхарсем" (выр. Худые болгары)тени паянчченех сыхланнă теме май çук. Çапах та Çĕрпӳ районĕнчи Анчăккасси ялĕ 1927-мĕш çулчен Çĕтĕк Çăваç ятпа çӳренĕ[5]. Çăваç, тата темшĕн Çĕтĕк... Çĕтĕк Çăваç тата Худые Болгары пĕр-пĕринпе ĕмĕрсем урлă çыхăнса, корреляциленсе тăраççĕ пек.
Ытти пăлхарсене епле чĕннĕ-ши?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Енчен те "çĕтĕк" пăлхарсем пулнă пулсан, урăххисем те ("çĕтĕк маррисем") пулнах теме май пур. Çавна май асăннă вăхăтсенчех вырăс çул çыравĕсенче палăртнă бесерменсем кăсăклă. Удмуртсен бесермансем текен йăхĕ пур. Вырăсла — бесермяне.
"Çĕтĕк" пăлхарсем те, "çĕтĕк маррисем" те (бесермансем) малалла чăваш халăхĕн никĕсне хывăннă. Хăшпĕр ушкăнсем удмуртсемпе, тутарсемпе тата ыттисемпе те хутшăнса кайнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Шипилевский С.М. Древние города и другие булгарско-татарские памятники в Казанской губернии — С.78
- ^ В.Д. Димитриев Эпохальная веха в истории народа
- ^ Тафаев Г.И. Исследователь Аллен Франк о болгаризации татарской идентичности [Текст] // Вопросы исторической науки: материалы III междунар. науч. конф. (г. Москва, январь 2015 г.). — М.: Буки-Веди, 2015. — С. 156-163.
- ^ Тафаев Г.И. ПЯТЬ ЭТАПОВ ЦИВИЛИЗАЦИОННОГО РАЗВИТИЯ БОЛГАРО-ЧУВАШСКОГО НАРОДА (АЛТАЙСКАЯ ТРАНСФОРМАЦИОННАЯ ЭПОХА)
- ^ Чувашская энциклопедия АНЧИККАСЫ, Анчăккасси (Çĕтĕк Çăваç, 1927)